Krewella

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Krewella
Krewella 2016.jpg
Логотип ӳкерчӗкӗ
Тӗп информаци
Жанр электронлӑ ташӑ музыки, электро-хаус, комплекстро, прогрессив-хаус, дабстеп, бростеп, драм-н-бейс, данс-поп, хардстайл, дэнс-рок, электроникор, ню-метал, трэп, фьюче-бейс, мумбатон
Ҫулсем 2007 — хальхи вӑхӑтчен
Патшалӑх АПШFlag of the United States.svg АПШ
Йӗркеленӗ вырӑн Flag of Chicago, Illinois.svg Чикаго, Иллинойс
Чӗлхе акӑлчан
Лейбл Mixed Kids Records, Columbia Records, Monstercat, Ministry Of Sound, Krewella Music LLC
Йыш Джахан Юсаф
Ясмин Юсаф
www.krewella.com
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Krewella («круэлла» пек вуланать, сӑмахсен вылявӗ Krew (Crew) — «хурах» тата Cruella de Vil — «101 далматинец» фильмӑн тӗп сӑнарӑн ячӗ) — Чикаго хулинчи (Иллинойс штачӗ) мусӑк дуэчӗ, 2007 ҫулта йӗркеленӗ. Коллектив икӗ аппӑшӗнчен тӑрать Джахан тата Ясмин Юсаф. Чи малтанах трио пулнӑ, вӗсен виҫҫӗмӗш ҫынни — DJ тата продюсер Крис «Rain Man» Триндл ушкӑнран 2014 ҫулта кайнӑ. Пӗрремӗш EP Play Hard-не 2012 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнче эксклюзивлӑ Beatport валли кӑларнӑ, кайран 2012 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче iTunes ҫинче тухнӑ. Дебютлӑ Get Wet альбом 2013 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче кун ҫути курнӑ. Дуэт электро-хаус, прогрессив-хаус, дабстеп, хардстайл, драм-н-бейс, фьюче-бейс стильсемпе юрӑсем юрлать.

Биографи

2007-2013: Йӗркелени тата карьера пуҫламӑшӗ, Play Hard тата Get Wet

Krewella-ӑна 2007 ҫулта икӗ аппӑшӗ-вокалистка Джаханпа Ясмин Юсаф тата Крис «Rain Man» Триндл продюсер йӗркеленӗ[1]. Виҫҫӗшӗ те Glenbrook North High School-ра вӗреннӗ чухне паллашнӑ[2]. Вӗсен кӗвви электро-хаус, дабстеп тата ытти EDM стильсен хутӑшӗ пулса тӑрать. Ушкӑнри кашни ҫыннӑн «6-8-10» татуировка пур, ӑна 2010 ҫулхи ҫӗртмен 8-мӗшне халалласа тунӑ, ун чухне вӗсем пӗтӗмпех (вӗренӗве, карьерӑна тата ыттине те) пӑрахма шут тытнӑ пулнӑ, ҫапла май хӑйсен пурнӑҫне музыка карьерипе ҫыхӑнтарнӑ[3]. 2011 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ушкӑн Monstercat лейблпа контракт алӑ пуснӑ. Лейбл ҫинче кӑларнӑ Krewella-н пӗрремӗш синглӗ «Killin’ It» ятлӑ пулнӑ. Monstercat Krewella-на халӑх тетелӗсенче тата анлӑ аудитори валли EDM YouTube каналсенче халӑх хушшинче сарнӑ. 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Krewella Play Hard ятлӑ пӗрремӗш мини-альбом хатӗрлесе кӑларнӑ, вӑл Billboard’s Dance Radio Airplay чартӑн пӗрремӗш йӗркине питӗ хӑвӑрт хӑпарнӑ[4], вӗсен синглӗ вара the Pop Radio Airplay чартсенче вырнаҫнӑ[5].

Krewella 2012 ҫулта Индианаполис Мотор Спидвейра юрланӑ самант

Krewella хэдлайнерсем пулса чи пысӑк EDM-фестивальсене хутшӑннӑ, сӑмахран Ultra Music Festival[6], Electric Daisy Carnival[7], Stereosonic[8], Spring Awakening[9], Suning burn Festival and Paradiso festival. Ҫак куравсем хыҫҫӑн коллектив 2012 ҫулта «Прорыв года» от International Dance Music Award» премие тивӗҫнӗ[10].

Ultra Music Festival 2013 трио американ Billboard кӑларӑмӗнчен лайӑх хак илнӗ, вӑл мусӑкҫӑсене пысӑк пуласлӑх ҫинчен пӗлтернӗ[11]. Вӗсен «Get Wett» дебют альбомӗ пӗрремӗш эрнерех Billboard шучӗпе чи лайӑх 200 ҫӗнӗ альбом топ-10 рейтинга вырнаҫнӑ[12]. Krewella Cash Cash пӗрлешӗннӗ, вӗсен иккӗмӗш «Live For The Nightte» синглӗпе пӗрле ӗҫлемелле пулнӑ[13].

2014-2015: Ыр кӑмӑллӑх, суд процесӗ, Крис кайни тата Somewhere to Run

Коллектива хутшӑнакансем

Хальхи йыш

  • Джахан Юсаф — DJ, вокал, автор (2007 — хальхи вӑхӑт)
  • Ясмин Юсаф — DJ, вокал, музыка контроллерӗсем, автор (2007 — хальхи вӑхӑт)

Унччен хутшӑннисем

  • Крис «Rain Man» Триндл — продакшн, музыка контроллерӗсем (2007—2014)

Тура хутшӑнакансем

  • Фрэнк Зуммо — ҫапмалли кӗвӗ хатӗрӗсем (2015 — хальхи вӑхӑт)
  • Макс Бернштейн — гитара, cинтезатор, бэк вокал (2015)

Дискографи

Студи альбомӗсем

  • 2013 — Get Wet
  • 2019 — zerO
  • 2022 — The Body Never Lies

Мини-альбомсем

  • — Play Hard
  • — Play Harder
  • — Ammunition
  • — New World (Part 1)

Ӑнлантарусем

  1. ^ Introducing: Krewella. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 16-мӗшӗ.
  2. ^ Eriq Gardner. EDM Superstars Krewella Mired In Legal Mess Involving DJ's Newfound Sobriety (Exclusive). Hollywood Reporter (30 авӑнӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  3. ^ Tattoo Stories with Krewella | iHeartRadio. News.iheart.com (27 ҫурлан 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Dance/Mix Show Airplay. Billboard (9 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗ.
  5. ^ Pop Shop Picks: Pistol Annies, Krewella, Betty Who & More. Billboard. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ.
  6. ^ Artists : Krewella. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ Krewella. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи юпан 11-мӗшӗ.
  8. ^ Krewella. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗ.
  9. ^ Spring Awakening Music Festival Announces Final Line-Up. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  10. ^ 30th Annual International Dance Music Awards - Winter Music Conference 2015 - WMC 2015. Wintermusicconference.com. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫурлан 15-мӗшӗ.
  11. ^ How Krewella Leveraged Its Social Strategy Into A Career. Billboard (23 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  12. ^ KREWELLA Debut Top 10 On Billboard 200 With ‘GET WET’ For Columbia Records | Mitch Schneider Organization. Msopr.com (2 юпан 2013). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
  13. ^ Patrick Ryan. On the Verge: Cash Cash banks on EDM fans. Usatoday.com (24 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.

Каҫӑсем