DIVA (ушкӑн)
DIVA (DIVA Ethno Future Sound, Ытарсапĕтермеллемарскерĕмĕрсем) — World Music жанрĕнче ĕçлекен чăвашсен этноушкӑнӗ. Ертӳçи — Руслан Соловьёв.
Пĕрлехи сведенисем
Коллектив 2019 çулта йӗркеленнӗ. DIVA ушкăн хӑйӗн репертуарӗнче чăваш халӑхӗн XVIII ӗмӗр–XX ĕмĕрĕн пуҫламӑшӗнчи юррисемпе усӑ курать.
DIVA шăрантаракан чăваш юррисем тĕнчери тĕрлĕ кĕтесĕнче - Азире, Австралире, Европăра, Америкăра — радиостанци хумĕсенче янăраҫҫӗ.
Альбомсем
- Chuvash Stanzas & Songs / «Чăваш строфисем тата юррисем», ТОП-40 (пĕтĕм тĕнчери Transglobal World Music Chart, 2022 çул)[1].
Ҫитӗнӗвӗсем
Ушкăна Russian World Music Awards премипе палăртнă[2].