Энрико Форланини

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ҫын пирки
Энрико Форланини
Чӑн ят итал. Enrico Forlanini
Çуралнă вăхăт 1848 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗ(1848-12-13)
Çуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 1930 ҫулхи юпан 9-мӗшӗ(1930-10-09) (81 ҫул)
Вилнĕ вырăн
Гражданлăх
Альма-матер
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Энрико Форланини (итал. Enrico Forlanini; 1848—1930) — Итали изобретателӗ, сывлӑша хӑпармалли аппаратсем ӑсталанӑ: аэростатсем, дирижабльсем, аэроплансем.

Унӑн ячӗпе Миланри аэропорт хисепленет.

Миланра ҫуралнӑ, Миланти техника университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Пӑспа ӗҫлекен вертолёт модельне ӑсталанӑ. 1905 ҫулта Лаго-Маджоре кӳлӗре шывай ҫунатлӑ катер ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӗрӗсленӗ. 1909 ҫулта F ярӑмри дирижаблӗ ӑсталанӑ, ӑна «Леонардо да Винчи» ят панӑ.

Вертолёт моделӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Elicottero sperimentale Enrico Forlanini 1877 Museo scienza e tecnologia Milano.jpg

1877 ҫулхи акан 15-мӗшӗнче Миланра Форланини пӑспа ӗҫлекен вертолёт модельне кӑтартнӑ. Аппаратӑн пӗр тӗнел ҫине хытарнӑ икӗ сывлӑша хӑпартакан винт пулнӑ. Аялтине корпус ҫинче ҫирӗплетнӗ пулнӑ, ҫӳлтине — двигатель валӗ ҫинче. Вӗҫнӗ чухне пӗтӗм аппарат айккинелле, ҫӳлти винт ҫаврӑнакан енрен тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ, анчах та чи кӗтеслӗ хӑвӑртлӑхӗ унӑн аялти винтринчен пӗчӗкрех пулнӑ. Форланини аялти винт геликоптер ҫаврӑннине пӗтӗмпех чарса лартасса шаннӑ, вӑл аялти винт ҫаврӑннине йӑнӑш тесе шутланӑ. Модель сывлӑша 13 метр ҫӳллӗше ҫити хӑпарнӑ, вӑл 20 ҫеккунт таран сывлӑшра вӑхӑт ирттерме пултарнӑ[2].

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Deutsche Nationalbibliothek, Staatsbibliothek zu Berlin, Bayerische Staatsbibliothek, Österreichische Nationalbibliothek Record #117520454 // Gemeinsame Normdatei (нем.) — 2012—2016.
  2. ^ Дузь П. Д. Паровой двигатель в авиации. — Оборонгиз, 1939.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Форланини, Энрико статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '