Этнограф кунӗ
Этнограф кунӗ — ҫулсерен тӗрлӗ этнографи шкулӗсем ирттерекен официаллӑ мар професси уявӗ, ӑна утӑн 17-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Уява Миклухо-Маклай Николай Николаевич этнограф тата ҫулҫӳревҫӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттерме тытӑннӑ.
Уяв историйӗ
Ҫакна хӑйсен куҫӗпе курса сӑнанӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, этнограф кунне пӗрремӗш хут СПбПУ истори факультечӗн этнографипе антропологи кафедрин пӗрремӗш заведующийӗ Р. Ф. Итс пуҫарнипе палӑртнӑ. Ҫапла вара ӑна XX ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа уявлаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн варри йӑлана кӗнӗ тӑрӑх этнографи практикисене ирттермелли вӑхӑт пулнӑран экспедици варрине килекен уяв питӗ хӑвӑрт анлӑ сарӑлма пуҫланӑ. Ӑна палӑртакан специалистсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать[1].
Уяв йӑлисем
Этнограф кунне уявлас тӗлӗшпе пурне те тивӗҫтерекен, пурте йышӑнакан пӗр-пӗр йӑла хальхи вӑхӑт тӗлне йӗркеленсе ҫитеймен. Кашни учрежденире, хӑш чухне кашни экспедици отрядӗнче те ҫак уява ирттерес тӗлӗшпе хӑйсен уйрӑм йӑли-йӗрки пур. Вӗсене чылайӑшне ҫак йӑласем пӗрлештереҫҫӗ теме пулать: Миклухо-Маклая тата Рудольф Итса чысласа тостсем калани, пӗрле ларса апатланни. Унсӑр пуҫне этнограф кунӗнче ялан тенӗ пекех этнографи экспедицине пӗрремӗш хут хутшӑнакан ҫынсене ҫак ӗҫе «хутшӑнтарас» йӑла-йӗркене ирттереҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ 17 июля — День этнографа: история и традиции праздника. Известия (16 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Роман Козлов. День этнографа. Сайт студентов Исторического факультета СПбГУ. оригиналтан архивланӑ 2003 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
- Сергей Старостенков. Этнограф кунӗ ҫинчен хывнӑ юрӑсем (выр.)
- Т. Б. Щепанская. Полевик: фигура и деятельность этнографа в экспедиционном фольклоре (выр.)
- С. М. Кушнаренко. Об этнографической практике украинского отряда 2004 года (выр.)
