Кузьмина Вера Кузьминична
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Вера Кузьминична Кузьмина (1923 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Енӗш Нӑрваш, Чӑваш автономи облаҫӗ — 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗ[1], Шупашкар) — Совет тата Раҫҫей театр актриси, илемлӗ сӑмах ӑсти (вулавҫӑ). К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки (1947—2021).
СССР халӑх артисчӗ (1980), К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССРӗн Патшалӑх премийӗн (1991) тата Вырӑс наци театрӗн «Ылтӑн маска» премийӗн (2018) лауреачӗ. Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (2003)[2].
Биографийӗ
Вера Кузьмина 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Енӗш Нӑрваш ялӗнче (халӗ — Тӑвай районӗнче, Чӑваш Ен, РФ) ҫуралнӑ.
Мускавра А. В. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ (ГИТИС). Пӗрремӗш вӗрентекенӗ Мускаври театр ӳнерӗн (МХАТ) актёрӗ М. М. Тарханов пулнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан аслӑ шкулти ытти студентпа пӗрле Смоленск тата Мускав ҫывӑхӗнче хӳтӗлев сооруженийӗсене тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. 1943 ҫултан вӗренӗве таврӑннӑ[3].
1947 ҫултанпа Шупашкарти К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ, театрӑн ертсе пыракан актриси пулнӑ.
Сцена ҫинче 100 ытла роль вылянӑ. Театрта 60 ҫул ытла ӗҫленӗ хушӑра чӑваш сцени ҫинче вырӑс тата ют ҫӗршыв классикинчи, ҫавӑн пекех наци чӑваш литературипе драматургийӗн хайлавӗсенчи сӑнарсене калӑпланӑ. Хӗрарӑм ролӗсен хушшинче ҫак спектакльсенче амӑшӗн сӑнарӗсем палӑраҫҫӗ: «Хура ҫӑкӑр» (Н. Ф. Ильбеков), «Юнлӑ туй» (Ф. Гарсиа Лорка), «Ҫӗпӗр дивизийӗ» тата «Куккук ҫаплах авӑтать» (Н. Т. Терентьев), «Нарспи» (К. В. Иванов), «Айдар» (П. Н. Осипов), «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» (Б. Б. Чиндыков) тата ыттисем.
Радиора ӗҫленӗ: сӑвӑсем, калавсем тата повеҫсем вуланӑ. Радио-тата телеспектакльсене хутшӑннӑ. 1952 ҫултанпа чӑвашла 300 ытла кинофильм дублированине хутшӑннӑ. Чылай ҫул хушши Совет культура фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн председателӗ пулнӑ.
К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актриса 80 ҫул тата 85 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Вера Кузьминична хӑй 80 ҫул тултарнӑ тӗле Ф. Гарсиа Лорка пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Бернарда рольне хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри общество ӗҫне ертсе пынӑ, республикӑри мероприятисене, фестивальсене, куравсене, конкурссене, тӗлпулусене хастар хутшӑннӑ.
2013 ҫулта Екатеринбургра иртнӗ хальхи драматургин «Коляда-Plaus» XII Пӗтӗм тӗнчери фестивальне хутшӑннӑ, унта «Шанель пике» спектакльте Сара Абрамовна рольне вылянӑ. Спектакле Гран-при ҫӗнсе илнӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри театр пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн правлени членӗ пулнӑ.
1994 ҫулта актрисӑн пултарулӑхӗ пирки В. Н. Алексеевӑн сценарийӗпе «Вӑхӑт ҫаврӑнӑшӗ» документлӑ фильм ӳкернӗ («Чӑвашкино» тата Хусанти кинохроника студийӗ)[4].
Вера Кузьмина 2021 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнче Шупашкарта чылай вӑхӑт йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн 98 ҫула кайсан вилнӗ[5]. Унпа 2021 ҫулхи юпан 24-мӗшӗнче К. В. Иванова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче сывпуллашнӑ[6]. Ӑна ҫав кунах Шупашкар хулинчи 1-мӗш масар ҫинче упӑшкипе, Чӑваш халӑх поэчӗпе Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ[3].
Пултарулӑхӗ
Театрти рольсем
- Ульяна Громова (А. А. Фадеев, «Ҫамрӑк гварди», 1947)
- Тоня (Л. А. Малюгин, «Ӗлӗкхи туссем», 1947)
- Таня (А. Н. Арбузов, «Таня», 1954)
- Надя (Н. Т. Терентьев, «Мӗн-ши вӑл телей?» , 1958)
- Хӗр (М. Горький, «Старик», 1960)
- Марта (Ю. Коженёвский, «Карпат тавӗсем», 1963)
- Кӗтерук (Н. С. Айзман, «Кай, кай Ивана»), 1965,1974)
- Сентиер амӑшӗ (П. Н. Осипов, «Айтар», 1965,1988)
- Анисья (Л. Н. Толстой, «Сӗмлӗх влаҫӗ», 1966)
- Сайде амӑшӗ (Н. Ф. Ильбеков тата Г. К. Микушкин тӑрӑх, «Хура ҫӑкӑр», 1968)
- Нина (В. П. Романов, «Никита Бичурин», 1969)
- Феодора (Н. Т. Терентьев, «Сансӑр пурнӑҫ ҫук» (Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ, 1970)
- Амӑшӗ (Н. Т. Терентьев, «Ҫӗпӗр дивизийӗ», 1976)
- Крупская (Ю. П. Чепурин, «Юрсем», 1971)
- Полинка (А. Е. Макаёнок, «Трибунал», 1972)
- Ворожея (Н. Т. Терентьев, «Ҫӗр тата хӗр», 1972)
- Амӑшӗ (Ф. Гарсиа Лорка, «Юнлӑ туй», 1974)
- Кошер (Г. Д. Хугаев, «Андро тата Сандро», 1977)
- Комариха (В. Г. Распутин, «Мария валли укҫа», 1978)
- Михетер арӑмӗ (К. В. Иванов, «Нарспи», 1979)
- Курак (Я. Г. Ухсай, «Тутимӗр», 1979)
- Пелагея (Н. Т. Терентьев, «Ҫылӑх», 1980)
- Ильинична (М. А. Шолохов, «Лӑпкӑ Дон», 1981)
- Клавье (Н. Т. Терентьев, «Пушар лаши», 1986)
- Ненила (И. Гладких, «Ют хӗр», 1989)
- Амӑшӗ (Б. Чиндыков, «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», 1990)
- Ренод асанне (А. Додэ, «Арлезианка», 1994)
- Хор пуҫӗ (Н. Сидоров, «Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗ», 1995)
- Эухени асанне (А. Касона, «Йывӑҫсем тӑрсах вилеҫҫӗ», 1996)
- Бернарда (Ф. Гарсиа Лорка, «Альба Бернарда ҫурчӗ», 2003)
- Унеслу (Н. Сидоров, «Ҫӑлтӑр сӳннӗ каҫ»)
- Хура Чӗкеҫ (Б. Б. Чиндыков, «Хура Чӗкеҫ»). Борис Чиндыков драматург: «Хура чӗкеҫ» монодрамӑна <…> Вера Кузьмина валли ҫыртӑм, укҫа кирлӗ мар мана, лартӑр кӑна. <…> анчах пӗр услови лартатӑп: Вера Кузьмина ку рольте вылямасан е ӑна выляма пӑрахсан договор хӑй тӗллӗнех вӑя ҫухатать. <…> пьесӑна ман условисемпе лартасшӑн пулмарӗҫ. <…> Вера Кузьминан кинӗ Гажидма Домбаевна, Атнер Хусанкай арӑмӗ, ҫав вӑхӑтра республикӑн ун чухнехи культура министрӗ Петр Краснов патне кайса килнӗ. Вӑл хушнипе кӑна спектакле ҫапах та лартрӗҫ»[7].
