Яштайкин Илья Николаевич
Яштайкин Илья Николаевич (1882 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Шĕмшеш (пĕлтерĕшĕсем), Кӑрмӑш уесӗ, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1966 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ, Переделкино[d], Мускав облаçĕн Ленин районĕ, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — педагог, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вӗрентекенӗ (1944), Чăваш автономи облаҫӗн пĕрремĕш çутĕç министрĕ, облĕçтăвкомĕн çутĕç пайĕн пуçлăхĕ[1].
Кун-çулĕ
Илья Яштайкин 1882 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Кӑрмӑш уесӗнчи Шӗмшеш ялӗнче (халӗ — Чăваш Республикин Хĕрлĕ Чутай районĕ) çуралса ӳснĕ[2].
1912 çулта Варшава университечĕн(выр.)чăв. истори-филологи факультетĕнчен магистр пулса тухнă. Тепĕр çултан (1913) унта аслă педагогика курсĕсене пĕтернĕ[1].
1913–1914 çулсенче Аçтăрхан реальнӑй училищинче, 1914–1918 çулсенче Ленкоранри арçын гимназинче вĕрентнĕ. 1918–1920 çулсенче Хĕрлĕ Чутайри вĕрентӳçĕсен семинаринче директор пулса ĕçленĕ[2].
1920–1922 çулсенче Чăваш автономи облаçĕн Халăх çутĕç пайне ертсе пынă. 1922–1924 çулсенче Чĕмпĕрти чăваш педагогика институчĕн ректорĕ тата çумĕнчи ялхуçалăх техникумĕн ертӳçи пулнă[1].
1924 çулта Чăваш автономи облаçĕн Рабочи-хресчен инспекцине ертсе пынă. 1925–1926 çулсенче РКИ халкомĕн çумĕ пулса ĕçленĕ. 1927–1928 çулсенче Шупашкар район исполкомĕн председателĕ, 1929–1930 çулсенче Чăваш АССР представителĕн çумĕ пулса Пĕтĕмсоюз ЦИКĕнче ĕçленĕ[2].
1930–1935 çулсенче ВЦИКăн ăслăлӑх секретарĕ, 1935–1938 çулсенче ВЦИК Президиумĕн инструкторĕ пулнă. 1939–1941 çулсенче Мускаври 610-мĕш шкулта вырăс чĕлхи вĕрентнĕ[1].
1941–1946 çулсенче Хĕрлĕ Чутай районĕнче шкул заведующийĕ, директор, РОНО пуçлăхĕ, вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1946–1949 тата 1952–1955 çулсенче Етĕрне педагогика училищинче, 1949–1952 çулсенче Канаш вĕрентӳçĕсен институтĕнче чĕлхепе литература кафедрин пуçлăхĕ пулнă[2].
1957 çулта Шупашкарти музыка училищинче чăваш кĕсли калама вĕрентнĕ[1]. Чăваш кĕсли калама хăй тĕллĕн вĕрентекен кĕнеке авторĕ, чăваш ачисем валли вырăс чĕлхи учебникĕн (синтаксис) авторĕ пулнă[2].
1966 çулхи чӳк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Переделкино(выр.)чăв. ялĕнче вилнĕ. Шупашкарта пытарнă[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Горбунов, Г. Ф. Яштайкин Илья Николаевич // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2011. — Т. 4 : Си-Я. — С. 552.
- Яштайкин Илья Николаевич // Энциклопедия Красночетайского района. — Чебоксары, 2020. — С. 147.
- Яштайкин Илья Николаевич // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 532.