Стихван Шавлы

Стихван Шавли (ҫуралнӑ чухнехи ячӗ — Степан Антонович Шумков; (1910 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ, Чулçырма, Пĕкĕлме уесĕ, Самар кĕперни, Раҫҫей империйӗ1976 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн членӗ (1934), Чӑваш АССР халӑх сӑвӑҫи (1974)[2].

Стихван Шавлин пултарулӑхӗнчи уйрӑмлӑхсем — публицистика кӑмӑл-туйӑмӗ тата сатира енне туртӑнни. Унӑн хайлавӗсен тӗп темисем — совет халӑхӗн паттӑрлӑхӗпе ӗҫри хастарлӑхӗ[3][4][5][6].

Пурнӑҫӗ

Стихван Шавлы 1910 ҫулта Чулҫырма ялӗнче (халӗ Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗ) ирӗклӗ хресченсен Шумковсен ратнинчен тухнӑ Антон Александрович Шумков хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Степан хресчен ӗҫне ирех хӑнӑхнӑ, ҫиччӗре чухнех лашасене ҫӗрлехи кӗтӳне хӑвалама, акма, сухалама, сӳрелеме пуҫланӑ.

Атӑлҫири выҫлӑха пула тата ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ материаллӑ лару-тӑру питӗ япӑхланнине кура, 1921 ҫулта пулас сӑвӑҫ ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Харькова куҫса кайнӑ[7]. Амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн 1923 ҫулччен ача ҫуртӗнче пурӑннӑ тата вӗреннӗ[8]. Тӑван ене таврӑнсан вӗренме 1924 ҫулта ҫеҫ тытӑннӑ. Ҫав ҫулах вӑл аслашшӗ патне пурӑнма куҫнӑ.

1925—1927 ҫулсенче Степан Тӑварӑмри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулта вӗреннӗ, унтах комсомола кӗнӗ, пултарулӑх кружокӗсене хутшӑннӑ, хӑйӗн пӗрремӗш сӑввисене ҫырнӑ тата вӗсене шкулӑн стена хаҫатӗнче пичетленӗ, докладсемпе тухса калаҫнӑ[7]. Ун хыҫҫӑн Вырӑс Исаклинчи хресчен ҫамрӑкӗсен шкулӗнче вӗреннӗ.

1929 ҫулта ВКП(б)-н Чаллӑпуҫ райкомӗ янӑ тӑрӑх комсомол путёвкипе Степан Самарти энергорабфака вӗренме кӗнӗ, унӑн виҫӗ курс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1932 ҫулта[8] Самар педагогика институчӗн чӗлхепе литература факультетне куҫнӑ, унта вӑл 1935 ҫулччен вӗреннӗ[7].

Материаллӑ лару-тӑру йывӑр пулнине кура Степан Шумков пӗр вӑхӑт институтри вӗренӗве пӑрахса ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл облаҫри «Колхозник» чӑваш хаҫачӗн корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ. Облаҫри халӑх ҫутӗҫӗн уйрӑмӗн путёвкипе чӑваш районӗсенче Пушкин, Горький, Маяковский ҫинчен лекцисем вуланӑ, уйрӑм чӑваш ҫыравҫисене халалланӑ литература каҫӗсене ирттернӗ, колхоз ӗҫ-хӗлӗпе паллашнӑ, фольклор пухнӑ.

Института вӗренсе пӗтерме 1937 ҫулхи кӗркунне Хусан педагогика институтне куҫнӑ, унта вӑл 1939 ҫулта вӑтам шкул вӗрентекенӗн квалификацине илнӗ[8][2].

1939 ҫулта «Сунтал» журнал редакцийӗнче, ҫавӑн пекех Чӑваш кӗнеке издательствин литература секторӗн аслӑ редакторӗнче ӗҫленӗ[9][10]. Ҫав ҫулах «Коммунизм ялавӗ» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗ пулса тӑнӑ, унта вӑл вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче литература тата ӳнер уйрӑмӗн заведующийӗн должноҫӗнче тӑрӑшнӑ[9][10].

1944 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа Чӑваш АССР Министрсен Канашӗ ҫумӗнчи Радиокомитетӑн председателӗ пулнӑ[9][10]. 1954 ҫултанпа профессиллӗ литература ӗҫне куҫнӑ[9].

Пултарулӑхӗ

Шавлин пӗрремӗш хайлавӗсем 1931 ҫулта Самарти «Пӑр тапранчӗ» литература альманахӗнче[11] тата «Колхозник» (Самар хули) хаҫат страницисенче[2] пичетленсе тухнӑ. Унӑн нумай сӑввине 1917 ҫулхи Октябрь революцине, В. И. Ленина, граждан тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫисене халалланӑ. Шавли «Пӗрремӗш аслати» (1941) сӑвӑ кӗнекин, «Симӗс палӑк» (Ленин ҫинчен), «Киеври пионер» (1944), «Мадур Ягур» (1945), «Зоя» (1945; Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫинчен)[12], «Ҫӑлтӑрлӑ ҫын» (А. Г. Николаев космонавт ҫинчен) поэмӑсен авторӗ шутланать.

