Шупашкар

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Ял-хула
Шупашкар
выр. Чебоксары
Шупашкар кӳлмекӗ
Ҫар Мухтавӗн монуменчӗЧӑваш драма театрӗ
«Родина» кинотеатрӗн ҫурчӗСоветсен Ҫурчӗн ҫурчӗ
Шупашкар кӳлмекӗн сӑнӗ
56°08′00″ с. ш. 47°15′00″ в. д.GЯO
Патшалӑх Раҫҫей ФедерацийӗFlag of Russia.svg Раҫҫей Федерацийӗ
Пуҫлӑх Доброхотов Владимир Анатольевич
Историпе географи
Никӗсленӗ XII—XIII ӗмӗр[1]
Малтанхи ячӗсем Вӑта Сӑвар
Лаптӑк 251[2] км²
Ҫӳллӗш 150 м
Климат тӗсӗ континентри вăтам
Сехет тӑрӑхӗ UTC+3
Халӑх йышӗ
Халӑх йышӗ
  • 496 350 ҫын (2024)[3]
Халӑх йышлӑхӗ 4507,36 ҫын/км²
Национальноҫсем
Конфессисем православсем,мăсăльмансем
Катойконим шупашкарсем
Официаллӑ чӗлхе чӑвашла тата Вырăс чĕлхи
Цифра идентификаторӗсем
Телефон кочӗ +7 8352
Почта индексӗ 428000
ОКТМО кочӗ 97701000001
Код ОКАТО (2014 ҫулччен) 97401
Номер в ГКГН 0013250

gcheb.cap.ru
Шупашкар на карте
Шупашкар
Шупашкар
Логотип РУВИКИ.Медиа Медиафайлы на РУВИКИ.Медиа
Шупашкар гербĕ (1781)

Шупашкар (выр. Чебоксары) — Раҫҫей Федерацийӗнчи хула, Чăваш Республикин тӗп хули. Атӑл юханшывĕн сылтӑм ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ юханшыв порчӗ.

Хулана Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе часланӑ, 2021 ҫулта «Ӗҫ Мухтавӗн хули» хисеплӗ ят панӑ.

2004 ҫултан Шупашкар хула округӗн центрӗ, вӑл Шупашкар муниципаллӑ округпа тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула округӗпе чикӗленет.

Хула кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. 2024 ҫулта хула хӑйӗн 555-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Шупашкарта пурӗ 497 618[4] ҫын пурӑнать.

Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атӑл юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ тата Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ.

1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăнӑ. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 Чăваш автономлă облаçӗ вырӑнне Чăваш АССР туса хунă. Шупашкар Чăваш АССРӗн тĕп хули пулса тăнă.

Шупашкар тесе çыраççĕ, каланă чух Шубашкар теççĕ. Шубаш тени тĕрĕк чĕлхисенче «çарсемпе тăрăхсен ертÿçисене» каланă. Вырăсла «наместник» пулать. Наместник çумĕнче çар çыннисем — чăвашсем — хĕсметре тăнă. Вĕсем пĕчĕк карман командирĕсем пулнă, çармăссене çар ĕçне вĕрентсе тăнă. Ун чух чăваш,тутар тата çармăс тени халăха пĕльтермен, сословине пĕлтернĕ. Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени Субашăн тата чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕсленни çинчен каланă халап пур.

Чăваш Ен картти

Тепĕр тĕслĕхпе «Шупашкар» сăмаха Четай районĕнчи диалекчĕпе палăртма пулат, "Шу пош - Шыв пуçĕ"[5] палăртат, "Кар" - сăмах карталанă хулана пĕлтерет. Чăваш сăмахлăхĕнче "Шу - Шыва" (тĕрĕксен Су) палăртат: йокан шу, шу йокки, шу армань, шу пулли, шу хĕрри тата ытти. Иккĕмĕш сăмах пайĕ "Паш, Пош - Пуçа" пĕлтерет, тĕрĕк чĕлхинче "Баш", виççĕмĕш пайĕ "Кар - Карта" сăмаха палăртат, финно-угорсен Кар сăмах хулана пĕлтерет, вĕсен чĕлхинчи хуласем СыктывКар, Шурышкар, Дондыкар, Весьякар, Эбгакар, Утэмкар, Иднакар, Ижкар, КудымКар, Кукар (халь Советск хули Киров облаçĕнчи), чăваш ял ячĕсем: Шошкар, Муркар, Пушкар."Кар е Карта" вырăс чĕлхинче: Город, Городить, Ограда, Огрождение, Огрожденный пĕлтерет,, шведссен чĕлхинче - Гард теççĕ, хăшпĕрисем кар ăмаха булгаризм тесе калаççĕ. В.Г. Егоров ăна иран сăмахĕ тесе шутлат. Ф.И.Гордеев та çапла шутласа калат, ирансен x'ar - страна, город, сăмахĕнчен пулнă тесе. Тутар варианчĕнче "Су Баш" - вырăсла "Приток Реки" пĕлтерет, тÿрĕ куçарсан "Голова Реки/Начало Реки", çав сăмахах "Шыв Пуçĕ" е диалектпа "Шу Пош" тата "Шу Поç" пĕлтерет. Шупашкар йĕрĕ таври ял ячĕсем: Онгапось, Сятрапось и Шупоси. Урăх таçти чăваш ял ячĕсем: Пайтуканпуç (ерилкино), Çырмапуç (сырмапусь), Талкăшпуç (малоганькино), Ăсапуç (смолькино), Таркăнпуç (большая тархановка), ЧăллаПуç (Челно-Вершины),

ÇырмаПуç (сырмапусь), ЕршеПуç (Ершипоси), Çăлпуç (Аксарино), Шетмĕпуç (Шатьмапоси), Шупуç (Шупоси), Юнкăпуç (Юнгапоси), Юханпуçĕ (Юганпоси), Çырпуçĕ (Сирпозе), Ербаш (Ербашка; чув. Ерпаш).

В ст. о Шуматовском приходе Вы речку Ербаш (Ерпаш) произвели от йор — снег, между тем как известно, что мелкие реки у чуваш — сьырмары шузам — называются более по местности; поэтому Ер есть ни что иное, как тюркское (т. старо-чувашское) а оно же и русское яр — крутой берег — нынешн. чувашск. сьыр (а от него сьырма), а башь — татарск. башы, так что Ербаш — нынешн. чувашскому сьырма позе(ь) — голова (вершина) оврага.— Н.И. Золотницкий Письмо В. К. Магницкому, 1875 год

Шупоськар ~ Шупашкар -> Шывпуç карĕ — Город на реке «Шыв пуçĕ».

Тĕплĕнренрех Шупашкар историйĕ статьяна вулăр.

Хула пулса кайни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каховский Василий Филиппович профессор ирттернĕ археологи экспедицийĕ кăтартнă тăрăх, Шупашкар пулса каяс умĕн çак вырăнта хула евĕр хулаш пулнă. Вăл XIII - XIV ĕмĕрсем хушшинче йĕркеленнĕ, унта пăлхар-чăвашсем пурăннă.

Венецири Францискпа Доминика Пицигани 1367-мĕш çулхи пысăк картти çинче тата Каталинскин 1375-мĕш çулхи атласĕн виççĕмĕш картти çинче Шупашкар вырăнĕнче ятсăр хула тăнă. Маларах тунă карттăсем çине таянса 1459-мĕш çулта Фра-Мауро Альфонс V Португали патши валли карттă хатĕрленĕ. Унта Шупашкар вырăнĕнче Вăта-Сувар (выр. Веда-Суар) хули тăнă. Апла пулсан та хулана 1469 çулта никĕсленĕ тесе палăртаççĕ. Шăпах çак çулта вырăс летопиçĕнче Шупашкар пирки пĕрремĕш хут асăннă. Летопиç тăрăх, хулара ирĕк халăхсене пусмăрлас тесе Хусана каякан Иван Дмитриевич Рун воевода чарăннă.

Хаяр Иван 1555 çулта вырăнти халăхсене алăра тытса тăрас тесе кунта вырăссен çар хӳтлĕхне çĕклеме хушнă. Хулан кремлӗ пулнă. Пăлхавçăсем ăна темиçе хут та çунтарса янă, юлашки хут çунса кайнă хыççăн ăна урăх хăпартман.

Чăваш (оригиналта çармăс) хĕрĕсем Шупашкарта( Ӳкерчĕк çинчи текст: SHERRAMEEZE GIRLS AT TCHEBOKSARIE. 1825-мĕш çулччен. Çăлкуç: from page 474 of volume 2 of Narrative of a Pedestrian Journey through Russia and Siberian Tartary …, by COCHRANE, John Dundas. Original held and digitised by the British Library. Copied from Flickr

Историксем хула пулса кайнă çула тепĕр хут пăхса тухма хистеççĕ. Юлашки археологи тĕпчевĕсене кура, Шупашкара XIII ĕмĕртех Сăвар хулинчен куçса килнĕ пăлхарсем йĕркеленĕ.

Хула йĕркеленнĕ тапхăрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пĕрремĕш тапхăра 1555 çулччен тесе палăртма пулать. Авалхи хулаш Чебоксарка вăррийĕн айлăмĕнче икĕ çыран хĕррипе вырнаçнă пулнă. Асăннă тапхăрăн архитектура палăкĕсем сыхланса юлман. Хуралтăсем пулни çинчен археологи тĕпчевĕсенчен кăна паллă. Çуртсем йывăçран пулнă. Археологсем тупнă лаптак кирпӗчсемпе, ахăртнех, тӗпсакайӗнче тата шалта кăмакасем тунă чух усă курнă.

Хусан кӗпӗрнин Шупашкар уес хулин планӗ.
Шупашкар уес хулин 1829 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ планӗ.

Иккĕмĕш тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вырăс влаçӗ Шупашкарта йывăçран кремль тунă вăхăта иккӗмӗш тапхăр пуçламăшӗ тесе палăртма пулать. Вăл XVII ӗмӗр варричен тăсăлать. Ку та йывăç зодчествин тапхăрӗ шутланать.

1555-мӗш çулта, утă уйăхӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусана каякан Хусан тата Свияжск архиепископӗ Гурий Шупашкара чарăнать, Хаяр Иван хушнипе вырăна сăваплать, пулас кремлӗн чиккисене палăртать, Введенски соборĕ вырăнĕнче йӗтĕн пиртен çĕленĕ чиркӳ лартать. Çав çултах кремле те тунă.

Кремль сăрт çинче ларнă пулнă. Хальхи вăхăтра унта Иванов Константин Васильевич тата Ҫеҫпӗл Мишши урамӗсем вырнаçнă. Кремль ăшне воевода картишӗпе приказ çурчӗ, хысна, тӗрме, аманат картишӗ тата чиркӳсем туса лартнă. Çавăн пекех унта дворянсен, боярсен, тӳре-шарасен, тӗн ӗçченӗсен тата ухăçсен çурчӗсем вырнаçнă пулнă.

Виççӗмӗш тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку тапхăр 1660-мӗш çулсенчен пуçласа XVIII ӗмӗр вӗçне çити тăсăлать. Вăл чул зодчествин аталанăвӗпе палăрса тăрать. Мӗн пур хулана тенӗ пекех çунтарса янă вăйлă пушар хыççăн чултан пысăк собор чиркӗвне, Введенски соборне туса лартнă. Вăл - паянхи кунччен чылай юлнă чул зодчествин пӗрремӗш палăкӗ. Ун хыççăн тата Троицки соборне, сăваплă Николай валли хушса тунă Толг Тур Амăшӗн тата Феодор Стартилатан хапха çийӗнчи чул чиркӗвӗсене лартнă.

Кремль пушарта темиçе хут та çунса кайнă. Вара 1704-мӗш çулта ăна çӗнӗрен тума шут тытнă.

XVIII ӗмӗрте чул çуртсене тăвас ӗç малалла пырать. Чиркӗве çӳрекенсем, ытти хула çыннисем укçа панипе нумай чул чиркӳ ӳссе ларать. Вӗсенчен нумайăшне йăлана кӗнӗ чатăр архитектурине кура тунă. Хăш-пӗр чиркӳсенче классицизм, теприсенче барокко сӗмӗ палăрса тăнă. Чылай чиркӗве фреска çыравӗпе хитрелетнӗ.

Купсасем пӗр тата икӗ хутлă чул çуртсем лартнă. Чул чиркӳсем, çуртсемпе хуралтăсем тунă хыççăн Шупашкар сăнӗ палăрмаллах улшăннă. "Шупашкар маншăн Чулхуларан пур енпе те лайăхрах", — тенӗ Екатерина II хулара пулса курнă хыççăн.

1773-мӗш çулхи пушар хыççăн Хусан кӗпӗрнаттарӗн архитектура служби тата Петӗрпе Мускав çурт тăвас комитечӗ Сенат хушнипе Шупашкар валли ятарлă план хатӗрленӗ. Ăна кура хула виçӗ пая пайланнă пулнă, Чебоксарка айккипе промышленноç çурчӗсене лартма юраман. Планăн пӗр пайӗ кăна пурнăçланнă.

Тăваттăмӗш тапхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăваттăмӗш тапхăр XIX - XX-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗпе тӳр килет.

1829-мӗш çулта ятарлă комисси «çӳлтен çирӗплетнӗ» çӗнӗ план хатӗрленӗ. Унта çуртсем мӗнлерех йышши пулмаллине, урамсен вырнаçăвне тӗплӗн çырса кăтартнă пулнă. Анчах та ку планпа та ытла усă курман. Планра маларах палăртнă кăнтăр кварталӗсене пачах та туман. Хăш-пӗр кварталсене вара «мелсӗр вырăн» пулнăран XX ӗмӗрчченех тума пуçламан.

Chuvashia-EXPO центрĕ
Шупашкарти православи чиркĕвĕ

Географи сăнлавĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар хули Атăлçи сăрчӗ çинче, Шупашкар шыв усравӗн сылтăм çыранӗ хӗррипе вырнаçнă. Пӗтӗмӗшле хула чиккин вăрăмăшӗ 83,3 çухрăмпа танлашать, çав шутра 67,0 çухрăм тип çӗрпе, 16,3 — Атăл çыранӗ хӗррипе.

Тӗп плана кура, хула лаптăкӗ 110 км² танлашать. Хула округӗн пӗтӗмӗшле лаптăкӗнчен шыв фончӗн çӗрӗсем 15,7%, вăрман фончӗн вара 24,8% йышăнаççӗ.

Вăхăт тăрăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар хули МСК (Мускав вăхăчӗ) тăрăхĕнче вырнаçнă. UTC вăхăтне кура +3 сехет хушăнать. [1]

Маларах асăннă вăхăта тата географи вăрăмлăхне кура вăтам хĕвеллӗ кăнтăр вăхăчӗ 11.51 пуçланать.

Шупашкар кӳлмекĕ çумĕнче

Çĕр пичĕн тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Геоморфлоги тĕлĕшĕнчен хула Аталçи платовĕ чиккинче тăрать. Çĕр çийĕн чăн паллисем 53 пуçласа 205 метра çити улшăнма пултараççĕ. Шупашкарта çырмаллă вырăнсем чылай. Хулан структуринче ытларах çырма рельефĕ палăрать, пĕчĕк юханшывсем те (Шупашкар, Сӑкӑт, Кайбулка, Кӑкшӑм, Шалмас, Трусиха, Кӗçӗн Кувшинка) хулана хăйне майлă сăн кӳреççĕ. Çавна май хулара çуртсем юханшывсен чиккинче вырнаçнă. Вĕсем административлă районсем йĕркелесе кăнтăр еннелле сарăлаççĕ те (шалалла 10 çухрăм) Кӳлмек патĕнче амфитеатр евĕр пĕрлешеççĕ.

Атăл айлăмĕн сулахай çыранĕ ейӳ, çуркунне шыв илет. Сылтăм çыранĕ вара çӳллĕ, чăнкă, ăна шыв илеймест.

Хăш-пĕр вырăн сăртлă пулнипе хула районĕсене çыхăнтармашкăн кĕперсем тума тивнĕ.

Хальлĕхе хулара пилӗк тĕп кĕпер пур, вӗсем хула пурнӑҫӗнче, транспорт инфраструктуринче питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ:

  • Калинин кӗперӗ —1963 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫнӑ,
  • Мускав кӗперӗ — 1969 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫнӑ,
  • Гагарин кӗперӗ — 1973 ҫулхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче уҫнӑ,
  • Сăкăт кӗперӗ — 1979 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫнӑ,
  • Октябрь кӗперӗ — 1985 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче уҫнӑ.

Шупашкар климачĕ — вăтам континенталлă, ăна сивĕ çурçĕр тата нӳрлĕ атлантика сывлăш массисем йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне Шупашкар климачĕ çине Ази континенчӗ те витĕм кӳрет.

Хĕлле - сивĕ, юрлă, вăтамран 5 уйăх тăсăлать. Çулла - ăшă, хăш чух шăрăх, 3 уйăх йышăнать.

Çулталăк вăхăчĕсем улшăннă чух, çуркуннепе кĕркунне, çанталăк улшăнуллă, сывлăш температури кĕтмен çĕртен анма е хăпарма пултарать, çуркуннен иккĕмĕш çурринче юр-çумăр калăпăшĕ ӳсме, кĕр пуçламăшĕнче вара чакма пултарать. Куçăм тапхăрĕ çуркунне пĕр-икĕ уйăх, кĕркунне - икĕ уйăх йышăнать.

Хула варринче

Шупашкар нӳрлĕх шайĕ çителĕклĕ вырăнта вырнаçнă, анчах та вăл хăвăрт улшăнать. Юр-çумăр сахал пулнăран нӳрлĕх хăвăрт пăсланать, тăтăшах çĕр типет.

Юр чӳк уйăхĕн 3-мĕш декадинче ларать те ака уйăхĕччен ирĕлмесĕр выртать, акан варринче вара пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтет. Юр çулталăкра пурĕ 150-160 кун выртать.

Хула тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Администрациллĕ пайлану[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Хула виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ, ҫавӑн пекех ӑна Йӑлам (Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ) пӑхӑнса тӑрать.

Шупашкара хула округӗн статусне панӑ.

Ҫавӑн пекех округа Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка (Шупашкар), Северный посёлоксем тата Чандрово ялӗ кӗрет.

Влаҫ тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2023 ҫулччен Шупашкарта влаҫ тытӑмӗн йӗркеленӗвӗнче икӗ хуҫа пулнӑ: Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ — Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ тата хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ.

