Çĕнĕ Сиктĕрме

Çĕнĕ Сиктĕрме (тут. Яңа Сихтермә, выр. Новая Сихтерма) — Тутарстанăн Элкел районĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ.

Тавралăх

Ял тытăмĕ, йышĕ

2002-мĕш çулта ялта 79 çын пурăннă, вĕсенчен 95% — чăвашсем[2].

Ялти урамсен вырăсла  ячĕсем: улица Лесная, улица Майская. Чăвашла ятсем паллă мар.

Истори

Тутарстанти Элкел районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Анат Качаел (Нижнее Качеево), Анатри Ҫӗньял (Нижнее Колчурино), Аппак (Аппаково), Кивӗ Матак (Старые Матаки), Кивӗ Тахтал (Старая Тахтала), Кивӗ Тӑмпа (Старая Тумба), Пасарлӑ Матак (Базарные Матаки), Пурисел (Борискино), Сушка, Ҫӗнӗ Сиктерме (Новая Сихтерма), Ҫӗнӗ Тахтал (Новая Тахтала), Тури Ҫӗньял (Верхнее Колчурино), Тури Качаел (Верхнее Качеево), Тепелкей Матак (Верхние Матаки), Тутар Шапка (Татарское Шапкино), Тяжбердино, Хӑрата (Старая Худара), Хуракӳл (Каракули), Хусанкай (Хузангаево), Чӑваш Парнайӗ (Чувашское Бурнаево), Чӑваш Шапка (Чувашское Шапкино), Черная Речка, Чувашский Брод[3].

Паллă çынсем тата ытти харкамлăхсем

  • КАРШ (ГАЗИЗОВА) ТАИСИЯ ДМИТРИЕВНА (1923 çур.)[4] — ВОВра телефонистка пулса çапăçнă.

Вуламалли

  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.

Темӑпа ҫыхӑннисем