Царыцино

Шаблон:Архитектура палăкĕ/фед Цари́цыно — Мускавăн кăнтăр енчи кермен-парк ансамблĕ; Екатерина II арăм-императр хушнипе 1776 çулта никĕсленĕ. 1984 çулта йĕркеленĕ «Царицыно» музей-заповедник балансĕ çинче тытăнса тăрать.

Ку историллĕ пулса тăнă, Царицыно Хĕвелтухăç Бирюлёво, Кăнтăр Орехово-Борисово тата Çурçĕр Орехово-Борисово районсем хушшинче вырнаçнă «Царицыно» уйрăмах сыхлавлă çутçанталăк территорин (УСÇТ) чи паллă тата хăтлă та тирпейлĕ пайĕ.

Царицыно кермен-парк ансамблĕ вырнаçнă 100 гектар ытла лаптăк çĕр сăртлă-çырмаллă, малтан кунта Кантемир кнеçесен кил йăви пулнă, вăл унăн хăш-пĕр палли курăнать. Парк ансамблĕн территорине çурçĕр-хĕвелтухăçран тата кăнтăр енчен икĕ тарăн çырмапа, хĕвеланăç енчен — Царицыно пĕвисемпе, хĕвелтухăç енчен — оранжерейă комплексĕпе чаракланать.[1][2]

Царицыно «вырăс готики» (псевдоготика) ятлă архитектурăн палăкĕ шутланать; император резиденцине тăвас ĕç-пуçра 20 çул хушши çав вăхăтри икĕ чаплă архитектор — Василий Баженов тата Матвей Казаков вăй хунă.[3] Царицыно — XVIII ӗмӗрти Европăри чи пысăк псевдоготика çурт-йĕр тата çак стильпе ăсталанă пĕртен-пĕр кермен комплексĕ.[3] Кермен-парк ансамблĕн уйрăмлăхĕ вырăс çурт ăсталăхĕнче çĕнĕ тĕл пуçарать: малтанхи Раççей империн тĕрле çĕрĕсенче XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче тата XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Царицино илемĕн сĕмĕпе чылай кермен туса лартнă.[4]

Царицыно ансамбльне хайласа хăйне манса кайсах ĕçленĕ чаплă[5] тата урăх ăстасем пек мар[6] çурт ăстишĕн В. И. Баженовшăн çак ĕç-пуç пурнăçри йывăр инкек-хуйхи пулса тухать[7][8].

Кермен комплексĕпе пĕрлех никĕс янă пейзаж паркĕ Раççейри чи малтанхи петербург кермен-парк ансамблĕсен пуçне, пейзаж паркĕсенчен пĕри пулать.[9]

Царицыно ансамблĕн кун-çулĕ

Царицынăн малтанхи вырăнĕ

Царицыно ята куçнă вырăн малтан, XVI ӗмӗрĕн вĕçĕнче патша арăмĕ Иринăн, Борис Годунов йăмăкĕн тăван енĕ пулнă, кунта Богородское чиркӳллĕ ял ларнă пулнă. Ӗлĕкхи çурт-йĕр пирки пĕлтерекен документсем упранса юлман, çапах та 1982 çулта археологи ĕçĕсене ирттернĕ чухне Тури Царицыно пĕви патнелле пыракан пандус пусмин юлашкине тупнă, вара çак ĕлĕххи пусма Годуновсен кил йăви е сунар карти шутĕнче пулнă теме те юрать. Смутное время тапхăрта Ирина Годуновăн çурт-йĕрне пĕтернĕ, çак çĕр пушанса кайнă, анчах та Годуновсем хуçаланнă чухнехи пĕвесем кăна юлнă.[1]

1633 çулта Хура Пылчăк (Чёрная Грязь) пуш вырăна (Богородское çапла ята куçнă) Стрешнев боярсем, Романов ăрăвĕн пĕрремĕш патшин Михаил Фёдоровичăн арăмĕн тăванĕсем ярса илнĕ. 1684 çулта Иван Фёдорович Стрешнев пуяр Хура Пылчăк яла хăйĕн мăнукне, Алексей Васильевич Голицына (Василий Голицын кнеçĕн ывăлне, патша хĕрĕн Софьйăн фаворитне) парнеленĕ.[2]

Царицыно Аслă Екатерина тапхăрĕнче

1775 çулхи çуркунне Екатерина II арăм император, Коломенскирен уçăлса çӳренĕ май Хура Пылчăк (Чёрная Грязь) çĕрĕпе ярăнса пынă чухне çак вырăнти илемлĕхе питĕ килĕштернĕ те пĕр тăхтамасăрах çак çĕре Сергей Дмитриевич Кантемиртан сутăн туяннă. Сутă хутне 1775 ҫулхи çу уйӑхӗн 18 (29)-мӗшӗ ал пусса çирĕплетнĕ; арăм императр кил йăвишĕн 25 000 тенкĕ тӳленĕ — кнеç 20 000 çырлахма пултарнă, имĕш.[1]

Баженовăн малтанхи проекчĕ

Баженов проектне пурнăçа кĕртес кун-çулĕ

Казаковăн Пысăк керменĕ

Екатерина хыççăн император резиденцийĕ

undefined

Царицыно-дачное

undefined

Царицыно Совет влаçĕн çулĕсенче

XX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи — XXI ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи реставраци

Архитектура ансамблĕ

Çырма урлă пысăк кĕпер

...

Фигурăллă кĕпер

......

Кавалери корпусĕсем

....

Çăкăр çурчĕ (Апат-çимĕç корпусĕ)

....

Пысăк кермен

....

Арка-галерея

...

Кĕçĕн (Çурмациркульлĕ) кермен тата сăртлă пирамида

....

Вăтам кермен (Опера çурчĕ)

...

Фигурăллă (Иçĕм çырли) хапха

...

Оранжерейă кĕперĕ тата Оранжерейăсем

....

Баженовăн пурнăçа кĕртмен тата çухатнă çурт-йĕрĕ

...

Царицыно пейзаж паркĕ

undefined
undefined


....

Царицыно литературăпа ӳнерте

  • Тулăх пурнăçлă мускавсем Царицыно паркĕнче уçалса çӳренине XIX ӗмӗрĕн варринче И. С. Тургенев «Накануне» романĕнче (1859) çырса кăтартать. Пĕр пайĕнчи ĕç-пуçĕ Царицынăра пулса иртет; автор кун чухне парк пейзажĕсене питĕ тĕплĕн ӳкерсе парать. Автор паркри икĕ илемлĕ вырăна — хӳхĕм акустикăллă сăрт айăккине («Нерастанкино» павильонпа капăрлатнăскерне) тата «Миловида» павильона хирĕçле кӳлмеке — палăртать .[10]
  • Царицынăна ӳнерлени Григорий Данилевскин «Княжна Тараканова» (1883) романĕнче те пур.[11]
  • Леонид Андреев, XIX—XX ӗмӗрсен чиккинче çу вăхăтĕнче царицына дачисенче канма кăмăлланăскер, кунта темиçе калав хайланă. Иккĕшĕ вара Царицынăпа питĕ тачă çыхăнуллă — «Петька на даче» (1899)[12] тата «Жизнь Василия Фивейского» (1903)[13].
  • Иван Бунин,
  • Константин Юон пурнăçĕн юлашки çулĕсенче çу илемлĕхне Царицынăра курма юратнă; кунта сăрăç темиçе пейзаж тата жанр ӳкерчĕкне çырнă.[2]
  • 1939 çулта Царицынăра «Музыкальная история» фильмăн темиçе пайне ӳнерленĕ. Сергей Лемешевăн фильмĕнче Зоя Фёдорова сăнарĕ акустика енчен çав тери пахаллă сăрт айăккинче юрă шăрантарать. Фильмра Язвенка пĕвин кĕперĕнчен Эраст Гарин шыва ӳкет.[2]
  • 2008 çулта Пысăк Царицыно керменĕн залĕсенче «Адмиралъ» фильмăн сценисене ӳнерленĕ.[14]

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Минеева К. И. . — М.: Искусство.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Сергеев И. Н. . — М.: Мир книги. — ISBN 5-7043-0489-3.
  3. ^ 1, 2 Егорычев Виктор. . — М.: Трэвел-Дизайн/ГМЗ «Царицыно». — ISBN 5-903829-04-0.
  4. ^ Толстова Анна. Мы создали ещё один курьёз. Интервью с Д. Швидковским, ректором МАрхИ // Коммерсантъ-Власть. — 2007. — № 36.
  5. ^ . — М.: Энциклопедия, Инфра-М. — Т. 2. — ISBN 5-94802-009-6.
  6. ^ . — М.: Советская энциклопедия. — Т. 2.
  7. ^ Пигалев В. А. . — М.: Молодая гвардия.
  8. ^ Разгонов С. Н. . — М.: Искусство.
  9. ^ Курбатов В. Я. . — М.: Эксмо. — ISBN 5-669-19502-2.
  10. ^ Тургенев И. С. Накануне (глава XV)
  11. ^ Данилевский Г. П. Княжна Тараканова. «Собрание классики» Библиотеки Мошкова. Пӑхнӑ кун: 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ.
  12. ^ Андреев, Л. Н. Петька на даче. «Собрание классики» Библиотеки Мошкова. Пӑхнӑ кун: 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ.
  13. ^ Андреев, Л. Н. Жизнь Василия Фивейского. «Собрание классики» Библиотеки Мошкова. Пӑхнӑ кун: 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ.
  14. ^ История любви на паркетах Царицынского дворца. Ковчег-Паркет (2008 çулхи юпан 21-мĕшĕ). Пӑхнӑ кун: 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ.

Вуламалли

Кĕнекесем
  • Згура В. . — М.
  • Снегирёв В. Л. . — М., 1950.
  • Михайлов А. И. . — М.
  • Виноградов Н. Д., Земсков Б. С. . — М.
  • Власюк А., Каплун А., Кипарисова А. М. Казаков. — М.
  • Сергеев И. Н. . — М.: Голос. — ISBN 5-7117-0304-8.
  • . — М.: Искусство. — ISBN 5-85200-325-5.
  • Наумкин Г. И. . — М.: Компания Спутник+. — ISBN 5-93406-703-6.
  • Андреева Л. В. . — М.: Государственный музей-заповедник «Царицыно». — ISBN 5-88149-209-9.
  • Греч А. Н. . — М.: АСТ-Пресс. — ISBN 5-462-00549-0.
Статьясем

Шаблон:Мускаври паллă вырăнсем Шаблон:Мускав кил йăвисем Шаблон:Мускав сачĕсемпе паркĕсем