Цветков Сергей Евгеньевич

Цветков Сергей Евгеньевич — (1974 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ, Кемӗр2009 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ, Кака-Шура[d], Дагестанăн Карабудахкент районĕ) — Раҫҫей Федерацин шалти ӗҫсен министерствин Шалти ҫарсен Ҫӗпӗр регион командованийӗн ятарлӑ тӗллевлӗ «Кузбасс» 27-мӗш отрячӗн разведка взвочӗн командирӗ, аслӑ лейтенант. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (2009).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1974 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Кемӗр хулинче ҫуралнӑ. Вырӑс. Новокузнецк(выр.)чăв. хулинче пурӑннӑ. 1981 ҫулта 100-мӗш шкулӑн пӗрремӗш класне кайнӑ. Сакӑр класс пӗтернӗ, ун хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗпе Кемӗре таврӑннӑ.

2000 ҫултанпа Цветков Чечен Республикинче контракт мелӗпе хӗсметре тӑнӑ. 2002 ҫулта «Кузбасс» ятарлӑ ҫар отрядне хӗсмете куҫать, унта Чечняра ятарлӑ операцисем ирттерме хатӗрлекен тата ирттерекен инструктор пулса тӑрать, ӑна взвод командирӗ туса хураҫҫӗ.

2009 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗнче Цветков хӗсметре тӑнӑ отряд Ҫурҫӗр Кавказа терроризмпа кӗрешес енӗпе ҫар задачисене пурнӑҫлама ҫитнӗ. Пушӑн 17-мӗшӗнче Карабудахкент районӗнчи Кака-Шура ялӗнче пурӑнакансем Дагестанри шалти ӗҫсен министрӗнчен Адильгерей Магомедтагировран хӑй ҫинчен пӗрмаях пӗлтерекен бандитсен ушкӑнне пӗтерме ыйтнӑ. Дагестанӑн шалти ӗҫсен министрӗ районта контртеррористла операци режимне(выр.)чăв. кӗртнӗ. Операци ирттерессипе ҫыхӑннӑ задачӑсене Раҫҫей Федерацин шалти ӗҫсен министерствин Шалти ҫарсен Ҫӗпӗр регион командованийӗн ятарлӑ тӗллевлӗ «Кузбасс» отрячӗн подразделенийӗсене лартнӑ[1].

Пушӑн 19-мӗшӗнче 14.30 сехет тӗлнелле Цветков аслӑ лейтенантӑн ушкӑнӗ бандитсен базин хурал ушкӑнӗпе тӗл пулнӑ. Ҫапӑҫу икӗ талӑк ытла тӑсӑлнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ тата вӗреннӗ тӑшман хирӗҫ тӑнӑ. Боевиксем разведка группин боецӗсем патне ҫывхарма тӑрӑшнӑ, ҫапла майпа артиллерипе авиаци ҫапассинчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ. Разведчиксем ҫак шухӑша ӑнланнӑ, вут-ҫулӑм вӑхӑтӗнче хурал ушкӑнӗ патне боевиксен бандин тӗп пайӗ килсе ситнӗ. Сергей Цветков хӑйне пӑхӑнса тӑракансене аманнӑ салтака илсе чакма хушнӑ, хӑй вара вӗсене хӳтӗлесе тан мар ҫапӑҫура пуҫ хунӑ. Цветков ушкӑнӗн разведка ӗҫӗсем боевиксен планӗсене татнӑ, ҫӗнӗ вырӑна куҫма май паман. Пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 12 боевик шутӗнчи бандушкӑна тӗп тунӑ[2] .

Сергей Цветкова Кемӗр облаҫӗнче пытарнӑ. Унӑн ывӑлӗ Глеб тата вӑл вилнӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ хӗрӗ Кристина юлнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2009 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнчи 741 № хушӑвӗпе ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне кӑтартнӑ хӑюлӑхпа паттӑрлӑхшӑн Цветков Сергей Евгеньевич аслӑ лейтенанта Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ ятне (вилнӗ хыҫҫӑн) панӑ.

Хисепӗсем

Астӑвӑм

  • 2009 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Паттӑр ятне Новокузнецк хулинчи вӑл вӗреннӗ100-мӗш шкула панӑ;
  • Шкул ҫурчӗ ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ;
  • Сергей Цветкова асӑнса Кемӗр хулинче ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ҫулсерен турнир ирттереҫҫӗ[3].

Вуламалли

  • Ильясов З. Энциклопедия дагестанской жизни: Дагестан: цифры и факты. – Изд. 3-е, доп. – Махачкала, 2010 – С. 412.

Темӑпа ҫыхӑннисем