Хула пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынсем — Н. И. Емельянов, Л. И. Черкесов, И. В. Клементьева, Н. Н. Владимиров, Е. Н. Кадышев. 2020 ҫулхине Шупашкар хулин пуҫлӑхне Кортунов Олег Игоревич[6] политика суйланӑ. 2022 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Кортунов сарӑмсӑр вилнӗ[7], ун хыҫҫӑн Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ пулма маларах ку должнӑҫра ӗҫленӗ Е. Н. Кадышева суйланӑ.

Шупашкар хулин администраци пуҫлӑхӗ пулса 2010—2021 ҫулсенче Алексей Олегович Ладыков ӗҫленӗ, 2021—2024 ҫулсенче — Денис Вадимович Спирин.

2023 ҫулхи раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн черетсӗр 39-мӗш ларӑвӗнче депутатсем уҫӑ сасӑлавпа Хула пуҫлӑхне Дениса Спирина суйланӑ[8]. Ҫакӑнпа икӗ пуҫлӑхлӑх тапхӑрӗ вӗҫленнӗ: Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн председателӗ пӗр хушӑрах Пуху ертӳҫи те, хула пуҫлӑхӗ те пулма пӑрахнӑ.

2024 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗнчен Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулса Доброхотов Владимир Анатольевич ӗҫлет.[9]

Муниципалитетра халӑх суйланӑ орган — Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗ. Унта 45 депутат, вӗсене халӑх пӗтӗмӗшле тӳрӗ те хупӑ суйлавра 5 ҫуллӑха суйлать[10].

Ҫĕнĕ Шупашкар хула-спутник тата Шупашкар агломерацийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарӑн хула спутникӗ пур — Ҫӗнӗ Шупашкар, вӗсем иккӗшӗ пӗрле 680 пин ытла ҫынран тӑракан [2] полицентрла агломераци йӗркелеҫҫӗ.

2008 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересси пирки референдум ирттернӗ, анчах та Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хирӗҫ пулнӑран ку ыйтӑва татассине ӳлӗме хӑварнӑ.

Элем

Шупашкарӑн хальхи элемӗ французсен хулкканӗ майлӑ, кӗмӗл тӗслӗ, унӑн тӑрри тата тӗпӗ-никӗсӗ пур.

Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле Раҫҫей Банкӗ кӑларнӑ укҫа. 3 тенкӗ, 2019 ҫул, кӗмӗл.

Тӗп пайӗ — шупка кӑвак (сенкер) тӗслӗ, ун ҫине конвертлӑ мелпе вӗҫекен пилӗк кӗмӗл кӑвакал ӳкернӗ. Тӗп пайӗпе тӑррине чӑваш тӗрри майлӑ кукӑр-макӑр йӗр уйӑрать — вӑл юханшыва, Атӑла, пӗлтерет. Элемӗн тӑрри пайӗ хӗрлӗ тӗслӗ, унта чӑваш эрешӗ евӗр виҫӗ юман ӗмӗлкине ӳкернӗ. Хӗррисенчи икӗ юманӑн шалашне хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ, варринчинне — шупка кӑвакпа.

Варринчи юманӑн ӗмӗлкинче «1469» ҫырса хунӑ — летопиҫсенче Шупашкар ҫинчен пӗрремӗш хут ҫак ҫул ҫырса хӑварнине тупса палӑртнӑ.

Элем хулкканӗ тавра та чӑваш символӗсем: ҫиелте — ылтӑн тӗслӗ сакӑр кӗтеслӗ виҫӗ чӑваш ҫӑлтӑрӗ, икӗ енчен — ылтӑн тӗслӗ хӑмла, хӑмла аврисем аялта тӑрӑхла тӳркӗтеслӗхе перӗнеҫҫӗ, унта шупка хӗрлӗрех фон ҫинче икӗ йӗркепе «Шупашкар» — «Чебоксары» тесе ҫырнӑ.

Ялав

Шупашкар ялавӗ — тӳркӗтеслӗх. Сарлакӑшӗпе тӑршшӗн шайлашӑвӗ 5:8.

Ялав шурӑ тӗслӗ, варринче пер енчен Шупашкар элемне ӳкернӗ.

Гимн

Шупашкар гимнне Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем 2009 ҫулхи раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнчи 1525-мӗш йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.

Кӗвви — Ф. М. Лукинӑн, сӑмахӗсем П. В. Афанасьевӑн.

Маларах гимн вырӑнне Шупашкар хула депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем 2001 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи 216-мӗш йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ «Шурӑ Шупашкар» (кӗвви — Г. Максимовӑн, сӑвви — А. И. Кипечӗн) усӑ курнӑ.

Шупашкар кӳлмекӗ.
Шупашкар кӳлмекӗ.

Халӑх йышӗ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Халӑх йышӗ
16251646172317951856[11]18791897[12]1913[13]
458661192446874700449850006700
1926[14]1931[15]1933[16]1939[17]19401959[18]1967[19]1970[20]
900012 24615 70030 99640 000104 374178 000216 139
1973[21]1975[22]1979[23]1982[24]1985[25]1986[26]1987[27]1989[28]
239 000270 000307 599353 000386 000386 000414 000419 592
1990[29]1991[30]1992[31]1993[32]1994[33]1995[34]1996[35]1997[36]
429 000436 000441 900444 000446 000450 000452 000453 700
1998[37]1999[38]2000[39]2001[40]2002[41]2003[42]2004[43]2005[44]
456 000458 000459 200461 200440 621440 600442 000442 600
2006[45]2007[46]2008[47]2009[48]2010[49]2011[50]2012[51]2013[52]
442 400441 277441 600444 430453 721455 181460 383464 940
2014[53]2015[54]2016[55]2017[56]2018[57]2019[58]2020[59]2021[60]
468 725473 895480 741489 498492 331495 317497 618497 807
2023[61]2024[62]
496 238496 350
100 000
200 000
300 000
400 000
500 000
1723
1913
1940
1975
1987
1993
1998
2003
2008
2013
2018
2024
Халӑхсен тытӑмӗ

2022 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх Шупашкарта 67% чӑвашсем, 26% яхӑн вырӑссем, 2,8% тутарсем, 1,2% мӑкшӑсем, 0,53% украинсем, 0,42% ҫармӑссем тата ытти халӑхсем пурӑнаҫҫӗ.

2010 ҫулхи ҫырав тӑрӑх халӑхсен тытӑмӗ[63]
Халӑх Халӑх ятне кӑтартнисен йышӗ тата пӗтӗм халӑх йышӗн пайӗ
Чӑвашсем 67,60 % (336 390)
Вырӑссем 26,50% (131 869)
Тутарсем 2,8% (13 436)
Мордвасем 1,2% (5971)
Украинсем 0,53 % (2461)
Ҫармӑссем 0,42 % (1966)

Хулара тата ҫумӗнчи тавралӑхра вырӑс чӗлхин хӑйне евӗр региолект ― Шупашкар региолекчӗ пулса кайнине палӑртаҫҫӗ[64].

Промышленность[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хула экономики аталаннӑ промышленноҫпа палӑрса тӑрать.

Вӑйлӑ аталаннӑ секторсем: электро- тата энергохатӗрсем туса кӑларасси, машина тӑвакан отрасль тата апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ.

Трактор Т-330 — Шупашкарти промышленность тракторӗсен завочӗн таварӗ.


2010 ҫулта хӑйсем туса кӑларнӑ таварсен, ӗҫсен тата пулӑшу ӗҫӗсен калӑпӑшӗ тирпейлекен производствӑсенче (пысӑк тата вӑтам организацисем) 44,53 миллиард тенкӗпе танлашнӑ, ҫав шутра:

  • электрооборудовани, электронлӑ тата оптикӑллӑ хатӗрсем туса кӑларни — 15,09 млрд тенкӗ.
  • машина, тӗрлӗ оборудовани тата транспорт хатӗрӗсем туса кӑларни — 9,23.
  • апат-ҫимӗҫ пӗҫерсем кӑларни, ҫав шутрах ӗҫме-ҫиме тата табак — 8,53.
  • металлурги япалисем туса кӑларни тата хатӗр металл япалисем ӑсталани — 4,03 миллиард тенкӗ.

Тӗп промышленноҫ предприятийӗсемпе коммуникаципе склад учрежденийӗсем Тухӑҫ тата Кӑнтӑр промышленность лаптӑкӗсене йӗркеленӗ, вӗсем хулари мӗнпур промышленноҫри ӗҫ вырӑнӗн 80%-пе тивӗҫтереҫҫӗ. Хулан варринчи секторта 7 % яхӑн халӑх пурӑнать, кунта производствӑллӑ мар сферӑри 70—75 % ӗҫ вырӑнӗ вырнаҫнӑ. Ҫурҫӗр секторӗнче — Йӑлӑмра — халӑх сахал пурӑнать, тӗпрен илсен вӑл рекреаци зони пек палӑрса тӑрать.

Отрасльсем Хулари пысӑк предприятисем
Машин туса кӑларасси тата металлпа ӗҫлесси Шупашкарти промышленность тракторӗсен савучӗ

Шупашкарти агрегат савучӗ

Шупашкарти электроаппаратура савучӗ

Текстильмаш

Шупашкарти прибор тӑвакан савут

Шупашкарти электричество виҫмелли приборсен савучӗ

Чӑвашкабель

Ҫӑмӑл промышленность Шупашкарти пир-авӑр комбиначӗ

Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрики Шупашкарти лента тӗртекен фабрика

Электроэнергетика Чувашэнерго
Апат-ҫимӗҫ промышленноҫӗ Шупашкарти «Акконд» кондитер фабрики

Шупашкарти «Вавилон» макаронпа кондитер фабрики Шупашкарти ликерпа водка кӑларакан савут Шупашкарти сӑра вӗретекен савут Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савучӗ Шупашкарти «Петровский» ҫӑкӑр савучӗ Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗ

Ҫар промышленноҫӗн_комплексӗ В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ

Транспорт[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вӗренӳ, ăслăлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вĕренӳ керменĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарта театрсемпе музейсем, культура керменӗсемпе ҫурчӗсем, вулавӑшсемпе ытти культура учрежденийӗсем йышлӑ: патшалахан та, обществӑлла пӗрлешӳсемпе организацисен те, харпӑр ҫынсен те.

Театрсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ.

Культура керменӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фестивальсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вулавăшсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музейсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Этнографи тата вăрçă мухтавĕн музейĕ, вăхăтлă куравсем.
  • Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ. Адрес: 60 çурт, Калинин урамĕ.
  • Ӳнер пухăмĕ (Атăл çинче). Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ.
  • Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн вырăс тата ютçĕр ӳнер уйрамĕ.
  • В. И. Чапаев музейĕ. Адрес: 46А çурт, Ленин проспекчĕ (Чапаев скверĕ)
  • Хальхи ӳнер центрĕ. Адрес: 1/15 çурт, Президент бульварĕ.
  • К. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ. Адрес: 20 çурт, Дзержинский урамĕ.
  • Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 8 çурт, Çеçпĕл урамĕ.
  • Спиридонов М.С. музей-хваттерĕ. Адрес: 1 çурт, Спиридонов урамĕ.
  • Халăх пултарулăх çурчĕ. Адрес: 32 çурт, К.Маркс урамĕ.
  • Этеплех-курав центрĕ "Асамат кĕперĕ". Адрес: 4А-1 çурт, Эльмень урамĕ
  • Ӳнер пухăмĕ «Акварель. Адрес: 6Б çурт, Сверчков урамĕ.
  • Вăрман республика музейĕ. Адрес: 10 çурт, Вăрман паççулки.
  • Геологи музейĕ. Адрес: 12 çурт, Ехрем купса бульварĕ.
  • В. И. Чапаев ячĕллĕ ĕ/п музейĕ. Адрес: 7Д сурт, Промышленная-КАР.
  • Чăваш Ен милицин кун-çулĕ. Адрес: 3 çурт, Энгельс урамĕ.
  • Пушар техникин куравĕ. Адрес: 37 çурт, К.Маркс урамĕ.

Скверсем, парксем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкар XX ӗмӗр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăçсем нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулччен пачах та урамсене хитрелетмен.

Тӳремсем:

Парксем:

Скверсем:

Шыв айĕнче юлнă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Телекурав[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чӑваш Республикин РТРС телерадиоцентрӗ шутне кӗрекен Шупашкар телецентрӗ урлӑ хулара РТРС-1 тата РТРС-2 мультиплекса кӗрекен 20 телеканал ӗҫлет.

Эфирлӑ цифра телекуравӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Радио[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăтăшлăх, МГц Ячĕ Тăтăшлăх, МГц Ячĕ
98,5 «Вести FМ» 103,0 «Детское радио»
99,5 «Радио Маяк» 103,5 «Ретро FM»
99,9 Радио Чувашии-России 104,2 «Love Radio»
100,3 «Тӑван радио» 105,0 «Национальное радио Чувашии»
100,7 «Дорожное Радио» 105,7 Радио Дача
101,5 «Авторадио» 107,0 «Русское Радио»
102,0 «Радио родных дорог» 107,9 «Радио Звезда»
102,5 «Европа Плюс»

Шупашкар хаҫачӗсемпе журналӗсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тӗн ҫурт-йӗрӗ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хисеплӗ гражданӗсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шупашкарăн 3 тăванлă хула:

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Чебоксары.: Большая Российская Энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 6 Авӑн уйӑхӗн 2020. Архивланӑ 31 Ҫурла уйӑхӗн 2021 ҫул.
  2. ^ Генеральный план Чебоксарского городского округа. Положение о территориальном планировании. (стр. 17, таб. 2.2.1.)
  3. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx
  4. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar
  5. ^ http://ru.samah.chv.su/s/%D1%88%D1%83%20%D0%BF%D0%BE%C3%A7%C4%95 2022 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
  6. ^ Олег Николаев поздравил нового главу города Чебоксары Олега Кортунова с избранием // Официальный портал органов власти Чувашской Республики. — 2020. — 8 Юпа уйӑхӗн. — Дата обращения: 08.10.2020.
  7. ^ Алина ГАБДУЛИНА. Путь от ученика слесаря-ремонтника до главы города: что известно о мэре Чебоксар Олеге Кортунове, который умер в 38 лет (выр.). Комсомольская правда — Казань (23 Ҫурла уйӑхӗн 2022).
  8. ^ Главой города Чебоксары избран Денис Спирин (выр.). Чебоксарское городское Собрание депутатов (26 Раштав уйӑхӗн 2023).
  9. ^ Главой города Чебоксары избран Владимир Доброхотов (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (18 Ҫӗртме уйӑхӗн 2024).
  10. ^ Решение Чебоксарского городского Собрания депутатов Чувашской Республики от 22 мая 2008 г. № 1010 «О Положении о Чебоксарском городском Собрании депутатов». Пӑхнӑ кун: 2 Ҫӗртме уйӑхӗн 2022. Архивланӑ 2 Ака уйӑхӗн 2022 ҫул.
  11. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/cheboksary/index.html.
  12. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2011/year/year2011.rar.
  13. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/cheboksary/index.html.
  14. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2011/year/year2011.rar.
  15. ^ http://istmat.info/files/uploads/17630/sssr_ad-ter_delenie_1931_rsfsr.pdf.
  16. ^ http://istmat.info/files/uploads/53487/adm._delenie_sssr_1934.pdf.
  17. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus_pop_39_3.php.
  18. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg2.php.
  19. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/cheboksary/index.html.
  20. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg2.php.
  21. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/cheboksary/index.html.
  22. ^ http://istmat.info/files/uploads/41385/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_1998_g.pdf.
  23. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg2.php.
  24. ^ http://istmat.info/files/uploads/15623/narodnoe_hozyaystvo_sssr_1922-1982.pdf.
  25. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  26. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  27. ^ https://www.webcitation.org/6ibsmTCzx.
  28. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus89_reg2.php.
  29. ^ http://istmat.info/files/uploads/43527/rossiyskiy_statisticheskiy_ezhegodnik_2002.pdf.
  30. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  31. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=.%2F86%2F3743%2F5469%2F5473%2F5557.
  32. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  33. ^ http://istmat.info/files/uploads/18276/stat._ezh._rf_1994_demografiya.pdf.
  34. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  35. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  36. ^ http://gov.cap.ru/hierarhy_cap.asp?page=.%2F86%2F3743%2F5469%2F5476%2F5585.
  37. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  38. ^ http://istmat.info/files/uploads/45390/07naselenie.pdf.
  39. ^ http://istmat.info/files/uploads/45859/07_naselenie.pdf.
  40. ^ http://istmat.info/files/uploads/21317/nx_5.pdf.
  41. ^ http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  42. ^ http://www.MojGorod.ru/chuvashsk_r/cheboksary/index.html.
  43. ^ http://istmat.info/files/uploads/46358/r_05.doc.
  44. ^ http://www.gks.ru/doc_2005/year05.zip.
  45. ^ http://www.gks.ru/doc_2006/year06.zip.
  46. ^ http://maristat.mari.ru/scripts/dbdpfoInet/dbinet.cgi?pl=4972,4973,4974.
  47. ^ http://www.gks.ru/doc_2008/year08.zip.
  48. ^ http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
  49. ^ http://www.gks.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol1/pub-01-11.xlsx.
  50. ^ http://maristat.mari.ru/scripts/dbdpfoInet/dbinet.cgi?pl=4972,4973,4974.
  51. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  52. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  53. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  54. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  55. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
  56. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
  57. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  58. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  59. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  60. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/tab-5_VPN-2020.xlsx.
  61. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Bul_MO_2023.xlsx.
  62. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Сhisl_MO_01-01-2024.xlsx.
  63. ^ Итоги::Чувашстат. www.chuvash.gks.ru. Пӑхнӑ кун: 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2018. Архивланӑ 29 Кӑрлач уйӑхӗн 2018 ҫул.
  64. ^ Ерина, Фомин, 2021, с. 26
  • Никонов В.А. Краткий топонимический словарь. — М.: Мысль, 1966. — 509 с. — 32 000 экз.
  • Поспелов Е. М. Географические названия мира. Топонимический словарь / отв. ред. Р. А. Агеева. — 2-е изд., стереотип. — М.: Русские словари, Астрель, АСТ, 2002. — 512 с. — 3000 экз. — ISBN 5-17-001389-2.
  • Ерина Т. Н., Фомин Э. В. Чебоксарский региолект русского языка: новое просторечие // Этническая культура : журнал. — 2021. — Т. 3, № 1. — С. 26-29.