505 çул
Пулнисем
- Консулсем: Флавий Феодор тата Флавий Сабиниан.
- Сабиниан, Иллирик çарĕн магистрне, Морава шывĕ çумĕнче Мундон готăн тата Питцамăн, Теодорих комичĕн çарĕсем çапса аркатнă.
- Византи çарĕсем Амидăна хупăрлаççĕ. Çав вăхăтрах, Целерпа Ареобинд, пĕрри — Персие, тепри — перссен Эрмение тапăнаççĕ.
- Кавад I тăнăçлăх пирки калаçу пуçлать. Тыткăна лекнисене тавăраççĕ.
- 505—554 — Хира ертӳçи Мундхир III.
- 505—514 — Эрмени марзпанĕ Вард Мамиконян.
- Вэйсем Ханьчжуна çĕнтерсе илеççĕ.