798 çул
Пулнисем
- Ирина элчисем Ахенре. Аслă Карл Лиутгардăна качча илнĕ.
- Арапсем Кĕçĕн Азире Висанти çине тапăннă, Босфора çитнĕ. Гарун ар-Рашид 4 çуллăха Ирина императрицăпа тăнăç тума, парăм пама килĕшнĕ.
- Гебрид утравĕсемпе Ольстер çине викингсем тапăннă.
- Саксон вăрçисем тăсăлнă. Сакссем Аслă Карлăн чылай тӳре-шаине, çав шутра Данири элчине, вĕлернĕ. Карл харçăна тухса Везерпе Эльба хушшинчи çĕрсене çав тери тустарнă. Сакссем франксен тăмарĕсем çине — ободритсем — çине тапăннă, вĕсене çапса çĕмĕрнĕ.
- Кордо эмиратне хирĕçле Сарагосăпа Уеск пăлхав сĕқленĕ, анчах та вĕсене пусарнă.