Çытăр Ехримĕ

Çытăр Ехримĕ (чăн ячĕ]] Сидоров Ефрем Сидорович, 1846, Сали, Пĕкĕлме уесĕ, Ӗренпур кӗпӗрни[d], Раҫҫей империйӗ1921, Старое Серёжкино, Тутарстанăн Çарăмсан районĕ, РСФСР[d]) — хӑй тӗллӗн вӗреннӗ сӑвӑҫ, сăвăсемпе такмаксем хайланă çын[1].

Пурнăçĕ

Çытăр Ехримĕ — 1846-мĕш çулта Ӗренпур кӗпӗрнинчи Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕнчи Шунтал районне кĕрет) Сали ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Хăй те ĕмĕр тăршшĕпе Кивĕ Шешкел ялĕнче (халĕ Тутарстанти Çарăмсан районĕ) хресчен ĕçĕпе пурăннă. 1921 çулта выçлăх вăхăтĕнче вилнĕ[2].

Пултарулăхĕ

«Авалхи чăваш сăвăçисемпе юрăçисем» категориушкӑнри ытти чылай ятсемпе танлаштарсан, Çытăр Ехримӗн ячĕ чăнах та питĕ шанчăклăн чăнлăхпа çыхăнса тăрать. Ун ячĕпе çыхăнтаракан такмаксемпе юрăсене унăн тесе шанчăклăнах калама пулать. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшне авторĕ пурăннă вăхăтрах, — 1912—1913 çулсенче, — ялти вӗрентекенсем ( Н. Соленцов, Ефим Николаев, Н. Богданов) çыра-çыра илнĕ[1]. Текстсене сыхласа хăварас ĕçре Н. В. Никольский те хăйĕн тӳпине хывнă, унӑн архивӗ паян Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранать (унта Ҫитӑр Ехримӗн хайлавӗсем тата Самар чӑвашӗсен 19-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫырса илнӗ сӑмахлӑх еткерлӗхӗ пур)[2].

Сăвăç пурăннă тăрăхра та, халăх хушшинче, унăн хайлавĕсем халĕ те упранса юлнă пек калаçаççĕ.

1860-мӗш ҫулсенче Венгри ӑсчахӗсем унран ҫырса илнӗ «Дунай юррисем» (2 вариант пур) пӗлтерӗшлӗ[2].

Çытăр Ехримĕн хайлавĕсем

  • Кириле (1907);
  • Микихвĕр (1910 тĕлĕ);
  • Чăтарлăсем (1910 тĕлĕ);
  • Анкарти (1910 тĕлĕ);
  • Пирĕн çĕршыв (1910 тĕлĕ);
  • Çитмĕл çулхи старик (1910 тĕлĕ);
  • Çула тухнă çын шăнса вилес умĕн юрланă юрă (<1913—1917>)[1][2].

Вуламалли

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. II том. Шупашкар, 1988. — С.361.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 В. А. Ендеров. Сидоров Ефрем Сидорович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 9-мӗшӗ.