Чӑваш Республикинчи чӗлхесем
Чӑваш Республикинчи чӗлхесем — Чӑваш Республикинче усӑ куракан тата сарӑлнӑ чӗлхесен йышӗ. Чӑваш Республики патшалӑх пулнӑ май «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунпа килӗшӳллӗн икӗ чӗлхе патшалӑх чӗлхи шутланать: чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи.
Чăваш Республикинче 95 ытла тӗрлӗ халӑх пурӑнать. Вӗсенчен чи пысӑк тӳпе йышӑнакансем: чӑвашсем (67,7%), вырӑссем (26,5%), тутарсем (2,8%), ирҫесемпе мӑкшӑсем (1,2%). Вӗсен чӗлхисем те республикӑра анлӑ сарӑлнӑ, ачасем ҫак чӗлхесене шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Ытти халӑхсем республикӑра 1,8% патнелле йышӑнаҫҫӗ, вӗсен чӗлхипе республикӑра калаҫу шайӗнче усӑ кураҫҫӗ.
Саккун шайӗнче йӗркелени
Чӑваш Республикинчи чӗлхесен статусне тата вӗсен хутшӑнӑвне «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккун йӗркелет[1]. Ӑна Чӑваш Республикин Конституцине тата Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тӗпе хурса хатӗрленӗ, 2003 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Хӑй сакунне Патшалӑх Канашӗ ҫав ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗнче йышӑннӑ. Каярахпа 2008, 2011, 2014 тата 2015 ҫулсенче саккуна улшӑнусем кӗртнӗ[1].
Саккунпа килӗшӳллӗн республикӑра икӗ патшалӑх чӗлхи пур: чӑваш чӗлхи тата вырӑс чӗлхи. Ҫакна саккунӑн 2-мӗш статйинче ҫирӗплетнӗ. Вӗсене патшалӑх чӗлхи шайне хӑпартни республикӑри ытти чӗлхесене хӗсменнине палӑртнӑ[1].
Саккун чӑваш чӗлхин ҫырулӑхӗ кириллица саспаллисемпе усӑ курнине, чӗлхесене право тӗлӗшӗнчен мӗнле йӗркеленине, чӗлхесене аталантарма мӗнле программӑсем хатӗрленине палӑртать. Саккун ҫавӑн пекех влаҫ тытӑмӗсем мӗнле чӗлхепе усӑ курнине, тӗрлӗ сферӑсенче халӑхӑн мӗнле чӗлхисемпе усӑ курма май пуррине палӑртса хунӑ.
Чӗлхесем ҫинчен калакан саккуна чи малтанхи хут Чӑваш ССРӗ вӑхӑтӗнче 1990 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче йышӑннӑ пулнӑ. Саккуна Чӑваш Республикин Аслӑ Канаш Председателӗ Леонтьев Анатолий Михайлович алӑ пуснӑ пулнӑ.
Республикӑри чӗлхесем
Чăваш чĕлхи
Чӑваш Республикинче патшалӑх чӗлхи шутланать. Чӑваш Республикин Конституцийӗпе тата «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» саккунӗпе килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхипе официаллӑ влаҫ органӗсем усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех чӗлхепе вӗренӳре, ӑслӑлӑхра, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене кӑларнӑ чухне, ытти сферӑра усӑ кураҫҫӗ.
2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗнче Чӑваш Республикинче пурӑнакан чӑвашсен 80,62% чӑвашла пӗлнине кӑтартнӑ. Вырӑссенчен чӑвашла 3,9% чӑвашла пӗлнине кӑтартнӑ, тутарсенчен — 24,3 %, мӑкшӑсемпе ирҫӗсенчен — 5%, украинсенчен — 5,4%, ҫармӑссенчен — 11,7%. Ытти халӑхсене илес пулсан вӗсенчен 6,3% чӑвашла пӗлнине кӑтартнӑ[2].
Ӗлӗкрех чӑваш чӗлхи халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелекен чӗлхе шутланнӑ пулсан хальхи вӑхӑтра унӑн ку функци ҫухалнӑ темелле.
Вырăс чĕлхи
Республикӑра патшалӑх чӗлхи шайӗнче тӑрать. Паянхи кун ку чӗлхе республикӑра чи анлӑ усӑ кураканни шутланать — ӑна кашни пӗлет темелле. 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗ тӑрӑх вырӑсла республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 98,33% пӗлнӗ. Республикӑра пурӑнакан 814,7 пин чӑвашран 797,8 пинӗшӗ (97,9%) вырӑсла пӗлнине кӑтартнӑ пулнӑ[3].
Вырӑс чӗлхи республикӑра халӑхсем хушшинче ҫыхӑну йӗркелекен чӗлхе шутланать.
Тутар чӗлхи
Тутар чӗлхипе ытларах енӗпе Чӑваш Республикинче вырнаҫнӑ тутар ялӗсенче пурӑнакансем калаҫаҫҫӗ, усӑ кураҫҫӗ. Тутарсем йышлӑ пурӑнакан республика тӑрӑхӗсенче (Комсомольски районӗ, Патӑрьел районӗ) тутар чӗлхине шкулсенче вӗрентеҫҫӗ.
Ирҫе чӗлхи
Ирҫӗсем республикӑн кӑнтӑр-анӑҫ енче пурӑнаҫҫӗ. Шкулсенче мордва чӗлхи вӗрентеҫҫӗ. Пӑрачкав районӗнчи Напольное, Сыреҫ, Турдаково шкулӗсенче, Улатӑр районӗн Алтышево тӗп шкулӗнче тата Йӗпреҫ районӗн Ирҫе Ҫармӑс шкулӗнче вӗрентеҫҫӗ. Ку шкулсенче мордва чӗлхине 9 вӗрентекен ачасене вӗрентет[4]. Шкулсенче мордва чӗлхипе литературин эрнисене ирттереҫҫӗ[4].
Ытти чӗлхесем
Ытти чӗлхесемпе республикӑра ытларах енӗпе калаҫу шайӗнче усӑ кураҫҫӗ. Саккун тӗлӗшӗнчен нихӑш чӗлхене те хӗсме юрамасть.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 https://docs.cntd.ru/document/802015027
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol4/pub-04-07.rar
- ^ https://rosstat.gov.ru/free_doc/new_site/perepis2010/croc/Documents/Vol4/pub-04-04.pdf
- ^ 1, 2 https://obrazov.cap.ru/news/report/2009/04/06/14-19-novie-uchebniki-dlya-prepodavaniya-mordovskogo