Ятарлă тĕллевлĕ ушкăн (фильм)

«Ятарлă тĕлĕшлĕ ушкăн» (выр. Отряд специального назначения) — пиллĕк сериллĕ вăрçă пирки, Николай Кузнецов разведчик çинчен Дмитрий Медведевăн «Это было под Ровно» повеçĕпе экранизациленĕ илемлĕ фильм.

Сюжет

1942 çулхи çĕртме уйăхĕ. Ровно хула таврашне полковника Дмитрий Медведевăн (Юрий Гребенщиков) партизансен ушкăнне çитерме шутланă. Медведевпа пĕрле Николай Кузнецов (Александр Михайлов) разведчикăн та вĕçеве тухмалла. Ушкăна пайĕпе тĕрлĕ кунсенче тĕле çитереççĕ. Пĕрремĕш пайне тĕрĕс мар вăрмансăр çĕре тĕлрен темиçе çĕр çухрăм аяккарах лекет — вăл пĕтет. Иккĕмĕш пайне те тĕрĕс мар хăвараççĕ, çапах та вăл тĕрĕс тĕкелех тĕп вăйĕсемпе пĕрлешĕнет. Виççĕмĕш пайĕпе Медведев, Кузнецов каяççĕ. Вĕсем вырăна аванах çитеççĕ.

1942 çулхи кĕркунне Кузнецов Пауль Зиберт нимĕç офицерĕ пулса пĕрремĕш хут Ровнăна каймалла…

Рольсенче

Кадр хыçĕнчи текста Иван Краско вулать.