Чернов Георгий Николаевич

Чернов Георгий Николаевич – 2-мĕш Украина фрончĕн 202 -мĕш стрелок полкĕн 645-мĕш полкĕн рота командирĕ, лейтенант. Совет Союзӗн Паттӑрӗ.

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Хальхи Комсомольски районĕн Нĕркеç ялĕнче 1916-мĕш çулта çуралнă.

1922-мĕш çулта кил-йышĕпе пĕрле Алтай Енне куçса каяççĕ. Хальхи Первомайски районĕнчи Волга паççулкинче пурăнаççĕ. Кунта "Канаш" колхоз йĕркелеççĕ.

Голышево салинче 7-класслă шкул пĕтернĕ хыççăн колхозра бригадир пулса ĕçленĕ.

1938-1940-мĕш çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. Кайран Барнаула таврăннă, типографинче наборщик, çул мастĕрĕ пулса ĕçленĕ.

1942-мĕш çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ. Çар пехота училищин хăвăртлатнă курсне пĕтерсен Сталинград патĕнчи çапусене хутшăнать. Каярах 202-мĕш полкпа пĕрле Украинăна фашистсенчен ирĕке кăларать. 1944–мĕш çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Румынири Берлешти ялĕ патĕнчи çапăçура 202-мĕш стрелоксен дивизин 645—мĕш стрелоксен полкĕн Чернов ертсе пыракан рота 130 румын пехотинецне плена илет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов лейтенант 10 ытла салтакпа пулемет расчетне хăйех пĕтерет. Çурлан 21-мĕшĕнче рота 192.0 сăрта штурмласа илет, тăшманăн 5 контратакине сирет. Çапăçу вăхăтĕнче Чернов аманать. Ăна плена илеççĕ, чĕрĕлле çунтарса яраççĕ.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Чернов Георгий Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.