Петӗр Хусанкай
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Петӗр Хусанкай (чăн ячӗ Хусанкай Пётр Петрович, çуралнă чухнехи хушамачӗ Казанков; 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ, Сиктĕрме-Хусанкай, Сăпас уесĕ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1970 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ[2], Шупашкар[2]) — чӑваш сăвăçи, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР халӑх сӑвӑҫи (1950).
Биографийӗ
Хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Иккӗмӗш ступеньти шкултан вӗренсе тухнӑ. Унтан Чӑваш педагогика техникумӗнче тата Хусанти Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче вӗреннӗ. 1957 ҫулта СССР Писательсен союзӗ ҫумӗнчи Аслӑ литература курсӗсенчен вӗренсе тухнӑ[3].
«Сунтал» журнал редакцин секретарӗ, «Коммунар» тӗп чӑваш хаҫачӗн (Мускав) куҫаруҫӑ тата литература консультанчӗ, ҫул ҫӳрекен корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. Пултарулӑх ӗҫне Петӗр Хусанкай обществӑпа патшалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе пӗрле пурнӑҫланӑ. Вӑл РСФСР Аслӑ Канашӗн, Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ. Чӑваш АССР ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн правлени председателӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. РСФСР тата СССР ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн правлени членӗ пулнӑ.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче рядовой боец тата дивизи хаҫачӗсен сотрудникӗ пулса фронтра пулнӑ. Йывӑр аманнӑ. Петӗр Хусанкай ячӗпе хальхи чӑваш поэзийӗн ӳсӗмӗ тата аталанӑвӗ ҫыхӑннӑ. Вӑл литературӑна тӑван халӑхӑн иртни, чӑн вӑхӑчӗ тата пуласлӑхӗ пирки тарӑн шухӑшлӑ нумай-нумай хайлавпа пуянлатнӑ.
Петӗр Хусанкай вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен нумай хайлавне (А. Пушкин, М. Лермонтов, М. Горький, В. Маяковский(выр.)чăв., В. Шекспир, Т. Шевченко тата ыттисенне те) чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл чӑваш поэчӗсен хайлавӗсене те вырӑсла куҫарнӑ, ҫав шутра — Константин Ивановпа Ҫеҫпӗл Мишшин[3].
Петӗр Хусанкай чӑваш ҫыравҫисен пултарулӑхне тӗпченӗ литературӑпа критика ӗҫӗсен авторӗ те. П. Хусанкайӑн поэзи анлӑшӗ питӗ сарлака. Унӑн пултарулӑхӗнче Раҫҫей, Украина, Беларуҫ, Латви, Грузи, Болгари, Куба, Чехословаки, Польша ҫинчен ҫырнӑ сӑвӑсем чылай вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
1970 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.
Ҫемье
- арӑмӗ — Вера Кузьмина (1923—2021), актриса, СССР халӑх артисчӗ (1980).
- хӗрӗ — Салампи, Санкт-Петербургра пурӑнать.
- ывӑлӗ — Атнер Хусанкай (1948 ҫ.ҫ.), филолог, литература критикӗ, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ; Шупашкарта пурӑнать.
Хайлавӗсем
П. Хусанкайӑн ӗҫӗсем:
- «Тӑван ҫӗршыв» поэма;
- «Таня» поэма (Зоя Космодемьянская(выр.)чăв. ҫинчен, 1942 ҫул, Сталин пирки асӑннине хуратнӑ хыҫҫӑн 1956 ҫулхи редакцийӗ),
- «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ роман.
- «Тилли юррисем» сӑвӑ ярӑмӗ.
Хусанкайпа унӑн хайлавӗсем ҫинчен, критика
- Геннадий Хлебников-Шанар «Чувашская литературная классика и её наследники».
Хисепӗсем
- Чӑваш АССР халӑх сӑвӑҫи (1950).
- К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш АССР патшалӑх премийӗ (1967),
- Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Ен Комсомолӗн премийӗ (1969)
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав (икӗ хут), Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсем, медальсем[4].
- Унӑн ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1967).
Астӑвӑм
Поэтӑн тӑван ялӗ 1981–2004 ҫулсенче Хусанкай ятлӑ пулнӑ. 2022 ҫулта Сиктӗрме ят ҫине улӑштарнӑ. 2002 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче ялта Петӗр Хусанкай ячӗллӗ музея чаплӑн уҫнӑ[5].
П. Хусанкай ячӗпе Шупашкар хулинчи, Ҫӗрпӳел ялти (Йӗпреҫ районӗ), Элмет хулинчи тата Пасарлӑ Матак (Тутарстан) салари урамсене ят панӑ.
Ҫавӑн пекех Шупашкарӑн Ленин районӗнче П. Хусанкай ячӗллӗ 49-мӗш вӑтам шкул пур, унта уйрӑм предметсене тарӑннӑн вӗрентеҫҫӗ.
Шупашкарта Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗ, ҫавӑн пекех Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче П. Хусанкай ячӗллӗ вулавӑшсем пур.
Шупашкарта 1960-1970-мӗш ҫулсенче вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинче (Ленин проспекчӗ, 38-мӗш ҫурт) асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ умӗнчи скверта унӑн бюст-палӑкне (2006) вырнаҫтарнӑ[6].
Мари халӑхӗнчен чи малтан халӑх сӑвӑҫи ятне тивӗҫнӗ, Петӗр Хусанкайпа куҫа-куҫӑн паллашнӑ Миклай Казаковӑн(выр.)чăв. Петӗр Хусанкая халалланӑ сӑвӑ пур, А. Казаков ӑна вырӑсла «Памяти Петра Хузангая» (1970) ят парса куҫарнӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ку псевдоним Петĕр Хусанкай çуралса ÿснĕ Сиктĕрме ялĕ Сувар хулашĕнчен тата хальхи Сувар (Кузнечиха) ялĕнчен аякрах мар вырнаçнипе çыхăннă
- ^ 1, 2, 3 Хузангай Пётр Петрович // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
- ^ 1, 2 Игнатьева А.П., Федотов В.А. Этнокультурное и этнофилософское наследие П. Хузенгая // НАЦИОНАЛЬНЫЕ ЯЗЫКИ И ЛИТЕРАТУРЫ В ПОЛИКУЛЬТУРНЫХ УСЛОВИЯХ : Сборник научных трудов. — 2018. — .
- ^ Петр Петрович Хузангай — биография
- ^ Информация о музее на сайте Алькеевского района
- ^ Хузангай Пётр Петрович // Чувашская энциклопедия (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
Вуламалли
- Хузангай Пётр Петрович // Чувашская энциклопедия (выр.). chuvenc.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 26-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Хузангай, Пётр Петрович( ӗҫлемен каҫӑ) — Литературная энциклопедия (выр.)