310-мĕш çулсем
Пулнисем
- Аслă Константин I (272—337) Мульви кĕперĕ патĕнче çĕнтернĕ хыççăн август пулса тăнă (312), преториансенсене саккунран кăларнă, Рим империн тухăç территорин тытăмçипе — Лицинипе — вăрçнă.
- Христианлăха Рим империнче тĕн чăтăмлăхĕ пирки йышăннă Милан эдикчĕ (313) хыççăн хĕсĕрлеме пăрахнă. Константин астулра чухне чиркĕве налуксенчен хăтармалли, чурасене тата тĕрмене хупнă çынсене хӳтĕлекен, хĕрес çине пăталаса вĕлерессине тата гладиатор çапăçăвĕсене чаракан саккунсене йышăннă.
- Христиан юхăмĕнче пĕрремĕш хĕçпăшаллă хирĕçӳ (317): Константин çарĕ Африкăра донатистсемпе циркумцеллионсене хăваласа çӳрет.
- Хунну Китай тĕп хулине — Лоян — ярса илнĕ (311), çĕнĕ тĕп хула — Чанъань — çаплах парăннă (316), Цзинь династийĕ килĕн юлашкисем кăнтăр-тухăçалла тарнă, унта Тухăç Цзинь йĕркеленĕ (317—420).
- Индин кăнтăр енче паллавсем патшалăх туса хунă (315—898)[1][2].
Культура
- 310-мĕш çулсен варри — палестинцец сăв. Иларион пушхирте сăв. Антонипе тĕлпулнă, Палестинăна таврăнсан, Палестинăри пĕрремĕш ютшăнакан пулса тăнă.
Ӑнлантарусем
- ^ Алаев Л. Б. . — М.: Институт востоковедения РАН. — 712 с. — ISBN 978-5-89282-469-9.
- ^ Паллавы в Британской энциклопедии. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.