Хурал пӳрчĕ

Хурал пӳрчĕ, — хурал тăмалли çурт.

XVI ӗмӗрте анлă сарăлнă. XX ӗмӗр пуçламăшĕнче йăларан тухнă. Ял çыннисем хурал пӳртĕнче черетпе хурал тăнă. Яла вут-çулăмран, ют çынран, вăрă-хурахран сыхланă. Хурал пӳрчĕ çумĕнче авал "янракан" хăвăл каскасем, каярахпа чан е янракан тимĕр çакăнса тăнă. Вĕсене пушар вăхăтĕнче çапса сас кăларнă. Тата хурал пӳрчĕ çумĕнче пĕр-пĕрин çине тайăнса тăракан виçĕ ураллă вышкă çĕкленсе тăнă. Çăвăн çинчĕн ял таврашĕ ал тупанĕ çинчи пек курăннă. Хурал пӳртне ваттисем канашлама, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма пуçтарăннă.

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Категорисем