Хусанкай Атнер Петрович

Хусанкай Атнер Петрович (1948, юпа, 8, Чăваш Ен, Шупашкар çур.) — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1977), профессор, чĕлхеçĕ, литература тишкерӳçи, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ, ЧНК пĕрремĕш президенчĕ[1], ЧНК хисеплĕ президенчĕ.

Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1989), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ (1998), Латви журналисчӗсен Союзӗн премийӗн лауреачӗ (1987), «Дружба народов» журнал лауреачӗ (1987), И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002).

Пурнăçĕ

1948 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Шупашкар хулинче çуралнă.

Амăшĕ - чăваш халăх артистки Вера Кузьмина, ашшĕ - чăваш халăх сăвăçи Петӗр Хусанкай.

1966-1972 çулсенче Атнер Хусанкай Ленинград патшалăх университечĕн тухăç факультетĕнче, 1973-1976 çулсенче СССР Ăслăх Академин Тухăç пĕлĕвĕ институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. 1978—1990 çулсенче Атнер Хусанкай Чăваш патшалăх университечĕнче ĕçленĕ. 1990 çултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗнче чĕлхе пĕлĕвĕн пай пуçлăхĕ.

Атнер Петрович Хусанкай чăваш тата вырӑс чӗлхисемсĕр пуçне акăлчан, арап, франс, нимĕç, турккă чĕлхисене аван пĕлет, арап чĕлхин диалекчĕсенчи пĕр тата икĕ хутăш йышлă сĕнӳсене, сĕнĕвĕн тĕп пайĕсене, чăваш чĕлхинчи арап-перс элеменчĕсене тишкерет.

Кун çути курнă ĕçĕсем

  • Поиск слова. Ч., 1987;
  • Проблема языкового существования чувашского этноса и перспективы языковой политики // Проблемы национального в развитии чувашского народа. Ч., 1999;
  • Поэт Айги и художники (опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания). Ч., 1998;
  • Путешествие по периферии к центру языка // Библиотека журнала «Халăх ăс-хакăлĕ», № 5(9). Ч., 2003.

Вуламалли

  • Хусанкай А.П. Поиск слова. Литературно-критические статьи. - Чебоксары: Чувашгосиздат., 1987. 191 с.
  • Атнер Хусанкай. Поэт Айги и художники (Опыт философской интерпретации поэтического и художественного сознания. - Чебоксары, 1998.
  • Текст, метатексты и путешествия. - Чебоксары: Руссика, 2003. 387 с.

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем