Чӑваш Республикин гимнӗ
РАН экспертизи
РАН экспертизи

Раҫҫей Ӑслӑлӑхӗсен Академийӗ
тӗрӗслесе тухнӑ
тӗрӗслесе тухнӑ
Чӑваш Республикин патшалӑх гимнӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх символӗ[1]. Чӑваш Республикин гимнӗ сӑнарсен виҫӗ ҫаврӑмне палӑртать: ҫутҫанталӑка ҫӗнӗ пурнӑҫ патне вӑратни; тӑвансем, ашшӗ, амӑшӗ, ачисем — ҫемье; «чӑваш тӗнчинчи» — Чӑваш Республикинчи — пӗтӗм тӑвана пӗрлештерни, килӗшӳре пурӑнтарни.
Историйӗ
Малтанхи верси
Гимн тӑвас шухӑш 1905 ҫултах ҫуралнӑ, ун чухне Турхан Яккӑвӗ Раҫҫей гимнӗн кӗввипе сӑвӑ ҫырнӑ, ӑна «Хыпар» хаҫатӑн 1906 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ пӗрремӗш номерӗнче пичетлеме хӑтланнӑ.
1917 ҫулхи кӗркунне Тарас Кириллов священник «Чӑваш халӑх юрри» ятлӑ сӑвӑ хайланӑ, ун валли хӑйех кӗвӗ ҫырнӑ. Анчах ку юрра йышӑнман[2]. 1918 ҫулхи кӑрлач пуҫламӑшӗнче кӑна Хусанти чӑваш хорӗн ертӳҫи Тихон Данилович Алексеев пӗтӗм чӑваш интеллигенцине килӗшнӗ гимн ҫырнӑ. Ӑна вӑл вырӑс композиторӗн А. Т. Гречаниновӑн «Сывӑ пултӑр Раҫҫей, ирӗклӗ ҫӗршыв» кӗввипе хатӗрленӗ. Ҫак хайлавӑн вырӑсла тӳртен куҫарӑвӗ ҫеҫ упранса юлнӑ:
Слава живущему издревле чувашу,
Слава великому в веках народу!
Дружно беритесь за работу,
За построение жизни новой.
Пусть зазеленеют твои поля
И морем волнуются хлеба.
Народ, преодолев темноту,
Умом поднимается высоко.
Тогда и слава его труду
Солнцем засияет высоко!
Ӑна 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 27 (14)-мӗшӗнче И. С. Максимов-Кошкинский А. Н. Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ пӗрремӗш наци спектаклӗн премьери хыҫҫӑн Хусанта чӑваш хорӗ пӗрремӗш хут шӑрантарнӑ.
Вӑл халӑх хушшинче хӑвӑрт сарӑлнӑ, ӑна пӗлтерӗшлӗ пӗтӗм мероприятире тенӗ пек шӑрантарнӑ, анчах вӑл официаллӑ статус илеймен[3].
Хальхи вариант
Хальхи гимн никӗсӗнче — чӑваш поэчӗ Илле Тукташ тата Герман Лебедев композитор XX ӗмӗр варринчех ҫырнӑ «Тӑван ҫӗршыв» юрӑ.
Композитор ӑна Петр Осиповӑн «Тӑван тавралӑхра» пьеси валли хайланӑ, спекатакле Чӑваш академи драма театрӗ 1944—1945 ҫулсенчи сезонра лартнӑ. Пӗрремӗш хут шӑрантарсанах юрра зал хӑпартланса йышӑннӑ. Юрӑ Чӑваш Енӗн официаллӑ мар гимнӗн статусне 1950 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи паллӑ пулӑм вӑхӑтӗнче тупнӑ. Ун чухне Мускаври Союзсен ҫурчӗн Колонна залӗнче Чӑваш АССРӗ йӗркеленнӗренпе 30 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ҫак савӑнӑҫлӑ каҫра Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ юрра симфони оркестрӗпе пӗрле шӑрантарнӑ[4].
Юрӑ гимнӑн официаллӑ статусне 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккуна ҫирӗплетсен йышӑннӑ, ӑна Чӑваш Ен Президенчӗ Н. В. Фёдоров 1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче алӑ пуснӑ[5].
Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗ Чӑваш Енре Республикӑн патшалӑх символӗсен кунӗ — гимн, герб тата ялав — шутланать, ӑна 2004 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Президенчӗн 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ ҫинчен» 24-мӗш номерлӗ Указӗпе тата Чӑваш Республикин 2004 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунӗ ҫинчен» 1-мӗш номерлӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ[6].
Ӑнлантарни
1997 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче республикӑн Патшалӑх Канашӗ «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» 12-мӗш номерлӗ саккуна йышӑннӑ, ӑна Чӑваш Ен Президенчӗ ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Ҫак саккунӑн 7-мӗш статйинче республикӑн патшалӑх гимнне пурнӑҫламалли хушусене ҫырса кӑтартнӑ:
1. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнне тексчӗпе тата музыка редакцийӗпе (7-мӗш тата 8-мӗш приложенисем) килӗшӳллӗн тӗп-тӗрӗс юрламалла.
Чӑваш Республикин патшалӑх гимнне оркестр, хор, оркестр-хор е урӑх вокал тата инструмент ушкӑнӗ юрлама пултарать, ҫав шутра ҫак саккунӑн 8-мӗш статйинче пӑхса хӑварнӑ тӗслӗхсенче кӗскетнӗ вариантне те (иккӗмӗш куплетсӑр) юрлама юрать. Ҫав вӑхӑтрах сасӑ ҫыртармалли хатӗрсемпе усӑ курма юрать.(Чӑваш Республикин 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 20-мӗш номерлӗ, 2009 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнчи 7-мӗш номерлӗ саккунсен ред.)
2. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнне официаллӑ майпа юрланӑ чухне пухӑннисен ӑна ура ҫине тӑрса итлемелле, арҫынсен пуҫа тӑхӑнмалли хатӗре хывмалла. (Чӑваш Республикин 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 20-мӗш номерлӗ саккунӗн ред.)
«Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» 12-мӗш номерлӗ саккунӑн 8-мӗш статйинче Чӑваш Енӗн патшалӑх гимнӗпе усӑ курмалли йӗрке ҫинчен каланӑ:
1. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимнне юрламалла: (Чӑваш Республикин 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 20-мӗш номерлӗ саккунӗн ред.)
Чӑваш Республикин Патшалӑх ялавне ҫӗкленӗ чухне — Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ирттерекен официаллӑ тата савӑнӑҫлӑ уявсем вӑхӑтӗнче;
Чӑваш Республикин Президенчӗ должноҫе йышӑннӑ чухне — присяга тытнӑ хыҫҫӑн; (Чӑваш Республикин 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 20-мӗш номерлӗ саккунӗн ред.)
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене уҫнӑ тата хупнӑ чухне;
Чӑваш Республикинчи патшалӑх тата пӗтӗм халӑх уявӗсене халалланӑ пухусемпе ларусене уҫнӑ тата хупнӑ чухне;
ют ҫӗршывсен пуҫлӑхӗсемпе правительство пуҫлӑхӗсем Чӑваш Республикине официаллӑ визитпа килнӗ тата вӗсене ӑсатнӑ чухне — ҫав патшалӑхӑн патшалӑх гимнне шӑрантарнӑ хыҫҫӑн;
Чӑваш Республикин тата чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗнче истори пӗлтерӗшлӗ пулӑмсене палӑртса паллӑ политиксене, патшалӑх тата ҫар ӗҫченӗсене, культура, ӑслӑлӑх, литература тата ӳнер ӗҫченӗсене халалланӑ палӑксемпе асӑну паллисене, ҫавӑн пекех монументсемпе обелисксене тата ытти сооружение уҫнӑ чухне;
Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ чухне.
