Ҡ
Ҡ, ҡ (сулахайран ҫӳлти йӗрлӗ К саспалли, Юникодра — пушкӑртсен «ка») — пушкӑрт тата ҫӗпӗр тутар чӗлхисенчи алфавитри 15-мӗш саспалли, вӑл [q] сасса пӗлтерет. Саспаллипе палӑртакан сасӑ орхонпа енисей ҫырулӑхӗнче тӗл пулать: ҡалмыш, ҡатун, ҡапығ, ҡырҡыз, ҡул[1].
[Ҡ] фонема [ғ] янравлӑ фонемӑн коррелячӗ шутланать, унпа танлаштарсан ун хыҫҫӑнхи сасӑ хупӑ пуррипе тата вӑйсӑррӑн палӑрса тӑракан смычность пуррипе уйрӑлса тӑрать. Яға («ҫуха») сӑмахра янравланни пур, ытти чухне тӗпри морфемӑсенче [ҡ] фонема пур позицире те хӑйӗн ҫирӗплӗхне упраса хӑварать (ҡыш — «хӗл», аҡ — «шурӑ», баҡыр — «пӑхӑр»).
Пуҫламӑш аффикслӑ уҫӑ сасӑ умӗн ауслаутра [ҡ] фонема агглютинацине пула ялан янравлӑ: тара[ҡ] — «тура», тара[ғ]ым — «турам»; ҡуна[ҡ] — «хӑна», ҡуна[ғ]ым — «хӑнам».
Чӑн пушкӑрт сӑмахӗсенче хыҫалти уҫӑ сасӑсемпе ҫыхӑнтарса усӑ кураҫҫӗ. Малти ретри уҫӑ сасӑсенчен [ә] тата [и] сасӑсемпе ҫыхӑнать (ҡәйнә — «хуняма», ҡәләм — «калем, кӑранташ», ҡиммәт — «хаклӑ», ҡиәфәт — «сӑн»)[2].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Кейекбаев Ж. Ғ. Ғилми хеҙмәттәр йыйынтығы һәм һайланма әҫәрҙәр(пушк.). Башҡорт әҙәби теленең дөрөҫ әйтелеше. Башҡорт теленең фонетикаһы. — Китап, 2012. — Т. 1. — Б. 203. — 288 бит. — ISBN 978-5-295-05691-8.
- ^ Грамматика современного башкирского литературного языка / под ред. А. А. Юлдашева. — Наука, 1981. — С. 59. — 496 с.