Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ
Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ | ||
Патшалăх | СССР, Раççей | |
---|---|---|
Никĕсленĕ | СССР Патшаиздаткомĕн кочĕ | 136 |
Веб-сайт: http://www.chuvbook.ru/ |
Чăваш кĕнеке кăларавăшĕ - вĕренӳ-педагогика, ача-пăча, илемлĕ-пултаруллă, ăслăх-популярлă литература тата сăнарлă продукцие кăларакан республикăн патшалăх унитари предприятийĕ. Раççейри кĕнеке кăларакансен ассоциацин (РККА) пайташĕ шутланать. Пичетленĕ продукцие Чăваш Енре, Раççей регионĕсенчи чăвашсем пурăнакан вырăнсенче сутать.
Директор — С.А. Каликова (2019-па).
Кун-çулĕ
Культура министерствин РПУП «Чăваш кĕнеке кăларавăшне» 1920 çулхи чӳкĕн 12-мешĕнче никĕсленĕ. Малтанхи ячĕ — Патшалăх издательствин Чăваш уйрăмĕ.
88 çул хушшинче редакци 16 пинрен ытла вĕренӳ-педагогика, илемлĕ-пултаруллă, ăслăлăх-популярлă тата ача-пăча кĕнекине хатĕрлесе пичетленĕ. Чăваш халăхĕн кун-çулне тĕпченĕ ĕçсене, чăваш чĕлхипе литературин кĕнекисем Чăваш кĕнеке кăларавăшĕнче çут тĕнчене кăларнă. Кăларăмсен шутĕнче чăваш литературин ылтăн кăшăлне кĕнĕ паллă ĕçĕсем.
Кăларавăш директорĕсем
Чăваш кĕнеке кăларавăшне ертсе нынăскерсем: П. З. Львов, Г. А. Молостовкин, А. П. Сарри, И. Д. Кузнецов, П. Т. Золотов, И. Н. Никифоров, И. И. Иванов (Шордан), Д. В. Гордеев, Р. Т. Тарасова, Г. А. Краснов, И. Д. Вутлан (Тимофеев), В. П. Комиссаров, С.А. Каликова (2019-па).
Парнесем
Тĕнчери тата пĕтĕм раççейри «Кĕнеке ӳнерĕ» конкурсĕнче питĕ хитре капăрлатнăшăн дипломами отмечены: А. Трофимовăн «Чувашская культовая скульптура» кĕнекине, Ю. Сементерĕн «Почему поет петух?» сăвăсен пухăмне, 4 класс валли Н. Черновăпа В. Игнатьевăн «Чувашское слово» вĕренӳ кĕнекине, «Чувашия», «С верой в Россию, с любовью к Чувашии», «Краткая чувашская энциклопедия» фотоальбомсене тата ыттисене дипломсемпе чысланă.