2. Чӑваш Республикин Патшалӑх гимне патшалӑх телевидени тата радиовещани компанийӗсем трансляцилеҫҫӗ:
телекӑларӑм передачисенче — Чӑваш Республикин патшалӑх тата пӗтӗм халӑх уявӗсен кунӗсенче пӗрремӗш телепрограмма эфира тухас умӗн;
радиовещани передачисенче — чӑваш программи пуҫламӑшӗнче кулленех. (Чӑваш Республикин 2001 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчи 20-мӗш номерлӗ, 2009 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнчи 7-мӗш номерлӗ саккунсен ред.)(в ред. Законов ЧР от 23.05.2001 N 20, от 06.02.2009 N 7)
Авторӗсем
- Сӑмахӗсем — Тукташ Илья Семёнович
- Кӗвви — Лебедев Герман Степанович[7]
Тексчӗ
| Чӑвашла | Вырӑсла[8] | Акӑлчанла[9] |
|---|---|---|
| Тӑван Ҫӗршыв | Родина | Native land |
| Пӗрремӗш куплет | ||
|
Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух: Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух, Чун савӑнать: чӗре сикет, Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет. |
Когда весны высокий свод Лучи живые щедро льёт, - На добрый лад судьбу верша, О крае родном поёт душа. |
When spring awakens and shines from the sky
Nature rejoices both low and high. My soul is thrilled, my heart is overwhelmed I feel like singing about my native land. |
| Хушса юрламалли | ||
|
Тӑван ҫӗршыв, Тӑван ҫӗршыв, Асран кайми Юратнӑ ҫӗршыв. Тӑван ҫӗршыв, Тӑван ҫӗршыв, Мухтав сана, Ҫуралнӑ ҫӗршыв! |
Поклон тебе, О Родина, Красавица На все времена. Поклон тебе, О Родина, Да славится Родная страна! |
My native land,
My native land! You will for ever Be on my mind. My native land, My native land! May you be praised And glorified. |
| Иккӗмӗш куплет | ||
|
Яшсем-хӗрсем вылянӑ чух, Атте-анне ӑс панӑ чух, Чун савӑнать: чӗре сикет, Татах та нумай пурнас килет. |
Отцам на смену выйдя в путь, Ты, юность, им опорой будь. На добрый лад судьбу верша, О жизни большой поёт душа. |
When lads and maidens frolic and play,
When fathers teach them to choose a proper way, My soul is thrilled, my heart is overwhelmed. My song about a great life cannot be withheld. |
| Хушса юрламалли | ||
| Виҫҫӗмӗш куплет | ||
|
Тӑвансемпе пӗрлешнӗ чух, Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух, Чун савӑнать: чӗре сикет, Татах та хастар пулас килет. |
Народ народу — друг и брат, Отныне и чуваш крылат, На добрый лад судьбу верша, О силе людской поёт душа. |
When all my kinsfolk live in concord,
My land arises due to their support. My soul is thrilled — I raise a happy song And praise my homeland going strong. |
| Хушса юрламалли | ||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Государственные символы Чувашской Республики (The national emblem of the Chuvash Republic)/ / сост. А. П. Павлов, Э. М. Юрьев. — Чӑваш кӗнеке издательстви, 1995. — 29 с. (герб, флаг и гимн ЧР)
- ^ В поисках символики // Зал государственных символов. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, www.nbchr.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Наследие Чувашии.рф Государственная символика (выр.). xn--80aafhebudawu3c5a9cs.xn--p1ai. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ История создания гимна. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской Республики от 14 июля 1997 г. № 12 «О государственных символах Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫурлан 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 13-мӗшӗ.
- ^ Елена Губанова. 15 февраля 1992 года мелодия песни «Тăван Çĕршыв» композитора Германа Лебедева утверждена как мелодия Государственного Гимна Чувашской Республики(паллӑ мар). tavanen.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
- ^ Авторы Государственного гимна Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Закон Чувашской Республики от 14 июля 1997 года № 12 «О государственных символах Чувашской Республики». Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Московский район г.Чебоксары » Новости » 08:00 29 апреля отмечается День государственных символов Чувашской Республики (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗ.