Чигаева Светлана Ивановна
Светлана Ивановна Чигаева — философ-тĕпчевçĕ.
Кун-çулĕ
1977 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕри Элӗк районӗн тĕп ялĕнче çуралнă. 1994 çулта И. Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухать. ЧГПУ-н 3-мĕш курсĕ хыççăн Truman (АПШ) Миссури патшалăх университетĕнче вĕренет, акăлчан чĕлхи уйрăмĕнче гуманитари ăслăхĕсен бакалаврĕ (1999), Айова штачĕн патшалăх университетĕнче — акалчан чĕлхин магистрĕ пулса тăрать.
2005 çулта Гонгонг политехника университетĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет. Унтах тăрăшаса вăй хурать.
Чăвашла, акăлчанла, вырăсла калаçать, китай чĕлхин кантон диалектне, франци чĕлхине пĕлет.
Ӗçĕсем
40 ытла ăслăх ĕçĕ çырса кăларнă.
Парнисем
Чăваш Республики тата Раççей Федераци президенчĕсен стипендиийĕсен лауреачĕ (1995-97), Aubrey Galyon парне лауреачĕ (2001)
Вуламалли
- "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Чебоксары, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Каçăсем
| Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |