Хăрата

Кивӗ Хӑрата (тут. Иске Карата, выр. Старая Хурада) — Татарстанри Элкел районӗнчи ял. Вӑл Хӑрата ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ шутланать.

Тавралӑхӗ

Ял республикӑн кӑнтӑр пайӗнче вырнаҫнӑ. Вӑл Ата юханшыв хӗрринче вырнаҫнӑ. Район центрӗнчен (Пасарлӑ Матак ялӗччен) тӳррӗн 13 км[1]. Ял тинӗс шайӗнчен 109 м ҫӳллӗшре ларать[2].

Урамсем

Ялта ҫак урамсемпе тӑкӑрлӑксене регистрациленӗ[3]:

  • 1-мӗш Май урамӗ;
  • 1-мӗш тӑкӑрлӑк;
  • Ҫырмахыҫ урамӗ;
  • Лавкка урамӗ;
  • Ҫырма урамӗ;
  • Ҫӗнтерӳ урамӗ;
  • Юханшыв урамӗ;
  • Шкул урамӗ.

Ата юханшывӗ(выр.)чăв. яла икӗ пая уйӑрать. Сулахай ҫыранта Юханшыв тата 1-мӗш Май урамӗсем вырнаҫнӑ. Ытти урамсем — сылтӑм енче.

Климат

Ял территорийӗ вӑтам континенталлӑ климат тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Кунта хӗлле сивӗ, ҫу кунӗсем ӑшӑ пулаҫҫӗ[4].

Сывлӑшӑн ҫулталӑкри вӑтам температури +2,8 °C танлашать. Чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (вӑтам температура −13…−14 °C). Чи ӑшӑ уйӑх — утӑ уйӑхӗ (вӑтам температура +18…+20 °C).

Ҫулталӑк хушшинче 430–540 мм нӳрӗк ӳкет. Шыв пӑсланни — 550–570 мм шайӗнче[4].

Историйӗ

Яла XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче никӗсленӗ. Ӑна Кивӗ Иштупай (хальхи Ерепьел) ялӗнчен куҫса килнӗ ҫынсем пуҫласа янӑ. Революцичченхи документсенче Нижняя Иштубаева, Большая Хурада, Ихурата тата Харата ятпа палӑртни тӗл пулать.

1860-мӗш ҫулсемччен вырӑнти хресченсем патшалӑхрисен йышне кӗнӗ. Вӗсен хушшинче ясак тӳлекенсем, удел хресченӗсем, тӗне кӗнӗ чӑвашсем тата вырӑссем пулнӑ. Хуҫалӑх ӗҫӗн никӗсӗнче ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнӑ.

1887 ҫулта ялта земство шкулӗ(выр.)чăв. ӗҫлеме пуҫланӑ. Уҫӑлнӑ вӑхӑтра унта 20 арҫын ачапа 3 хӗрача вӗреннӗ. 1903 ҫул тӗлне вӗренекенсен шучӗ 30 арҫын ачапа 15 хӗрача таран ӳснӗ. Каярахпа чиркӳ прихучӗн шкулне те уҫнӑ. 1903 ҫулта унта 18 арҫын ача вӗреннӗ. 1893 ҫулта йывӑҫран Козьмодемьянски чиркӗвне туса лартнӑ. 1930-мӗш ҫулсенче ӑна хупнӑ (унӑн ҫуртӗнче тырӑ ампарӗ йӗркеленӗ, каярахпа салатнӑ). XIX–XX ӗмӗрсен чики хушшинче ялта виҫӗ пӗчӗк лавкка ӗҫленӗ. Община ҫӗрӗ 2708 теҫеттинпе танлашнӑ[1].

1930-мӗш ҫулсенчи коллективизаци колхоз йӗркелеме хистенӗ. 1959–1991 ҫулсен тапхӑрӗнче ял Ленин ячӗллӗ пысӑк колхозӑн тӗп вырӑнӗ пулнӑ. 1992–1998 ҫулсенче кунта «Авангард» ял хуҫалӑх таварӗсене туса илекенсен кооперативӗ ӗҫленӗ. Совет тапхӑрӗнче яла аталантарас ӗҫе колхоз председателӗ И. П. Питеркин пысӑк тӳпе хывнӑ.

2006 ҫулта Ата юханшыв(выр.)чăв. урлӑ тимӗр-бетон кӗпер хывнӑ[1].

Административлӑ пайлану

1920 ҫулччен Хӑрата Хусан кӗпӗрнинчи Спасск уесӗн Элкел вулӑсне кӗнӗ. 1920 ҫултанпа Тутар АССРӗн Спасск кантонӗн йышне кӗнӗ. Малашне ял темиҫе хут та район пӑхӑнӑвне улӑштарнӑ: 1930 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗнчен пуҫласа — Элкел районӗнче пулнӑ, 1944 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнчен — Юхмач районӗнче, 1956 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнчен — каллех Элкел районӗнче, 1963 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен — Куйбышев районӗнче, 1965 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнчен вара ҫӗнӗрен Элкел районӗнче ҫирӗпленнӗ[1]. Хальхи вӑхӑтра вӑл Кивӗ Хӑрата ял тӑрӑхӗн центрӗ шутланать.

Халӑх йышӗ

Ялти ҫынсен йышӗ (ҫын):

1782 1859 1897 1908 1920 1926 1938 1949 1958 1970 1979 1989 2002 2010 2015 2023
139[~ 1] 665 1256 1493 1252 942 595 518 521 500 399 299 271 243 279 273[5]

2002 ҫулхи халӑх ҫыравӗн пӗтӗмлетӗвӗпе, пӗтӗм халӑх йышӗнчен 84 % чӑвашсем пулнӑ[6]. 2015 ҫулта халӑх йышӗ 279 ҫынпа танлашнӑ. Тӗпрен илсен, вӗсем чӑвашсем[1].

Экономика

Ял ҫыннисене ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерекен тӗп вырӑн — «Хузангаевское» тулли мар яваплӑ общество. Кунта вырӑнти халӑх ӳсентӑран ӗрчетессипе тата сӗтпе аш-какай паракан шултра мӑйракаллӑ выльӑх тытассипе ӗҫлет[1].

Социаллӑ инфраструктура

Ял территорийӗнче пуҫламӑш шкул (Хусанкай вӑтам шкулӗн филиалӗ; 2009 ҫулччен тӗп шкул шутланнӑ), ача пахчи, культура ҫурчӗ (ун ҫумӗнче 1990 ҫултанпа «Ивушка» вокал ушкӑнӗ ӗҫлет), вулавӑш тата фельдшерпа акушер пункчӗ (2013 ҫултанпа ҫӗнӗ ҫуртра вырнаҫнӑ) пур[1].

Палӑксем

1980 ҫулта Ҫырма урамӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисене халалласа мемориал комплексне туса лартнӑ. 4 м ҫӳллӗш стеллӑна тимӗр-бетон плитасенчен ӑсталанӑ, сӑрӑ тӗспе сӑрланӑ, хурми — тӳр кӗтеслӗ. Ун ҫине вӑрҫӑра пуҫ хунӑ ял ҫыннисен хушамачӗсене ҫырса тухнӑ, ҫавӑн пекех «Никто не забыт, ничто не забыто!» ҫырнине вырнаҫтарнӑ. Композицие Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн барельефӗпе каска тӑхӑннӑ автоматлӑ салтак кӗлетки сӑнарлаҫҫӗ[7].

2016 ҫулта ҫӗнӗрен юсаса лартнӑ Сӑваплӑ Козьмапа Демиан чиркӗвне уҫнӑ[1]. Унсӑр пуҫне, 2020 ҫулта ял масарӗнче йывӑҫ часавай туса лартнӑ[8].

Паллӑ ҫыннисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Старая Хурада (выр.). Татарика. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  2. ^ Staraya Khurada (англ.). Mapcarta. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  3. ^ Старая Хурада Село (выр.). КЛАДР. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Алькеевский район (выр.). RegionsRF. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  5. ^ О поселении (выр.). Алькеевский муниципальный район. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  6. ^ Коряков Ю. Б. База данных «Этно-языковой состав населённых пунктов России» (выр.). lingvarium.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ.
  7. ^ Стела в селе Старая Хурада (выр.). tatfrontu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.
  8. ^ Старая Хурада. Неизвестная часовня (выр.). sobory.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗ.

Комментарисем

  1. ^ Арҫынсене кӑна шута илнӗ

Каҫӑсем

  • Хӑрата «Татарика» онлайн-энциклопедире.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем