Sokoban

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Sokoban
Дата публикации 1982
Жанр головоломка[d]
Режим игры однопользовательская игра[d]
Официаллӑ сайт sokoban.jp(яп.)
Ӳкерчĕк:KSokoban-screenshot.png
Платформа Linux[d], NEC PC-8800[d], Microsoft Windows[d], Commodore 64[d], macOS тата Family Computer Disk System[d]
Страна происхождения
Ӳкерчĕк:Sokoban logo.svg
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем
Пуҫватмӑш тупсӑмне тупни

Sokoban (Soko-Ban, сокобан — кладовщик) — икӗ виҫеллӗ компьютер вӑййи-пуҫватмӑш, унта вылякана лабиринтӑн палӑртнӑ вырӑнӗсене ешчӗксем лартса тухмалла. Кладовщик пӗр вӑхӑтрах пӗр ещӗке ҫеҫ малалла тӗксе шутарма пултарать.

Sokoban вӑйӑна Хироюки Имабаяси ӑсталанӑ, 1982 ҫулта ӑна Thinking Rabbit япун компанийӗ кӑларнӑ. Унсӑр пуҫне компани виҫӗ сиквел кӑларнӑ: Boxxle, Sokoban Perfect тата Sokoban Revenge.

Вӑййа нумай компьютер платформи валли хатӗрленӗ, ҫав шутра килти тата персоналлӑ компьютерсем валли те. Ҫавӑн пекех кӗсье компьютерӗсем, вӑйӑ приставкисем, цифра фотоаппарачӗсем, кӗсье телефонӗсем тата телевизорсем валли ӑсталанӑ вӑйӑ версийӗсем пур.

Правилӑсен варианчӗсем

Реверсивлӑ режим: Кутӑнла вӑйӑ, тупсӑмне тупнӑ шайран пуҫламӑш варианта вырнаҫтарасси, ещӗксене хыҫҫӑн туртма кӑна юрать. Реверсивлӑ режимпа ахаль Sokoban уровенӗсенче те выляма пулать, унсӑр пуҫне реверсивлӑ режимра тупнӑ тупсӑм тривиаллӑ майпа ахаль режимра ҫак уровенӗн тупсӑмне тупмалли меслет пек трансформациленет (енчен те вӑйӑҫ реверсивлӑ режимра кладовщик валли пуҫламӑш вырӑна суйлама пултарать пулсан, ҫак режим вӗҫӗнче вара ахаль режим пуҫламӑшне ҫитсе тӑрать пулсан). Ҫапла вара реверсивлӑ режимпа ахаль Sokoban шайӗн тупсӑмне татса памалли мел пек усӑ курма пулать. Ку режим Sokoban YASC-ра тата Sokofan-ра пур.

Урӑх решетке: Ахаль Sokoban-ти лабиринта тӑваткал решетке ҫинче йӗркеленӗ. Hexoban ултӑ кӗтеслӗ решеткепе, Trioban — виҫкӗтеслӗ решеткепе усӑ курать.

Ытти кладовщиксем: Multiban тата Interlock вӑйӑҫӑ темиҫе кладовщикпа усӑ курать.

Ытти тӗллевсем: Чылай вариантсем вӑйӑри шая вӗҫлемелли тӗллеве улӑштарнипе ҫыхӑннӑ. Block-o-Mania вӑйӑра ещӗкӗсенче тӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ, ҫапла май вӑйӑ тӗллевӗ кашнине хӑйне тивӗҫтерекен тӑваткалӗсем ҫине вырнаҫтарасси пулса тӑрать. Sokomind Plus-ра ещӗксен кашнин номерӗсем пур, вӗсене тивӗҫтерекен номерлӑ тӑваткалсем ҫине вырнаҫтармалла. Interlock тата Sokolor вӑйӑсенче пӗр тӗслӗ ещӗксене юнашар вырнаҫтармалла. CyberBox-ра кашни уровеньте тухмалли вырӑн пур, вӑйӑҫӑн унта ҫитмелле. Beanstalk-ра вӑйӑ шайӗнчи элементсене хӑйсен вырӑнне хӑш-пӗр йӗркепе куҫармалла.

Ытти вӑйӑ элеменчӗсем: Sokonex, Xsok, Cyberbox тата Block-o-Mania ҫӗнӗ элементсем хушаҫҫӗ — шӑтӑксем, телепортсем, куҫакан блоксем, пӗр енлӗ проходсем т. ыт. те.

Ытти ӗҫ майӗсем: Pukoban-ра кладовщик ещӗксене тӗкме кӑна мар, хӑйӗн хыҫҫӑн туртма та пултарать.

Клонсем

СССРта вӑййа KURTAN тата «Ӑслӑ каюра» клонсене пула пӗлнӗ. Кивӗ компьютерсем валли ҫак (тата ытти) вӑйӑсем хальхи DOSBox пулӑшнипе ӗҫлеҫҫӗ. KURTAN-ра хушма вӑйӑ элеменчӗсем пулнӑ — пӗр-пӗр шая иртнӗ хыҫҫӑн ещӗксенчен пӗринче ытти йывӑрлӑхсенчен тухма усӑ курмашкӑн май паракан укҫа, уҫӑсем тата вӗсемпе уҫмалли алӑксем, вӑйӑри шайран коридорпа усӑ курса тухасси, вӑйӑ персонажӗн тонусӗ тата ытти те.

Ҫавӑн пекех Денди приставка валли кӑларнӑ верси те паллӑ — вӑл «18 № склад» (Warehouse No. 18) ятлӑ пулнӑ, Александр Чудов Чӗмпӗрти программист ӑна 1997 ҫулта кӑларнӑ.

Ӑслӑлӑх тӗпчевӗсем

Sokoban выляни шутлав кӑткӑслӑхӗ енчен кӑсӑклӑх кӑларса тӑратать. 1995 ҫулта Sokoban-ри вӑйӗ шайӗсенчи тупсӑма тупасси — NP-йывӑр ыйту пулнине ҫирӗплетсе панӑPSPACE-тулли вӑйӑ пулнине палӑртнӑ[2].

Sokoban вӑйӑ шайӗн тупсӑмне тупассин кӑткӑслӑхӗ йышӑнусен йывӑҫӗ вӑйлӑ туратланнине пула та (ӑна шахматпа танлаштарма пулать), унӑн тарӑнӑшне пула та йывӑрланать — вӑйӑри хӑш-пӗр шайсен тупсӑмне тупмашкӑн ещӗке 1000 хут ытла куҫарма тивет.

Ӑнлантарусем

  1. ^ +M. Fryers and M.T. Greene
    −{{{2}}}
    Sokoban (mis) // Eureka. — 1995. — № 54.
  2. Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи копийӗ. Technical Report TR 97-02, Dept. of Computing Science, University of Alberta, 1997. Also: http://web.cs.ualberta.ca/~joe/Preprints/Sokoban(ĕçлемен каçă)

Вуламалли

  • +Клименков А.
    −{{{2}}}
    Культ сокобана // Компьютерра : журнал. — 2007. — 1 Ҫурла уйӑхӗн (№ 27—28 (695—696)). 2014 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Sokoban статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.