Хӗрача ашшӗне шырать (мем)
«Хӗрача ашшӗне шырать»[1] — 1995 ҫулта йышӑннӑ чӑваш чӗлхин орфографи правилипе килӗшӳллӗн тӗрлӗрен ӑнланма май пур сӑмахҫаврӑнӑш тӗслӗхӗ. Ку тӗслӗхе ҫак парвилӑна тиркенӗ чухне час-часах усӑ кураҫҫӗ.
Историйӗ
1995 ҫулта йышӑннӑ чӑваш чӗлхин орфографи правилине кӗртнӗ тӗп улшӑну сӑмах майлашӑвӗсене (75§) уйӑрса ҫыртарасси пулса тӑнӑ.
Михаил Волков, педагогика ӑславӗсен кандидачӗ, аса илни[2]:
1955-мӗш ҫултах икӗ Йӑван, аспирантсем пек астӑватӑп вӗсене, ку тамашана пуҫларӗҫ. Анлӑ ларӑва пире те, студентсене, чӗннӗччӗ. Ҫаксем саттурлансах хӑйсен сӗнӗвне йышӑнтарттарма хӑтланчӗҫӗ. Вӑл ҫул шӑпах "Хӗрача ашшӗне шырать" ("Девочка ищет отца", авторне астумастӑп)кӗнеке тухнӑччӗ. Уйрӑм ХӖР АЧА ҫырсан еплерех ӑнланма пулать тесе сивӗтрӗм хӗрӳленсе кайнӑ сӗнӳҫӗсен пуҫӗсене. Аранах унчух вӗсем уйрӑм ҫырни стиль йывӑрлӑхӗсем кӑларса тӑратать, ирӗксӗрех классиксене те юсас ӗҫ хушӑнать тенисене шута илчӗҫ пулӗ-ши. 40 ҫула яхӑн ытлашши шавламарӗҫ. Вӗренекенӗсем вӑй илсен тин вӗсен аллипе вут туртрӗҫ.
Кунта «1955-мӗш ҫул» пирки асӑннӑ. Чӑннине асӑннӑ кӗнеке 1949-мӗш ҫултах тухнӑ. Эппин, кунта М. Волков ҫул тӗлӗшпе йӑнӑшма пултарать. Анчах та ҫав кӗнкех 1955-мӗш ҫулта тепӗр хут тухма пултаранӑ. Анчах ку тӗлӗшпе хыпарсем ҫук.
Тӗрлӗрен ӑнланни
«Хӗрача ашшӗне шырать» тесе ҫырнӑ чухне сӑмах хӗрача пирки пынине уҫӑмлӑ ӑнланма пулать, кунта нимӗнле тӗрлӗрен ӑнланасси те ҫук. «Хӗр ача ашшӗне шырать» тесе сӑмах майлашӑвне уйӑрса ҫырнӑ чухне икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать[3]:
- хӗр пӗр-пӗр ачан (калӑпӑр, хӑйӗн ачин) ашшӗне шырать;
- хӗрача хӑйӗн ашшӗне шырать.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Евгений Рыссӑн повеҫ ячӗ
- ^ Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки. (Комментарисене пӑхмалла)
- ^ Правилӑн 75§ асӑрхаттарнинче палӑртнӑ тӑрӑх, уҫӑмлӑ ӑнланмалли тӗслӗхсенче сӑмах майлашӑвӗсене пӗрле ҫырма юрать.