Эльмурзаев Юсуп Мутушевич

Эльмурза́ев Юсу́п Муту́шевич (1956 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ, Аягуз[d], Хĕвелтухăç-Казахстан облаçĕ1996 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗ, Урус-Мартановский район[d], Чечен Республики) — историк, вӑтӑр ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ тата икӗ кӗнеке («Исмайли Дуда» тата «Чечен халӑхӗн истори страницисем») авторӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗ (вилнӗ хыҫҫӑн).

Пурнӑҫӗ

Чечен Республикинчи Урус-Мартанра ҫуралнӑ. 1974 ҫулта Урус-Мартанри 2-мӗш вӑтӑм шкултан вӗренсе тухнӑ. 1974—1976 ҫулсенче Венгрире совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ. 1977 ҫулта Чечен-Ингуш патшалӑх университечӗн истори факультетне вӗренме кӗнӗ.

Карьери

Ӗҫлеме 1977 ҫулта Урус-Мартан хулинчи 4-мӗш вӑтӑм шкулта истори вӗрентекенӗ пулса пуҫланӑ. 1983 ҫулта Урус-Мартан районӑн халӑх вӗрентӗвӗн район пайне инспектор должноҫӗнче ӗҫлеме куҫнӑ.

Ӑслӑлӑх ӗҫӗсем пур, чечен халӑхӗн тата культурин аталану историйӗпе ҫыхӑннӑ темиҫе ӗҫ авторӗ.

1990 ҫулта Чечен-Ингушетин Аслӑ Канашӗн 9-мӗш пухӑвӗн депутатне суйланӑ[1].

Урус-Мартан районӗн пуҫлӑхӗ

1994 ҫулта Чечен Республикин Урус-Мартан районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма шанса панӑ. Пӗрремӗш чечен вӑрҫи пуҫланнӑ хыҫҫӑн вӑрҫакан енсене мирлештерес тӗлӗшпе тӑрӑшнӑ, района тустарассинчен сыхланӑ. Формаллӑ Мускав енчи влаҫ ҫынни пулсан та, вӑл ЧРИ майлисемпе хутшӑнӑва упраса хӑварса района чӑнах мирлӗ вырӑн пек йӗркеленӗ, ҫакӑншӑн Чечен халӑхӗ умӗнче вӑл самай хисепре тӑнӑ[2]. Урус-Мартанра пин-пин беженец хӳтлӗх тупӑнӑ, вӑрҫӑран тарса вӗсем Грознойран, ытти районсемпе республикӑн ялӗсенчен кунта куҫса килнӗ[3].

Вилни

1996 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшӗнче хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра ӑна унӑн ҫыннисемпе — Эльмурзаев Нажмудин Шамсудиновичпа, Асхабов Саид-Эмин Магомедовичпа тата Эльдерханов Абубакар Умаровичпа — пӗрле вӗлернӗ.

Чечен Республикинче конституцилле йӗркене хӳтӗлеме тата право йӗркине ҫирӗплетме хӑйӗн ӗҫӗнче хастарлӑхпа чун-чӗререн тӑрӑшнӑшӑн 1996 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчи № 856 Хушупа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ Эльмурзаев Юсуп Мутушевич Урус-Мартан район администрацийӗн пуҫлӑхне Раҫҫей Паттӑрӗн ячӗпе чысланӑ (вилнӗ хыҫҫӑн). Унпа пӗрле пуҫ хунӑ ҫынсене Хӑюлӑх орденӗпе наградӑланӑ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

1979 ҫулта Алхан-Юрт ялӗнчен ҫуралнӑ Байбатырова Айсет Шитаевнӑна (1957 ҫ.ҫ.) качча илнӗ. Вӗсен виҫӗ ывӑл (1980, 1983, 1985 ҫулсенче) тата хӗр (1990 ҫулта) ҫуралнӑ.

Асра тытни

Урус-Мартанра Эльмурзаевӑн бюстӗ лартнӑ[4].

Урус-Мартанра Эльмурзаев ячӗпе пӗр урам хисепленет (малтан М. Горький урамӗ пулнӑ)[5].

Библиографи

  • Эльмурзаев Ю. А. Страницы истории чеченского народа. — "Книга", 1993. — 112 с. — 15 000 экз.
  1. ^ Для служебного пользования. Список народных депутатов Чечено-Ингушской АССР девятого созыва, народных депутатов СССР и РСФСР двенадцатого созыва от Чечено-Ингушской АССР. — Книга, 1990. — С. 86. — 192 с.
  2. ^ Хроника вооруженного конфликта. 1996. Июнь. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  3. ^ Герой России Юсуп Эльмурзаев навсегда остался в народной памяти | Информационное агентство "Грозный-Информ"(паллӑ мар). www.grozny-inform.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Эльмурзаев Юсуп Мутушевич (выр.). Герои России. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи юпан 8-мӗшӗ.
  5. ^ КЛАДР / Юсупа Мутушевича Эльмурзаева Улица / Урус-Мартан Аал / Урус-Мартановский Район / Чеченская Республика. kladr-rf.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем