Фёдоров Николай Васильевич

Фёдоров Николай Васильевич(ҫур. 1958 ҫулхи ҫӑвӑн 9-мӗшӗ, Чучукасси) — совет тата Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ. Федераци Канашӗн пайташӗ (2010—2012, 2015 ҫултан). «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Аслӑ канашӗн пайташӗ[1]. Экономика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ[2] тата юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ[3].

Чӑваш Республикин Президенчӗ (1993—2010), Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑх министрӗ (2012—2015), Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн канашҫи (2015); Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ (2015—2020).

Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине пула Евросоюз, АПШ, Аслӑ Британи тата ытти ҫӗршывсен санкцийӗсенче тӑрать[4].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Пуҫламӑшӗ

Николай Фёдоров 1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн нумай ачаллӑ ҫемйинче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Василий Фёдорович Фёдоров; амӑшӗ — Анфиса Никитична Фёдорова. Наци енӗпе — чӑваш. Пӗртӑванӗсем — Фёдоров Никита Васильевич (1969); Зинаида Васильевна Фёдорова (Васильева), Елизавета Васильевна Фёдорова (Васильева); Валентина Васильевна Фёдорова (1950).

Тӑван ялӑн ҫӗрӗсене «Химпром»[5] промышленность гиганчӗ ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Чӑваш АССРӗн Шупашкар районӗнчи Миснер ялне куҫса кайнӑ. 1975 ҫулта Шупашкар районӗнчи Толик Хураски вӑтам шкулӗнчен ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ.

1980 ҫулта Хусан патшалӑх университечӗн юридици факультетне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкара килсе 1980—1982 тата 1985—1989 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Советское право» тата «Научный коммунизм» дисциплинӑсене вӗрентнӗ. Аслӑ шкулти комсомол комитетӗнче право секторне ертсе пынӑ.

1985 ҫулта СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Патшалӑх тата право институчӗн аспирантурине вӗренсе пӗтерсе каллех преподаватель ӗҫне таврӑнать.

Совет Союзӗнчи политика карьери

1989 ҫулта И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн обществӑлла дисциплинӑсен кафедрисен преподавателӗсен пухӑвӗнче политэкономи вӗрентекенӗ Анатолий Аксаков Фёдорова СССР халӑх депутачӗн кандидатне тӑратма сӗннӗ.

1989 ҫулта Фёдорова СССР халӑх депутатне суйланӑ. СССР Аслӑ Канашӗн саккун кӑларакан комитечӗн ертӳҫисенчен пӗри пулнӑ.

1990—1992 ҫулсенче РСФСР Юстици министерствине ертсе пынӑ. 1991 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче РСФСР юстици министрӗ Фёдоров ракпа йывӑр чирлӗ 79 ҫулхи ГДР лидерӗ пулнӑ Эрих Хонеккера, Мускаври Чили элчӗлӗхӗнче хӳтлӗх тупнӑскере, СССР территорине пӑрахса кайма хистесех ыйтнӑ (тепӗр ҫур ҫул иртсен, 1992 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче, Хонеккера Мускавран Берлина экстрадициленӗ, унта ӑна ҫийӗнчех арестленӗ те темиҫе уйӑх тӗрмере ларнӑ).

1992—1994

1992 ҫултанпа — Раҫҫей Федерацийӗн юстици министрӗ, ку должноҫа вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин тӑватӑ тытӑмӗнче йышӑннӑ.

1992 ҫулта Раҫҫей Президенчӗн указӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх юстици советникӗн аслӑ чинне панӑ.

1993 ҫул пуҫламӑшӗнче В. Черномырдин правительствин министрӗсенчен пӗрремӗш влаҫра иртӗхни тата коррупциленни пирки халӑх умӗнче асӑрхаттарса каланӑ, юпа уйӑхӗнчи (1993 ҫулхи) пулӑмсен сценарине вӑл чӑн пурнӑҫа кӗриччен темиҫе уйӑх маларах систерсе хунӑ.[5]

1993 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Фёдоров Б. Н. Ельцин ҫӗршыва тытса пырас ятарлӑ йӗрке йышӑнса конституцие хирӗҫле ӗҫ тунине хирӗҫлесе отставкӑна кайнӑ[6]. Федераци влаҫӗсем 1993 ҫулхи юпан 3-4-мӗшӗсенче Халӑх депутачӗсен съездне тата Раҫҫей Федерацийӗн Аслӑ Канашне вӑйпа салатнине тиркесе хакланӑ, хӑйӗн позицине массӑллӑ информаци хатӗрӗсенчи интервьюсенче пӗлтернӗ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа хӑй тӗллӗн, никампа та ҫыхӑнман, никама пӑхӑнмасӑр шухӑшлакан, влаҫпа час-часах хирӗҫ пулакан политикӑн ятне тивӗҫнӗ[5].

