Хуан де Айала
Хуáн Мануэль де Айяла (Аяла) (исп. Juan Manuel de Ayala; 1745 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗ, Осуна, Севилья (провинци)|Севилья — 1797 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗ) — Испани тинӗс офицерӗ, ҫулҫӳревҫӗ. Сан-Франциско кӳлмекӗнчи (халӗ АПШ-ан Калифорни штачӗ) Алькатрас утравне уҫнӑ ҫын.
Кун-ҫулӗ
Вун тӑваттӑра чухнех патшан Испанин тинӗс-ҫар флотне (1760 ҫулхи авӑн уйӑхӗ) хӗсмете кӗнӗ, 1782 ҫулта капитан ятне тивӗҫнӗ.
1770-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче, Испани Калифорнин ҫурҫӗр ҫыранне тӗпчесе тишкернӗ, вӗсене Раҫҫей Калифорни ҫыранӗ хӗрринче мӗнле те пулин ял-хула никӗслени кӑсӑклантарнӑ, унсӑр пуҫне вӗсем пулас Сан-Франциско тӑрӑхне тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫак тӑрӑхсенче Испани хуҫалантӑр тесе вӗсем тӗрлӗ экспедицисем хатӗрленӗ. Мануэль де Айяла, вӑл вӑхӑтра лейтенант пулнӑскер, тинӗс экспедицине каякансенчен пӗри пулнӑ. 1774 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Санта-Круз ҫывӑхӗнчи Америка ҫыранӗсем патне ҫитнӗ.
Калифорние алла илес тӗлӗшпе пысӑк тӳпе хывнӑ. Вӑл тата унӑн команди «Сан-Карлос» ҫар карапӗ ҫинче Сан-Франциско кӳлмекне уҫакан пӗрремӗш Европа ҫыннисем пулнӑ.
1775 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче Хуан Мануэль де Айяла, «Сан-Карлос» карапа тытса пынӑ май Ылтӑн Хапха тинӗс пырӗ урлӑ Сан-Франциско кӳлмекне ҫитнӗ. Тӑвӑлсенчен хӳтӗленӗ бухтӑра якорь пӑрахса чарӑнса тӑнӑ, унтан ултӑ эрне хушши кӳлмеке тавралӑхне ӳкернӗ, тишкернӗ, картта ҫине ӳкерсе тухнӑ. Бухтӑри утрава вӑл «Ла Исла де Нуэстра Сеньора де лос А́нхелес» («Пирӗштисен Турамӑш утравӗ») (халӗ Энджел) ят панӑ.
1775 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче вӑл хушнипе бухтӑн тата тепӗр утравӑн карттине хатӗрленӗ. Утрава вӑл Ла Исла де лос Алькатрáсес (исп. La Isla de los Alcatraces — олушӑсен утравӗ) ят панӑ, хальхи вӑхӑтра вӑл Yerba Buena ятпа паллӑ виҫӗ утравран пӗри шутланать[1][2].
1850 ҫулта АПШ вунвиҫҫӗмӗш президенчӗ Миллард Филлмор утравпа ҫар тӗллевӗсенче усӑ курмалли хушӑва алӑ пуснӑ. Крепость туса лартнӑ, Сан-Франциско кӳлмекне хӳтӗлеме утрав тавра ҫӗре яхӑн тупӑ вырнаҫтарнӑ. Вӑл вӑхӑтра утрав ҫинче хӗвеланӑҫ енчи ҫыранри пӗрремӗш маяка туса лартнӑ пулнӑ[3].
1785 ҫулхи пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Калифорнире ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗ май ӑна тулли пенсипе отставкӑна янӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ . Federal Bureau of Prisons — A Brief History of Alcatraz , Wayback Machine çинчи 2011 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнчи копийӗ
- ^ A Brief History of Alcatraz Island , Wayback Machine çинчи 2018 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ(акăлч.)
- ^ Остров Алькатрас (Alcatraz Island). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.