Çатракасси вăтам шкулĕ (Муркаш районĕ)
Çатракассинчи вăтам шкул | |
Никĕсленĕ | 1901 |
---|---|
Тĕс | Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул |
Адрес | Çатракасси, Муркаш районĕ, Чăваш Ен |
Çатракасси вăтам шкулĕ, — Муркаш районӗнче вырнаçнă Çатракасси ялĕнчи вăтам шкул.
2001 çулта пурĕ 15 класс пулнă, 272 ача (вĕсенчен 134 хĕрача) вĕреннĕ, 31 вĕрентекен ĕçленĕ. Вĕрентекенсенчен 27-ĕщĕ аслă пĕлӳллĕскерсем пулнă.
Шкулăн 12 компьютер, автомобиль пур. Шкул хыççăн 9,96 гектар çĕр çирĕплетнĕ. Шкул вулавăшĕнче 11900 кĕнеке упранать.
Истори
Сетой ялĕнче земство училищи уçăлнă. Училище ятарласа лартнă çуртра вырнаçнă пулнă.
1918 çултанпа тăватă класлă пуçламăш шкул пулса тăнă. 1940-мĕш çултанпа тулли мар вăтам шкул шайне кĕртнĕ. 1962 çултанпа сакăр класс вĕренмелли шкул пулса тăнă, 1965 çултанпа вара — вăтам шкул.
1951/1952 çулсенче шкулта 202 вĕренекен вĕреннĕ, 12 вĕрентекен ĕçленĕ. Шкул вулавăшĕнче 962 кĕнеке пулнă. 1963 çулта 293 вĕренекен, 15 вĕрентекен пулнă.
Каçăсем
Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку çутĕç пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |