Хуран кукли
Хуран кукли | |
пол. pronm словак. Pirohy | |
| |
Компонентсем | |
---|---|
Кирлисем | чуста, тăпăрчă |
Хуран кукли — чăваш апат-çимĕçĕ. «Пельмень» текеннине аса илтерет. Анчах та, ячĕ хăех систерет ĕнтĕ, кӑштах шултрарах пулать. Тата ытти уйрăмлăхсем те пулма пултараççĕ. Калăпăр, шала мĕн хунине кура.
Хатӗрлесси
Хуран куклине хатӗрлеме чуста, услам ҫу, тӑпӑрч, сухан кирлӗ[1].
Чи малтанах чустине ҫӑраҫҫӗ. Тӑвар, ҫӑмарта, шыв тата ҫӑнӑх ярса хатӗрелеҫҫӗ. Ҫӑрнӑ хыҫҫӑн 10–15 минутлӑха хӑпармашкӑн хӑвараҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра чуста ӑшне хатӗрлеҫҫӗ[1].
Хуран куклин ӑшне тӑпӑрчӑпа симӗс суханран, пӗҫернӗ ҫӑмартапа симӗс суханран, ҫӗрулми нимӗрӗнчен, тӑварланӑ купӑҫтаран тата ыттинчен хатӗреҫҫӗ. Тӗслӗхрен, тӑпӑрчпа симӗс суханран тунӑ чухне малтан тӑпӑрчне хатӗрлеҫҫӗ, кайран унта темиҫе чӗрӗ ҫӑмарта яраҫҫӗ, тӑвар хушаҫҫӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗтетсе туранӑ симӗҫ сухан тата услам ҫу ярса пӑтратаҫҫӗ[1].
Чуста хатӗрленсе ҫитсен ӑна пӗчӗк татӑксем ҫине касаҫҫӗ те йӗтӗрпе усӑ курса пӗчӗк ҫаврашкасем тӑваҫҫӗ. Вара вӗсен варрине хуран кукли ӑшне хураҫҫӗ те ӑна ҫыпӑҫтарса хуплаҫҫӗ[1].
Кайран вара ҫак кукӑльсене 5–6 минут тӑварлӑ шывра пӗҫереҫҫӗ[1].
Апатра усӑ курни
Хуран куклине хӑймапа е ирӗлтернӗ услам ҫупа ҫиеҫҫӗ.