Çеккунт (паллă тăвасси: с; тĕнчери паллă: s) — вăхăтăн пĕтĕм тĕнчери виçев пĕрчи, СИ тата СГС тытăмсенчи тĕпре тăракан пĕрчĕсенчен пĕри. Кунсăр пуçне МКС, МКСА, МКСК, МКСГ, МКСЛ, МСК, МСС, МКГСС тата МТС тытăмсенче те тĕпре тăрать[1].