Хӗҫсене сухапуҫсем ҫине ҫапса тӳрлетӗпӗр (кӳлепе, 1960)
РФ культура министерстви

Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви
Хӗҫсене сухапуҫ ҫине шаккар — Евгений Викторович Вучетич скульпторӑн моделӗ тӑрӑх 1960 ҫулта шӑратса тунӑ кӳлепе. Объектӑн номенклатура ячӗ: Перекуем мечи на орала[1].
Кун-ҫулӗ
Кӳлепен пӗрремӗш модельне Вучетич 1957 ҫулта бронзӑран ӑсталанӑ. Ун ҫинче аялтан, сылтӑм енче, ҫапла ҫырнӑ: «Е. Вучетич 1957. Перекуем меч на орала». 2025 ҫул тӗлне А. С. Пушкин ячӗллӗ сӑнӳкерчӗк искусствисен патшалӑх музейӗнче упранать[2].
1958 ҫулта скульптор ӗҫӗн гипсран тунӑ версине ҫавӑн пек парне ҫырӑвӗпе хатӗрлет: «Талантлӑ Д. Налбандяна тусӗнчен, мӗн мӗн иккенне ӑнланаканскертен. Юратса. Е.Вучетич. 1958 ҫ.»[3].
1960 ҫулта модель хатӗрленӗ, ун тӑрӑх малалла тиражлама статуэткӑсем шӑратнӑ.
Сӑнласа пани
Кӳлепе вӑл — ҫап-ҫарамас, мышцӑллӑ арҫын кӗлетки. Вӑл тӳрӗ мар чул лаптӑк пек тунӑ, кӑшт ҫӗкленчӗк постамент ҫинче вырнаҫнӑ. Кӗлеткен сулахай алли ҫурма авнӑ хӗҫ ҫине таяннӑ, ҫӳлелле ҫӗкленӗ сылтӑм алли мӑлатук тытнӑ. Хӗҫпе юнашар икӗ шаккаса тунӑ сухапуҫ выртать. Статуя пози динамикӑллӑ: сылтӑм ури хӗсӗннӗ те авнӑ, сулахаййине каялла тӑратнӑ. Постаментӑн хыҫалти пайӗнче контррельефлӑ ҫыру пур: «Хамӑн / хаклӑ / самандаша / халаллатӑп / Е. Вучетич 1960».
Усӑ курнӑ материалсемпе техника
Кӳлепене металран шӑратса тунӑ. Ҫак техника япалан кашни пайне тӗплӗн кӑтартма тата ҫирӗплӗхне тивӗҫтерме май парать.
Экспозицисем
Списокра ҫак ӗҫе кӑтартакан музейсене, ҫавӑн пекех ӑна хӑш ҫулта шӑратнине кӑтартнӑ:
- А. С. Пушкин ячӗллӗ сӑнӳкерчӗк искусствисен патшалӑх музейӗ (1957, 1961)[2][4].
- «Манеж» тӗп курав залӗ (1958)[3]
- Сарӑтури облаҫри тӑван ен тӗпчев музейӗ (1960)[1].
- М. С. Спиридоновӑн мемориаллӑ музей-хваттерӗ (1965)[5].
- Ярцевӑри тӑван ен тӗпчев музейӗ (1975). / «Ярцево хулин музейне 359-мӗш СД ветеранӗсенчен 09.05.1975ҫ.»
- Кемер облаҫӗнчи тӑван ен тӗпчев музейӗ (1974)[6]. / «Е.Г.Сыромуковӑна // планетарийрен // 5.3.1974 ҫ.»
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Скульптура. Перекуем мечи на орала. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Перекуем мечи на орала! Скульптура. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Перекуем мечи на орала. Модель памятника. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Перекуем мечи на орала! Скульптура. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Перекуем мечи на орала. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
- ^ Скульптура настольная Перекуем мечи на орала. Госкаталог. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.