- Крохина (Э. В. Брагинский, «Авантюристка»)
- Мита кинемей (Й. Йовков, «Албена»)
- Айша апай (А. Хмыт, «Чыс хакӗ»)
- Альтук (А. Пӑртта, «Укҫа чул кастарать»)
- Сара Абрамовна (Н. В. Коляда, «Шанель пике»)
- Пӗрремӗш хӑна (А. Н. Островский, «Чухӑнлӑх инкек мар»)
- Спиридоньевна (А. Ф. Писемский, «Синкерлӗ шӑпа»)
- Смирнова Надежда Константиновна (В. Ляпин, «Чикагӑри кукаҫин пурлӑхӗ»)
- Акулина (И. С. Максимов-Кошкинский, «Константин Иванов»)
- Илья кукамӑшӗ (Н. Т. Терентьев, «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере»)
- Санькка арӑмӗ (А. А. Тарасов, «Туя туй пек тӑвар-и?» )
- Цветаева (М. Горький, «Мещансем)
- Сы Фын (Цао Юй, «Урган»)
- Мильфорд леди (Ф. Шиллер, «Юратупа курайманлӑх»)
- Галя (Т. Г. Шевченко, «Стодоль Назарӗ»
- Варвара (Н. Сидоров, «Вун ҫиччӗре ҫунать чӗре»)
- Матрёна (А. Большаков, «Юратӑва пурте тивӗҫ»)
- Сутуҫӑ (А. А. Цагарели, «Ханума»)
- Елена Павловна (Г. С. Рябкин, «Ку хӗрте темскер пурах …» )
- Амӑшӗ (Н. Т. Терентьев, «Куккук ҫаплах авӑтать»)
Фильмографи
- 1990 — «Ловкач тата Хиппоза» — Ксюша кинемей
Фильмсенче ӳкерӗнни
- 1994 — «Вӑхӑт ҫаврӑнӑшӗ» (документлӑ фильм)
Ҫемйи
- упӑшки — Пётр Петрович Хусанкай (1907—1970), чӑваш поэчӗ, Чӑваш АССР халӑх поэчӗ (1950).
- ывӑлӗ — Атнер Петрович Хусанкай (1948 ҫулта ҫуралнӑ), филолог, литература критикӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ.
Хисепе тивӗҫни
СССР тата Раҫҫей наградисем
- Халӑхсен туслӑхӗн орденӗ (1983)
- РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки (1968)
- РСФСР халӑх артистки (1975)
- СССР халӑх артистки (1980)[8]
- IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (1999 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ) — ҫӗршыври театр искусствине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[9]
- Хисеп орденӗ (2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗ) — ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн, гуманитари тытӑмӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, саккун тӑвас тата общество ӗҫӗсене хастар хутшӑннӑшӑн, нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[10]
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль (1944)
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль.
- «Паттӑр ӗҫленӗшӗн. В. И. Ленин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май» медаль
- Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Тавӗ (2019 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗ) — культурӑпа искусствӑна аталантарас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[11]
Регион шайӗнчи чыславсем
- Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ (2003)
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2008)
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артистки (1958)
- Чӑваш ССРӗн К. В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗ (1991)
- Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хисеп хучӗсем (1953,1981)
- Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗн тата Паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ (1973)
Общество наградисем
- «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республика конкурсӗн «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацийӗн лауреачӗ (Бернарда — Ф. Г. Лоркӑн «Альба Бернардӑн ҫурчӗ», Сара Абрамовна — Н. В. Колядан «Шанель пике» (актёрсен ансамблӗ йышӗче))
- «Театр искусствин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» Раҫҫейри «Ылтӑн маска» наци театр премийӗ (2018)
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 https://pravdapfo.ru/news/ushla-iz-zhizni-vera-kuzmina/
- ^ Кузьмина Вера Кузьминична. artmuseum.ru. artmuseum.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кузьмина, Вера Кузьминична. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Олег Усков. Умерла народная артистка СССР Вера Кузьмина. Российская газета (22 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ Олег Усков. Умерла народная артистка СССР Вера Кузьмина (выр.). rg.ru. Российская газета (22 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
- ^ В Чебоксарах скончалась легендарная театральная артистка Вера Кузьмина (выр.). chv.aif.ru. АиФ-Чувашия (23 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
- ^ Болезнь орнаментализма , Wayback Machine çинчи 2021 ҫулхи акан 11-мӗшӗнчи копийӗ // сувары.рф
- ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР от 19 июня 1980 года № 2329—Х «О присвоении почетного звания «Народный артист СССР» тов. Кузьминой В. К.» // «Ведомости Верховного Совета Союза Советских Социалистических Республик». — № 26 (2048) от 25 июня 1980 года. — Ст.517.
- ^ Указ Президента РФ от 13 ноября 1999 г. № 1504
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 28 мая 2014 года № 374 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 27 февраля 2019 года № 52-рп «О поощрении». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗ.