Чистай кантонĕ

Чистай кантонĕ (тут. Чистай кантоны) — Тутар АССР йышне 1920—1930 çç. кĕнĕ администрациллĕ-территориллĕ виçи. Кантон центрĕ — Пăва хула. Лаптăк — 9,8 пин км². 324,6 пин çын пурăнать (1926).[1], вĕсенчен 150 пине яхăн — чăвашсем[2].

1926 çул тĕлне кантона 17 вулăс кĕнĕ

  • Аксу
  • Алексеевская
  • Пӳлер
  • Галактионовская (центр — Чистай)
  • Якурккел
  • Ерыклинская
  • Каргалинская
  • Криво-Озерская
  • Кутеминская (центр — с. Нижняя Каменка)
  • Кутушская
  • Мĕслим
  • Çĕнĕ Этемшӳ (центр — с. Саврăш)
  • Ново-Шешминская
  • Кивĕ Элмет
  • Старо-Челнинская
  • Старо-Шешминская
  • Чулпан

Вулăссене 285 ял канашĕ кĕнĕ.

1928 çулта Чистай кантонĕ çумне Самар кĕпернине кĕнĕ Мелекес уесĕн пайне хушнă. 1930 çулта Чистай кантонне салатнă, унăн территорине районсене валеçсе панă.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Демоскоп
  2. ^ «Новая деревня». Орган Чувашской Секции Обкома РКП Татарской Республики. 1925, нарăс, 20.

Темӑпа ҫыхӑннисем