Ҫар связисчӗн кунӗ

«Ҫар связисчӗн кунӗ» — Раҫҫейри ҫар связисчӗсен уявӗ: кунта Раҫҫейри Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ҫарӗсен мӗн пур тӗсӗнче вӑй хуракан ҫар ӗҫченӗсемпе ахаль ҫынсем кӗреҫҫӗ, ҫавӑн пекех ку уява хӗҫпӑшаллӑ организацисенче тата ятарлӑ службӑсенче ӗҫлекенсем те уявлаҫҫӗ.

Вӑл ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн Ҫыхӑну ҫарӗн професси уявӗ те. Уява 1919 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче Раҫҫейӗн ятарлӑ ҫыхӑну ҫарӗсене йӗркеленӗ кунпа ҫыхӑнтарнӑ. Апла пулин те Раҫҫей ҫарӗсенче ҫыхӑну пайӗсене XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче йӗркеленӗ шутланать. Раҫҫейре ҫар связисчӗн кунне ҫулсерен юпан 20-мӗшӗнче (СССР-та ҫар связисчӗсем хӑйсен уявне официаллӑ шайра уявламан, вӗсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче — Радио кунӗнче — паллӑртнӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Ҫар ҫыхӑнӑвӗ пирки

Ҫар ҫыхӑнӑвӗ вӑл — связистсен кулленхи ҫӑмӑл мар ӗҫӗ, ҫавӑн пекех ҫӗнӗ йышши оборудованипе тата даннӑйсене ҫитермелли меслетсемпе усӑ курса тӗпчевсем ирттерсе усӑ курма хӑнӑхасси. Ҫар связисчӗсем час-часах малти позицисенче вырнаҫаҫҫӗ — вӗсем ҫар пайӗсен командӑлаканӗсем лартнӑ тӗллевсене ҫар служащийӗсем патне ҫитереҫҫӗ. Ҫар ҫыхӑнӑвӗ — ҫапӑҫура та, мирлӗ вӑхӑтра та ҫар подразделенийӗсен управленийӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ.

Ҫар связисчӗсен хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ ҫинчен шӳтлесе каланисем нумай. Акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Ҫыхӑнусӑр юлнӑ ҫар кӗтӳҫсӗр сурӑх пек»; «Тусанпа пылчӑка юратманнисем ҫыхӑну ҫарне суйлаҫҫӗ» (ирониллӗ калани). Паллах, нумайӑшӗ пӗлекеннисене те асӑнмалла: «Ҫыхӑну вӑл — ҫар интеллигенцийӗ!», «Ҫыхӑну — ҫар нервисем». Ку каларӑшсем ҫар связисчӗсем ҫар управленийӗнче мӗнлерех пӗлтерӗшлӗ задачӑсене пурнӑҫланине, ҫар пайӗсен командирӗсен хушӑвӗсене питӗ инҫете ҫитернин, информацин вӑрттӑрлӑхне упраса хӑварнин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине кӑтартать.

Ҫар ҫыхӑнӑвне йӗркелемелли материалпа мелсем тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗрен пулнӑ. Малтан вӑл курӑнакан тата илтӗнекен ансат паллӑсем пулнӑ, каярах мӗнпур вӑрттӑнлӑх категориллӗ информацие ҫитерме май паракан ҫар ҫыхӑнӑвӗн ҫӗнӗ технологийӗсене шутласа кӑларнӑ.

undefined

Хальхи вӑхӑтра ҫыхӑну системисем аталанса ҫитнӗ, вӗсене автоматизациленӗ. Вӗсем даннӑйсене питӗ инҫете ҫитерме тата пӗр вӑхӑтрах темиҫе объект хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑма май параҫҫӗ. Ҫавнашкал системӑсене ятарласа вӗрентнӗ ҫар ҫыннисем — связистсем — пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсем валли уйрӑм ҫар тӗсне йӗркеленӗ — Раҫҫей Федерацийӗн ҫыхӑну ҫарне.

Ҫар связисчӗн ӗҫӗ вӑл — куллен пурнӑҫлакан ӗҫ тата стационарлӑ системӑсемсӗр пуҫне вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен системӑсенчи задачӑсене пурнӑҫласси. Шӑпах ҫавӑнпа та ӗнтӗ связист ҫар профессине паян та, пур вӑхӑтра та пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ те.

Историйӗ

Ҫар связисчӗн кунне йӗркелес ӗҫе пуҫарса яраканӗ «Даманцы» ятлӑ Даманский утрав ҫинчи сусӑрсемпе вӑрҫӑ ветеранӗсен Свердловск облаҫӗнчи общество организацийӗн председателӗ, отставкӑри полковник, Сидоров Валерий Николаевич (Екатеринбург хули) ҫар связисчӗ пулнӑ. Ку факта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Геральдика канашӗн ҫырӑвӗ ҫирӗплетет (2013 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗнче янӑ А72-2-280 № ҫыру), ун ҫине Г. В. Вилинбахов патшалӑх герольдмейстер алӑ пуснӑ пулнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 31 мая 2006 г. N 549. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ.