Ясак
РАН экспертизи
РАН экспертизи

тӗрӗслесе тухнӑ
Ясак (монг. засаг «власть»; тут. ясак — натуральная подать, пушк. яһаҡ «подать, налог») — Раҫҫейре XV — XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Ҫӗпӗрпе Ҫурҫӗр халӑхӗсенчен япалапа, тӗпрен илсен, мамӑк тирпе пухнӑ куланай.
Ясака XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗччен ҫавӑн пекех Атӑлҫи[ru] халӑхӗсенчен те пухнӑ[1].
Истори
Ясак сӑмах вырӑс чӗлхине Ҫӗпӗре ҫӗнтерсе илнӗ тата Ҫӗпӗрте тӗрмесемпе хӗл каҫмалли вырӑнсем йӗркеленӗ, вӗсем ясак пуҫтармалли вырӑнсем пулса тӑнӑ, хыҫҫӑн кӗнӗ. Ясак пухасси уҫман пысӑк лаптӑксене «Аслӑ Патша хӳттине» илнин тӗп тӗллевӗ пулнӑ. Ясака хыснана кӑшсемпе, тилӗсемпе, хӑнтӑрсемпе, сӑсарсемпе тата ытти мамӑк тирпе, хӑш чухне выльӑх-чӗрлӗхпе те тӳленӗ. Ҫак тирсем (ҫемҫе ӑпӑр-тапӑр) пурте хыснашӑн пысӑк тупӑш ҫӑлкуҫӗ тата суту-илӗвӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулнӑ. Чи малтанах ясак пуҫтарассине Ҫӗпӗр приказӗ тытса пынӑ; 1763 ҫултанпа ҫемҫе ӑпӑр-тапӑр Унӑн Император Величествин Кабинетне кӗме пуҫланӑ[2].
Ясака кашни йӑх е ӑру валли уйрӑммӑн палӑртнӑ, «ҫыннисене тата промыслисене кура». Куланай пухӑнтӑр тесе вырӑнти халӑхсенчен вӑхӑтлӑх тыткӑнҫӑсене (аманатсене) илсе кайнӑ.[3]
Служивый ҫынсем ӑна «тупӑшлӑ» пуҫтарма тӑрӑшнӑ, пӗр тискер кайӑка тепринпе улӑштарма паман. Вак халӑхсем ӳпкелешнине кура 1727 ҫулта ясак тӳлессине ҫемҫе ӑпӑр-тапӑра укҫапа улӑштарма ирӗк паракан хушу кӑларнӑ; анчах та кӗҫех ясака укҫан тӳлени хыснашӑн тӑкаклӑ пулнине ӑнланнӑ. 1739 ҫулта министрсен кабинечӗн ясака кӑшсемпе пуҫтармалли хушӑвӗ тухнӑ, «кӑшсемпе тӳлесе ҫитерейменнине урӑх ҫемҫе ӑпӑр-тапӑрпа пуҫтармалла, тепӗр ҫемҫе ӑпӑр-тапӑрпа чӑн-чӑн кӑшсем шыраса тупма май ҫук вырӑнсенче пӗр кӑшшӑн укҫан виҫшер тенкӗ илмелле».
Правительство 1763 ҫулта ясак куланайне йӗркене кӗртмелле тесе йышӑннӑ. Ҫак тӗллевпе ҫав ҫулах Щербачев секунд-майора тӗп ҫырав ирттерме Ҫӗпӗре командировкӑна янӑ. Вырӑнта Щербачев йӗркеленӗ уйрӑм комиссисем ясак тӳлемелли ҫакӑн пек йӗркесем туса хатӗрленӗ. Кашни улус ӗмӗрлӗхех хакланӑ тискер кайӑкпа е укҫан тӳлемелле пулнӑ, е унпа та кунпа та. «Тискер кайӑксем» ҫителӗклӗ тытайман чухне вӗсене урӑх мамӑк тирпе е палӑртнӑ хакӗпе укҫан тӳлеме ирӗк панӑ.
XIX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче ясак тӳлевӗн калӑпӑшне каллех улӑштарма тивнӗ, мӗншӗн тесен вак халӑхсемпе йӑхсен йышӗпе пурнӑҫӗ чылай улшӑннӑ. Куҫса ҫӳрекен тата пурӑнмалли татӑклӑ вырӑнсӑр халӑхсем валли ҫӗнӗ ясак кӗнекисене тӑвассипе 1827 ҫулта йӗркеленӗ ясак комиссийӗсем ӗҫленӗ, Тухӑҫ тата Анӑҫ Ҫӗпӗр валли уйрӑм комиссисем тунӑ. Вӗсем ҫӗнӗ йӗрке никӗсне 1822 ҫулхи уставпа вак халӑхсене пурӑнмалли татӑклӑ вырӑнсӑррисем, куҫса ҫӳрекеннисем тата пӗр вырӑнта пурӑнаканнисем ҫине пайланине хывнӑ. Пурӑнмалли татӑклӑ вырӑнсӑр тата куҫса ҫӳрекен халӑхсем валли ясак комиссийӗсем 1763 ҫултах йышӑннӑ куланай йӗркине сыхласа хӑварнӑ; 44 пус пухассине ҫеҫ пӑрахӑҫлама палӑртнӑ. Пӗр вырӑнта пурӑнма пуҫланӑ халӑхсене хырҫӑ-марҫа «мӗнле сословие кӗнине тӑрӑх» тӳлемелле тунӑ[4].
Ӑнлантарусем
- ^ Ясачные люди (выр.). tatarica.org. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ ЯСАК • Большая российская энциклопедия - электронная версия. old.bigenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Приморский государственный объединенный музей имени В. К. Арсеньева. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Чертков А.С. Нормы сбора ясака служилыми людьми в XVIII веке // Современные гуманитарные исследования. — 2007. — № 2. — .
Вуламалли
- Бахрушин С. В. Ясак в Сибири в XVII в // Научные труды. — М., 1955. — Т. 3.
- Кроль М. С.,. Ясак // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Каҫӑсем
- Бродников А. А. Сбор ясака: Зависимость процесса объясачивания от потестарно-политической ситуации в регионе. По материалам Восточной Сибири XVII в.
- Статья «Ясак» в Энциклопедии Башкортостан
- Статья «Как собирался ясак. Оценка мехов. Что было с пушниной дальше» на сайте «Культура и история народов Севера»