Чие Ĕшни

Чие Ĕшни, выр. Вишневая Поляна - Тутарстанăн Нурлат районĕнче вырнаçнă ял.

Тавралăхĕ

Нурлатран 17 çх, Çарăмсан хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

Халăх йышĕ 1710 – 209 çын; 1764 – 525; 1781– 247; 1830 – 407; 1857 – 1258; 1989 – 304; 2000 – 373 çын. (чăвашсем, вырăссем).

Ялта вăтам шкул, вулавăш тата клуб пур.

Кун-çулĕ

Яла чăвашсем 1710-мĕш çулта никĕсленĕ[1]. 18 ĕмĕрте Ставрăпăль уесне, 19-мĕш ĕмĕрте Чистай уесне кĕнĕ. Чиркӳ 1823-мĕш çулта никĕсленĕ. 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта земство шкулĕ, шыварманĕ, тимĕрç лаççи, кĕрпе арманĕсем, лавкасем, пасар пулнă.

Паллă çынсем

Вуламалли

Каçăсем

Темӑпа ҫыхӑннисем