Циркон (ракета)
Циркон (3M22) — УАП «ВПК „НПО машиностроения“» тăвакан, 3K22 «Циркон» комплексĕ шутне кĕрекен[1] перспективăри раççей гипер сасăллă карапа хирĕçле çунатлă ракета[2][3][4]. Вĕçеври хăвăртлăхĕ, Раççейĕн карапа хирĕçле ытти ракетисемпе, çаплах урăх çĕршывсен хĕçпăшалĕпе танлаштарсан çак ракетăн питĕ пысăк (8 Мах[5]. 2017 çулăн пуçламăшĕ тĕлне тĕнчере тӳпери гиперсасăллă тĕлсене персе антаракан хĕçпăшал çук[6]. Çак ракетăна П-700 «Гранит» карапа хирĕçле йывăр ракетăна улăштарма тăваççĕ. Циркон çаплах Раççейĕн çĕнĕрен тунă П-800 «Оникс», Калибр (3М54), Х-35 «Уран» КХР йышне кĕрет.
Характеристикăсем
Хĕçпăшалантармалли карапсем
- ТАРКР «Адмирал Нахимов»
- ЙАРКР «Петр Великий» (модернизациленĕ чухне[7] 2019—2022 çулсем)
- 23560 проекчĕн «Лидер» атомлă миносецĕсем[8]
- 885М проекчĕн АШК «Ясень-М»
- пиллĕкĕмĕш утăмри АШК «Хаски» (авиациллĕ тапăну групписене пĕтерекен модификацийĕ)
Хăтланусем
Ракетăна тĕрĕсленĕ пирки пĕрремĕш хут 2016 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче пĕлтернĕ[9]. Ун чухне ракетăна çĕр çинчи старт комплексĕ хăпартса янă пулнă — тинĕсрен хăпартса ямаллисем хатĕр пулман, пулас. 2017 çулхи нарăс уйăхĕнче тинĕс платформинчен тӳпене хăпартассине пĕлтернĕччĕ.[10] Çар чаçĕсем хĕçпăшала 2018 çулта кĕтеççĕ.
Инди валли тăвакан пĕрлехи раççей-инди «Brahmos» çунатлă ракетăсен çемьине аса илсе, Циркон, 2013 çулта иртнĕ AERO India куравра макетне пĕрремĕш ăстрăм кăтартнă BrahMos-II евĕр пулмалла.
Асăрхавсем
- ^ Российские «Цирконы» легко преодолеют американскую ПРО // НГ, апр 2016
- ^ Çăлкуç: крейсер «Петр Великий» в ходе модернизации получит гиперзвуковые ракеты (выр.). Армия и ОПК. ИТАР-ТАСС (19 нарӑсӑн 2016). — «… крейсер оснастят десятью пусковыми установками 3С-14, которые смогут принимать ракеты «Оникс», «Калибр» и «Циркон»». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
- ^ Российские ракеты «Циркон» делают американский «Джеральд Форд» «авианедоносцем»
- ^ В США заметили испытания российского гиперзвукового оружия, 18.03.2016 г., ИА «EADaily»
- ^ СМИ сообщили подробности испытаний гиперзвуковой ракеты «Циркон»
- ^ В Британии испуганы возможностями российской ракеты «Циркон». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Çăлкуç: крейсер «Петр Великий» в ходе модернизации получит гиперзвуковые ракеты (выр.), ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Эскадренные миноносцы проекта 23560 — Википедия. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ В России начались испытания гиперзвуковых крылатых ракет «Циркон» (выр.), РИА Новости. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Россия впервые испытает гиперзвуковую ракету "Циркон" с морского носителя, Defence.ru. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.