Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗЧӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче саккун тӑвакан влаҫа пурнӑҫлама пултаракан ҫын, ку тивӗҫе халӑх суйланӑ хыҫҫӑн тӑвать.

Депутата суйласси

Чӑваш Республикин Конституцийӗпе, «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ пилӗк ҫуллӑха суйланать, вӑл 44 депутатран тӑрать. Вӗсенчен ҫурри — 22 депутат — пӗр мандатлӑ округран суйланать.

Депутата 21 ҫул тултарнӑ ҫын суйланма пултарать. Суйланма тӑратнӑ ҫыннӑн Чӑваш Республикинче пурӑнмалла. Пӗр мандатлӑ округран суйланма тӑракан ҫыннӑн ҫав округра пурӑнмалла (пурӑнакан вырӑнта суйлавччен виҫе уйӑх маларах регистрациленмелле).

Депутатсене суйласси вӑрттӑн сасӑлавра иртет. Сасӑлав ирттерессине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ палӑртать. «Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне суйласси ҫинчен» саккунӑн 11-мӗш статйипе килӗшӳллӗн суйлав малтанхи депутатсен полномочи вӑхӑчӗ тухнӑ ҫулхине иккӗмӗш вырсарникун иртмелле. Ҫав вӑхӑтрах суйлав ирттермелли вырсарникун уява пула кану кунӗ пек палӑртнӑ кун ҫине, йӗркепе килӗшӳллӗн ӗҫлемелли кун пек палӑртнӑ кун лекме пултараймасть. Унашкал лару-тӑру сиксе тухсан суйлава виҫҫӗмӗш вырсарникунта палӑртаҫҫӗ. Енчен те депутатсен полномочийӗсене вӑхӑчӗ тухмасӑр пӑрахӑҫланӑ пулсан депутатсен ҫӗнӗ суйлавне Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ палӑртать[1].

Депутат тивӗҫӗсем

Депутата суйланнӑ хыҫҫӑн унӑн федераллӑ саккун чарнӑ тӑрӑх хӑш-пӗр ӗҫсемпе тете должноҫсене йышӑнма юрамасть.

Ӑнлантарусем

Вуламалли

Каҫӑсем