Ҫӗр орбити

Ҫӗр орбитиҪӗрӗн Хӗвел тавра ҫаврӑнакан траекторийӗ, вӑтамран 149,6 миллион километра яхӑн расстоянинче (152,1 млн км афелире; 147,09 млн км перигелире)[1].

Пӗрремӗш хут Ҫӗр орбитине ҫывхартнӑ чух вӑл эллипс форми евӗр пулнӑ тенӗ, ун пирки Кеплер саккунӗсенче ҫырса кӑтартнӑ. Чӑннипе, ытти планетӑсен туртӑмне пула эллипс орбитинчен пӗчӗк пӑрӑнусем пур, тапхӑр-тапхӑр (вуншар пин ҫулхи тапхӑрсемпе) орбитӑри хӑш-пӗр элементсен улшӑнӑвӗсем пур: эксцентриситет, наклонени, перигели положенийӗсем.

2017 ҫул тӗлне, ҫӗр орбитин эксцентриситечӗ 0,0167 танлашать. Орбитӑн пӗр ҫаврӑнӑшӗ, сидер ҫулӗ текенни, 365,256 талӑк пырать. Ҫӗр барицентрӗ анӑҫран тухӑҫалла 29,78 ҫек/км (107 200 км/ сех яхӑн) вӑтам хӑвӑртлӑхпа куҫать[1], 940 млн км ытла расстояни иртет.

Хальхи саманара Ҫӗр перигелийӗ январӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен пырать, афелий — июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен[2].

Ҫӗр ҫаврӑнӑшӗн тӗнӗлӗн тайлӑкӗ — тӳпери кӗлетке экваторӗн тата унӑн орбитин лаптакӗсен хушшинчи кӗтес — 23,44° тан[1].

Тӗпчев ӗҫӗсен кун-ҫулӗ

Орбита пуррине уҫни

undefined

Аваллӑхри ӑсчахсен чылайӑшӗ тӗнче геоцентраллӑ тытӑмлӑ тенӗ, урӑхла каласан, Ҫӗр вӑл — Ҫут тӗнчен центрӗ, ун тавра пӗлӗтри мӗнпур кӗлеткесем ҫаврӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ.

Пӗрремӗш хут Ҫӗр Хӗвел тавра орбита тӑрӑх ҫаврӑнни ҫинчен, гелиоцентризм текен шухӑша авалхи грек астрономӗ Аристарх Самосский пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрте каланӑ. Вӑл Уйӑх хӑй тӗллӗн ҫутатмасть, Хӗвел ҫутине ҫеҫ кӑтартать тенӗ. Уйӑх тӗттӗмленнине сӑнанӑ май, Хӗвел диаметрӗ Ҫӗр диаметрӗнчен ҫирӗм хут (чӑннипе 109 хут) пысӑкрах тесе пӗтӗмлетӳ тунӑ. Пысӑкӑшсен ҫакӑн пек шайлаштарӑвне тупсан, пысӑкрах Хӗвел пӗчӗкрех Ҫӗр тавра ҫаврӑнмалла мар тесе шутланӑ[3].

Вӑл «Хӗвелпе Уйӑх пысӑкӑшӗ тата расстоянийӗ ҫинчен» ӗҫре каланӑ гелиоцентризм идейи анлӑ сарӑлайман. Антика вӑхӑтӗнчи контраргументсенчен пӗри ҫӑлтӑрсен параллаксӗ ҫукки пулнӑ. Ҫӗр ҫакӑн пек инҫетри Хӗвел тавра ҫаврӑнать пулсан, ҫӑлтӑрсем хушшинчи кӗтессем орбита ҫинче хӑш вырӑнтан сӑнание кура чылай хутӑшса тӑмалла-ҫке. Ҫавӑн пекех гелиоцентризм теорийӗ планетӑсем мӗнле куҫса ҫӳренине тӗрӗс курма пултарайман. Орбитӑсем пуре ҫаврака формӑллӑ тесе шутланӑ, ку вара сӑнавсене хирӗҫленӗ. Геоцентризм теорийӗнче ҫавӑн пек проблемӑна сферӑсем тавра ҫӳрекен сферӑсем (Эпицикл статьинче тӗплӗнрех) татса панӑ. Пин-пин ҫул хушши ҫак аргументсемпе Птолемей, Платон тата Аристотель авторитечӗ гелиоцентризм идейине аталанма паман.

Коперник вӑхӑтӗнче те ҫак аргументах илсе кӑтартнӑ. Унӑн 1534 ҫулта тухнӑ «Тӳпери кӗлеткесем ҫаврӑнни ҫинчен» (лат. De revolutionibus orbium coelestium) ӗҫӗн витӗмӗпе гелиоцентризм теорийӗ чӗрӗлсе тӑнӑ. Астрономире Ҫӗрӗ орбита пурри ҫинчен калакан шухӑш тымар яма пуҫланӑ.

Ҫӗре Хӗвел тавра куҫарнин следствийӗ

Хальхи саманара Ҫӗр талӑкри ҫаврӑнӑшӗн тӗнӗлӗ 66,5° яхӑн унӑн орбити лаптакӗ атӗлӗнче вырнаҫнӑ, гироскопла эффекта пула хӑйӗн направленине упраса тӑрать. Ҫӗрӗн орбита юхӑмӗпе пӗрлешсе ку кунпа каҫ шайлашӑвне улӑштарни тата ҫулталӑк вӑхӑтне черетлени патне илсе ҫитерет.

Ҫӑлкуҫсем

  • Michael Zeilik, Stephen A. Gregory Introductory astronomy and astrophysics. — Saunders College Pub. — 1998.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 David R. Williams. Earth Fact Sheet. NASA. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.
  2. ^ Куликовский П. Г. Справочник любителя астрономии. — 4-е изд., перераб. и доп.. — Наука, 1971. — С. 33—34. — 632 с. , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ
  3. ^ Жаров, Владимир Евгенивич. «Раздел 1.2. Краткий исторический обзор». Астронет (2002). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗ.

Категорисем