Чăваш Республикин ялавĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Чăваш Республикин ялавĕ
Раççей Федерацийĕ
Flag of Chuvashia.svg
Йĕркеленĕ 1992, ака, 29
Пропорци 5:8
Ялав авторĕ Э. М. Юрьев

Чăваш Республикин ялавĕ — чăваш патшалăхĕн ялавĕ, тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаççĕ. Ялавăн тĕп палли — «Пурнăç йывăççи» — чăваш халăхĕн вăрăм кун-çӳлĕн палли. Тĕксĕм-хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, çакă ĕнтĕ халахăн авалхи йăла-йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш-сарă тĕс — пĕтĕм тĕнчене пурнăç хаваллакан Хӗвел тĕсĕ. Сакăркĕтеслĕ çăлтăр — чăваш орнаментĕнче питĕ анлă саралнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕçе пĕлтерет.

Ялавĕн авторĕ — Чăваш Енĕн халăх ӳнерçи Элли Михайлович Юрьев.

Сăрланă тĕсĕсем - тĕттĕм хĕрлĕ тата ылтăн сарă.

Шаблон:Проверить факты

Тĕттĕм хĕрлĕ

(Улачă кĕпе)

Сарă

(Ылтăн)

CMYK 8, 92, 100, 33 0, 9, 100, 0
Pantone 484 CP 109 CP
RGB 162, 38, 11 255, 223, 0
HEX #A2260B #FFDE00


Истори

Чăваш Республикин 1918 мĕш çул ялавĕ.

Чĕмпĕр кĕпернипе Хусан кĕпернин темиçе уесĕсене пĕрлештерсе Чăваш автономлă облаçне йĕркеленĕ, тĕп хули ятне Шупашкара панă. 1925 çулхи ака, 21 облаç статусĕнчен Чăваш АССРне хăпартнă. 1927 çулхи пуш, 31 II Пĕтĕмчăваш Совечĕсен съезчĕ республика гербне йышăннă, çавăн пекех ялава та йышăннă.

Чăваш патшалăх ялавĕ. 1978 çул.

Хальхи вариант

1990 çулхи юпа, 19 республика ятĕнчен «автономлă» сăмаха пăрахăçланă, юпа, 24 çĕнĕ ята (статуса) палăртнă — Чăваш Республики. Чăваш Енĕн Аслă Канашĕ республика суверенитечĕ пирки пĕлтернĕ. Çакăн хыççăнах нацин çĕнĕ символĕсене хатĕрлес шутпа ăмăрту (конкурс) пуçарнă, анчах та унченех комиссине 100 ытла проектсем ярса панă пулнă. 1992 çулхи ака, 29 Аслă Канаш Йышăнăвĕпе Чăваш республикин ялавĕн Йĕркине çирĕплетнĕ. Çĕнĕ ялав çинчен тĕплĕнех Йĕркен 2-мĕш статьинче вулвмв пулать. Çавăн чухнех Конституцин статьисене те улшăнусем кĕртнĕ.

Герб тата ялав Чăваш Республикин 1997 çулхи утӑ, 1 «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» саккунĕнче çирĕплетсе палăртнă.

Çав. пекех


Конкурса - 1990 çулта ярса панă ялавĕсем

Литература

  • А. П. Павлов, Э. М. Юрьев. . — Шупашкар: Чувашское книжное издательство. — 29 с.

Каçăсем

Шаблон:Раççей Федераци субъекчĕсен ялавĕсем