Чӑваш керем
Чӑваш керем (выр. Чуваш керем) — Шупашкар муниципаллӑ округӗнче вырнаҫнӑ этнографи комплексӗ.
Этнографи комплексӗ ҫинчен
Этнографи комплексӗ Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Станьял ялӗпе юнашар, М7 автоҫул ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Тытӑмӗ
«Чӑваш керем» этнографи комплексӗ шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ[1]:
- «Чемен карти» хулаш;
- Сӑвар-пӑлхар-чӑвашсен культурин этнографи музейӗ;
- Ҫӗпӗр ҫулӗпе Станьял почта станцийӗн музейӗ;
- «Колесо» чӑваш наци йӑлисен кафе;
- «Хӗвел ачи» ача-пӑча хули;
- Кӗрешӳ, кире пуканӗ йӑтмалли спорт лапамӗсем;
- футбол тата волейбол вылямалли уйсем;
- Хӑнасен транспортне тӑратмалли вырӑн;
- Халӑх ал ӑсталӑхӗн тата ял хуҫалӑхӗн продукцийӗпе суту-илӳ тумалли ретсем;
- Хӑна ҫурчӗсем тата канмалли беседкӑсем.
Чӑваш керемре тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: Хравути пуххи, Ҫӗнӗ ҫул, Акатуй тата ыттисем те.
Этнографи комплексӗ ҫумӗнче Таврапӗлӳ шкулӗ ӗҫлет, унӑн ӗҫне Чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗ йӗркелет[2].
Чемен карти
Чемен карти — этнографи комплексӗнчи чи калӑпӑшлӑ та курӑмлӑ элемент. Ӑна уҫӑ тӳпе айӗнчи архитектура музейӗ евӗр ӑсталанӑ. Чемен карти тӑваткӗтеслӗ, кашни кӗтесре башня вырнаҫтарнӑ. Вӗсен кашнин хӑйсен ячӗ пур: Атӑл Паттӑр (ҫурҫӗр-тухӑҫ), Чура паттӑр (кӑнтӑр-тухӑҫ), Купрат паттӑр (кӑнтӑр-анӑҫ), Алмуш паттӑр (ҫурҫӗр-анӑҫ).
Чемен картинче лупас евӗр хуралтӑсем вырнаҫнӑ, вӗсем пурӗ 16 — Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен ял шучӗпе. Чемен картин кашни енӗнче ҫавнашкал тӑватӑ хуралтӑ вырнаҫнӑ. Акатуй, Хравути пуххи уявӗсем вӑхӑтӗнче кашни ял ҫыннисем хӑйсен хуралтине хӑйсем пӗлнӗ пек капӑрлатаҫҫӗ. Ытларах чухне — апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ, авалхи япаласем вырнаҫтараҫҫӗ[3].
Чемен картинче йывӑҫран касса кӑларнӑ кӳлепесем нумай.
Ҫӗпӗр ҫулӗпе Станьял почта станцийӗн музейӗ
Ку музей уйрӑм ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Станьял ҫывӑхӗнче почта станне йӗркеленин историйӗпе паллаштарать. Ҫавӑн пекех кунта ӗлӗкхи почта ӗҫӗпе паллашма пулать[4].
Станьял ялӗнче почта станцийӗ вырнаҫнӑран ылмаштармалли лашасем кӳмесем тытнӑ. Кунта станци пӑхаканӗ пурӑннӑ. Вӑл спанцири йӗркелӗхшӗн яваплӑ пулнӑ, килен-каякансене кӗтсе илнӗ, инҫе ҫула ӑсатнӑ[4].
Музейра хӑнасене ҫакӑн пирки питӗ тӗплӗ каласа параҫҫӗ[4].
Сӑвар-пӑлхар-чӑвашсен культурин этнографи музейӗ
«Чӑваш керем» этнографи комплексӗ йышне чӑвашсен культури пирки каласа паракан музей та кӗрет. Вӑл Ҫӗпӗр ҫулӗпе Станьял почта станцийӗн музейӗпе пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ[5].
Музейра авалхи вӑхӑтран пухнӑ япаласемпе паллашма пулать, вӗсене нумай ҫул хушши чӑваш ялӗсенче пуҫтарнӑ. Тӗслӗхрен савасем, йывӑҫпа ӗҫлемелли тӗрлӗ хатӗрсем, хӑма касмалли пӑчкӑсем пур. Ҫав шутра — хӑма ҫурмалли те. Тепӗр кӗтес тимӗрҫӗ ӗҫӗпе паллаштарать[5].
Ӑнлантарусем
- ^ Этнопарк - Этнографический комплекс "Чуваш Керем" (выр.). Союз чувашских краеведов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ События в этнопарке (выр.). Союз чувашских краеведов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ Городище "Чемень Карди" (выр.). Союз чувашских краеведов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Музей Почты (выр.). Союз чувашских краеведов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Музей Суваро-Булгар (выр.). Союз чувашских краеведов. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Этнографи комплексӗн официаллӑ сайчӗ (выр.). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.