Чӑваш хӗрӗн-радисткӑн Зоя Семёнован паттӑрлӑхне халалланӑ «Зоя» поэмине тӑшман тылӗнче хӑрамасӑр ҫапӑҫнӑ геройпа сӑвӑҫ чунтан калаҫнӑ евӗр йӗркеленӗ[13].

Шавли «Пӳрнепе тӗллесе» сатира пуххине тата «Кӗсле тытрӑм аллӑма» очерксен пуххине ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Стихван Шавли чӑвашла М. Горькийӗн («Хӗрпе вилӗм», «Кӑйкӑр ҫинчен юрӑ», «Тӑвӑл кайӑкӗ ҫинчен юрӑ»), П. П. Ершовӑн («Кӗкӗрлӗ лаша»), И. А. Крыловӑн, М. Ю. Лермонтовӑн («Калашников купса ҫинчен юрӑ»), Н. А. Некрасовӑн, Я. Райнисӑн («Вӗр, ҫилкке!»)[14][15] тата ыттисен хайлавӗсене куҫарнӑ.

Астӑвӑм

  • 1953—1975 ҫулсенче вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинчи астӑвӑм хӑми (Шупашкар, Ефремов купса бульварӗ, 1).
  • 1975—1976 ҫулсенче вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫинчи астӑвӑм хӑми (Шупашкар, Гузовский урамӗ, 5)[16].
  • Шупашкарти Ленин районӗнчи Стихван Шавли урамӗ[17].
  • Каменка ялӗнчи Стихван Шавли ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музей кӗтесӗ[18].
  • 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнче сӑвӑҫӑн пултарулӑхне халалланӑ илемлӗ вулакансен облаҫри конкурсӗ иртнӗ[19].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Шавлы Стихван // Большая советская энциклопедия (выр.): [в 30 т.] / под ред. А. М. Прохоров — 3-е изд. — М.: Советская энциклопедия, 1969.
  2. ^ 1, 2, 3 Фёдоров Г.И. Шавлы Стихван // Электронная Чувашская энциклопедия. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «энц» определено несколько раз для различного содержимого Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «энц» определено несколько раз для различного содержимого
  3. ^ К 100-летию со дня рождения Степана Антоновича Шумкова (Стихвана Шавли). Государственный исторический архив Чувашской Республики (15 авӑнӑн 2010). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  4. ^ Стихван Шавли (Степан Антонович Шумков). PPT-online.org. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  5. ^ Шавли Стихван (Шумков Степан Антонович). Чувашский государственный художественный музей. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  6. ^ Шавли Стихван (Шумков Степан Антонович). Самарская областная универсальная научная библиотека. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2, 3 Константинова А.И. Тернистый путь к высоте (К 105-летию со дня рождения Шумкова Степана Антоновича (Стихвана Шавлы) // БУ «Государственный архив современной истории Чувашской Республики». — 2015. — 4 авӑнӑн.
  8. ^ 1, 2, 3 Арланова Е.Ф. Славил он народ родной (К 100-летию со дня рождения Шумкова Степана Антоновича (Стихвана Шавлы) // БУ «Государственная книжная палата Чувашии». — 2010. — 10 авӑнӑн.
  9. ^ 1, 2, 3, 4 К 110-летию со дня рождения Шумкова Степана А. Государственный архив современной истории Чувашской Республики (15 авӑнӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2, 3 Стихван Шавли. Хыпар. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  11. ^ Шавлы Стихван (Степан Антонович Шумков) // Портал «Культурное наследие Чувашии» (Национальная библиотека Чувашской Республики).
  12. ^ К 110-летию со дня рождения Шумкова Степана А. Государственный исторический архив Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  13. ^ Александров Г.А. Наука и культура в годы войны // Изоркин А. В. История Чувашии новейшего времени: Кн. 1: 1917—1945. — Чебоксары: Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2001. — ISBN 978-5-87677-035-3.//Официальный портал органов власти Чувашской Республики
  14. ^ Стихван Шавли (Шумков Степан Антонович). Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  15. ^ Стихван Шавли. Официальный портал органов власти Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  16. ^ Фёдоров Г.И. Шавлы Стихван // Электронная Чувашская энциклопедия.
  17. ^ Стихвана Шавлы Улица // «КЛАДР — классификатор адресов России».
  18. ^ Экскурсия в историко-краеведческий музейный уголок. kamenka.minobr63.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.
  19. ^ Тернистый путь к высоте: к 115-летию со дня рождения чувашского поэта Степана Антоновича Шумкова. Самарский Дом Дружбы Народов. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.

Каçăсем