Юмарт Геннадий Фёдорович

Юмарт Геннадий Фёдорович (чăн хушамачĕ Трофимов), (1938, ҫу, 5, Чăваш АССР, Красноармейски районӗ, Кайри Карăк ялĕ — 12.1.2020, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ, фольклор пухаканĕ, текстолог. СССР Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1985)[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1938 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРӗн Красноармейски районĕнче вырнаçнă Кайри Карăк ялĕнче çуралнă.

1961 çулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика институтӗнче вĕренсе тухнă.

1961—1965 ҫулсенче Куйбышев облаҫӗнчи шкулсенче, 1965—1970 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче илемлӗ литература редакторӗнче ӗҫленӗ. 1970—2000, 2004—2009 ҫулсенче ЧАССР Министрсен Совечӗ ҫумӗнчи чӗлхепе литература, истори тата экономика ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче (халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ) кӗҫӗн, аслӑ ӑслӑлӑх сотрудникӗ пулса ӗҫленӗ. 2001—2006 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ пулнӑ.

Аача-пӑча юрӑ фольклорӗпе, халӑх эпосӗпе, чӑвашсен тата Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑхсен литературин фольклор йӑли-йӗркипе ӗҫлекен специалист. Вӑл ултӑ томлӑ «Чӑваш халӑх фольклорӗ», «Халӑх эпосӗ» тата ытти кӗнекесене редакциленӗ. К. В. Иванов, Г. А. Кореньков, Ҫеҫпӗл Мишши, И. Е. Тӑхти, В. Е. Митта, Н. В. Никольский тата ытти пултарулӑх еткерлӗхне тӗпченӗ, вӗсен сочиненийӗсен пуххисене кӑларма хатӗрленнӗ ҫӗре хутшӑннӑ. «Чӑваш ача-пӑча литератури», «Пӗчӗккисен кёнеки» (соавтор) кӗнекесен авторӗ, пухса-хатӗрлекенӗ. Ӑслӑлӑх ӗҫӗ-хӗлне литература пултарулӑхӗпе ӑнӑҫлӑ ҫыхӑнтарнӑ. Фольклористикӑпа литературоведени енӗпе 50 ӑслӑлӑх ӗҫӗ пичетленӗ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Вырăс, украин, венгр, болгар, латыш, поляк, тутар тата ытти халăх поэчĕсен сăввисене чăвашла куçарнă.

Кĕнекесем

  • «Тивĕç: сăвăсем». Шупашкар, Чăваш АССР кĕнеке изд-ви, 1969.
  • «Тĕрек: сăвăсем». Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1983.
  • «Кĕмĕл алтăр: сăвăсем, куçарусем». Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1988.
  • «Çул курăкĕ» (1993)
  • «Авалхи хавал: сăвăсемпе поэмăсем». Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 2001.
  • «Халăх сăмахлăхĕ» (2003)
  • «Халал сӑввисем». Шупашкар, 2003.
  • «А.С. Пушкин чӑвашла янӑрать: статьясемпе сӑвӑсем». Шупашкар, 2004.
  • «Асаттесем: поэмăсем», Шупашкар, 2006.
  • «Манӑн Бичурин: статьясем, сӑвӑсем, куҫарусем», Шупашкар, 2007.
  • Юмарт Г.Ф. Вопросы чувашского литературоведения, перевода и фольклористики: тезисы, статьи, рецензии, обзоры / сост. И.В. Софронова 2021 ҫулхи раштавӑн 8-мӗшӗнче архивланӑ.. Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 2013. 292 с.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1988);
  • К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗ лауреачӗ (1988);
  • В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ (1987);
  • Н. Янгас ячӗллӗ преми лауреачӗ (1999);
  • П. Хусанкай ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Юмарт, Геннадий Федорович (литературовед; 05.05.1938-12.01.2020) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Геннадий Юмарт [Текст] : буклет / Союз писателей ЧАССР, 1988. - 5 с.
  • Анатольев, Н. 60 çул та чикĕ мар / Н. Анатольев // Хыпар. – 1998. – 6 çу.
  • Геннадий Юмарт 60 çул тултарчĕ // Çилçунат. – 1998. – № 5. – С. 5.
  • Степанова, О. Чĕре хелхемĕнчен чĕм илнĕ йĕркесем / О. Степанова // Тăван Атăл. – 1999. – № 9. – С. 53–54.
  • Чекушкина, Е. П. Геннадий Юмарт поэзийӗнчи авалхи чӑваш тӗнчи / Е. П. Чекушкина // Ашмаринские чтения : материалы Всерос. науч. конф., 19-20 окт. 2006 г., Чебоксары / Чуваш. гос. ун-т им. И. Н. Ульянова. – Чебоксары, 2007. – С. 303-307.
  • Чекушкин, В. Тĕрек шыраса / В. Чекушкин // Тăван Атăл. – 1988. – № 5. – С. 62–66.
  • Юман, А. 70 ҫулти Геннадий Юмарта : [сӑвӑ] / А. Юман // Хыпар. – 2008. – 30 ҫу. – С. 3. – (Литературӑпа ӳнер кӑларӑмӗ / кӑларӑма Н. Смирнова хатӗрленӗ).
  • Юмарт, Г.Ф. Геннадий Юмарт: «Тӑван сăмаха, юрра–кĕвве ăша хывсан ăс–халăрпа чунăр асамат пек илемлĕ пулĕ» / Г. Юмарт ; П. Кузьмин калаçнă // Тантăш. – 2003. – 8 çу (№ 19). – С. 9.
  • Юмарт, Г. Ф. Сӑвӑҫ-тӗпчевҫӗн ҫӗнӗ ӗҫӗсем / Г. Ф. Трофимов-Юмарт ; Ӑсан Уҫӑпӗ [калаҫнӑ] // Хыпар. – 2010. – 14 кӑрлач. – С. 4.
  • Афанасьев, П. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 533–534.
  • Денисова, С. Гений поэта вдохновляет / С. Денисова // Чăваш ен.– 1999.– 24–31 июля (№ 29).– С. 4.
  • Ендеров, В. О крае родном / В. Ендеров // Чебоксар. новости. - 2008. - 8 мая.
  • Родионов, В. Г. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович / В. Г. Родионов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 693.
  • Софронова, И. В. Образ Булгарского государства в лирике Г. Ф. Юмарта / И. В. Софронова // Актуальные проблемы обучения языкам и литературе в современных условиях : материалы Межрегион. науч.-практ. конф. – Чебоксары, 2009. – С. 118-120.
  • Студенцова, А. А. Образ предков в творчестве Г. Юмарта / А. А. Студенцова // Науч.-информ. вестн. докторантов, аспирантов, студентов. – 2010. – № 1. – С. 169-175.
  • Тимуков, А. Н. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 509.
  • Трофимов (Юмарт) Геннадий Федорович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. – Чебоксары, 2005. – С. 82.
  • Трофимов (Юмарт) Геннадий Федорович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930–2005. – Чебоксары, 2005. – С. 154.
  • Хузангай, А. В поисках золотой птицы // Хузангай, А. Поиск слова / А. Хузангай. – Чебоксары, 1987. – С. 139–142.
  • Ялгир, П. Юмарт (Трофимов) Геннадий Федорович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 149.

Темӑпа ҫыхӑннисем