Ялта киностудийĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ялта киностудийĕ
тип Акционерсен хупăнчăк пĕрлĕхĕ
Никĕсленĕ çул 1919
Вырнаçнă Шаблон:RU, Крым, Ялта, Мухин ур., 3
Паллă çынсем Андрей Николаев;
Сергей Аршинов
Отраçлĕ кинематограф

Ялта киностудийĕ — Ялтăра вырнаçнă крым киностудийĕ.

1917 çулта «Ханжонков тата Ко» раççей кинохăпракĕ кино çапмалли база тесе никĕсленĕ. 1919 çулта Ялтăри кинохапрăк ята куçарнă та национализациленĕ.


Киностуди харпăрлахне икĕ объект çинче вырнаçтарнă. Пĕри Севастополь урамĕнче вырнаçнă, унта 1917 çулта Ермольев кинопромăçлавçă киноателье уçнă пулнă. Халĕ çак объект Крым Республикин «Киностудия Ялта-фильм» патшалăхăн унитари предприятийĕ балансĕ синче тăрать. Çĕнĕрех студи лапамне, Мухина урамĕнчине, ятарласа совет кинематографин кăнтăр бази шутланнă: лаптăкĕ 12 гектара яхăн, декорацисем, тинĕсре комбинацилесе çапса илмелли бассейн. Çак пысăк объект халлĕхе Крым Республикин Культура министерстви аллинче[1].

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Комбинацилесе çапса илмелли мачтă.

Пĕрремĕш Крымра кино çапма 1898 çулта чӳк уйăхĕнче Болеслав Матушевский (Bolesław Matuszewski) хăтланнă — вăл Ливадире император çемьи каннине ӳкерсе илнĕ. Крымра ӳнерленĕ пĕрремĕш пысăк фильм «Бр. Патэ»[1] фирма 1908 çулта кăрлач уйăхĕнче çапса илнĕ «Панорама Ялты» кинохроника ленти пулать. 1911 çулта Александр Ханжонков Ялтăра «Оборона Севастополя» фильма хатĕрлет.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]