Нумай мар вӑхӑт хушши Мускав адвокачӗсен коллегине ертсе пынӑ, «Общая газета» хаҫатӑн тишкерӳҫи пулнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн пайташӗ пулнӑ, Правительствӑн нацисен хушшинчи хирӗҫӳсене татса паракан комиссине тата Хӑрушсӑрлӑх Канашӗн Ҫурҫӗр Кавказ республикисене тимлекен ведомствӑсен комиссине ертсе пынӑ.

1993 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче иртнӗ суйлавра харӑсах Чӑваш Республикин Президенчӗн пӗрремӗш суйлавӗнче тата Патшалӑх Думин пӗрремӗш суйлавӗн суйлавӗнче кандидат пулса хутшӑннӑ. Ӑна Раҫҫей Демократиллӗ партийӗн списокӗпе Патшалӑх Думин депутатне суйланӑ, хӳтӗлев комитечӗн йышне кӗнӗ. Чӑваш Республикин Президенчӗн суйлавӗнче суйлавҫӑсен кирлӗ пек 25 % сассине кандидатсенчен пӗри те пухайман, иккӗмӗш тура вара пӗрремӗш турта 24,9 % сасӑ пухнӑ Фёдоров тата 21,9 % пухнӑ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Лев Кураков тухнӑ. 1993 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнче иртнӗ иккӗмӗш турта Фёдоров ытларах сасӑ пухнӑ. 1994 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Фёдоров Чӑваш Республикин Президенчӗн должноҫне кӗнӗ, нарӑс уйӑхӗнче Патшалӑх Думин депутачӗн полномочийӗсене тавӑрса панӑ.

Чӑваш Республикин Президенчӗ

1994 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — Чӑваш Республикин Президенчӗ. Фёдоров должноҫе кӗнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫ тытӑмне улӑштарма тытӑннӑ, ҫавна пула республикӑра: 16 министерство, 10 патшалӑх комитечӗ, 6 федераци пӑхӑнӑвӗллӗ служба, президент администрацийӗ; президента сыхлакансем 41 ҫын шутланнӑ. Ҫак кӑтартусемпе республика кӳршӗллӗ Чулхула облаҫне, лаптӑкӗпе Чӑваш Республикинчен тӑватӑ хут пысӑкскере, аякка хыҫа хӑварнӑ[5]. 1995 ҫул пуҫламӑшӗнче патшалӑха юристсем ертсе пыма тытӑнсан ҫеҫ Раҫҫей истори прогрессне утӑм тӑвасси пирки пӗлтернӗ[7].

1997 ҫулта ҫак должноҫе иккӗмӗш хут суйланнӑ, 2001 ҫулта — виҫҫӗмӗш, 2005 ҫулта — тӑваттӑмӗш срока лартнӑ. Фёдоров Чӑваш Республикин Президенчӗ пулса ӗҫленӗ тапхӑрта республикӑри ялсене йӑлтах газ кӗртнӗ, хуласенче, чи малтанах Шупашкарта, ҫурт-йӗр тӑвасси пысӑк ӳсӗмсемпе аталаннӑ, ҫавна пула республикӑра урбанизаци шайӗ тӑрук ӳснӗ. Чӑваш Республикин тӗп хулин историлле центрне пысӑк масштаблӑ реконструкциленӗ, ҫав шутра ҫӗнӗ ландшафт тата Атӑл ҫинче кӳлмек-гавань йӗркеленӗ; Шупашкара Раҫҫейӗн чи хӑтлӑ хули (2001) тесе йышӑннӑ[8], «АБС Электро» компанисен ушкӑнӗн ӗҫ-хӗлӗ аталанса кайнӑ[9].

undefined

1995—2001 ҫулсенче Федераци Канашӗн членӗ, Федераци Канашӗн Конституци саккунлӑхӗ тата судпа право ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Федераци Канашӗн тӗнчери ӗҫсен комитечӗн председателӗн ҫумӗ; Европа Канашӗн Парламент Ассамблейин юридици ыйтӑвӗсемпе тата ҫын прависемпе ӗҫлекен комиссин тата Чечня ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ятарлӑ комиссин пайташӗ пулнӑ.

2000 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх гимнӗ пирки йышӑнакан ҫӗнӗ саккуна хирӗҫ сасӑланӑ пӗртен-пӗр сенатор пулнӑ. (Ҫак саккун Александровӑн кӗввине, 2001 ҫулта ятарлӑ тӳрлетӳпе йышӑннӑ Михалковӑн текстне ҫирӗплетнӗ; ун чухне те ӑна хирӗҫ пӗр сенатор — Олег Чиркунов — ҫеҫ сасӑланӑ).

2000 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн регионсен тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пуҫлӑхӗсене должноҫӗнчен хӑтарма, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думипе пӗрле регионсен саккун кӑларакан пухӑвӗсене салатма саккунра ҫырса хунӑ правине хирӗҫлесе Раҫҫей Федерацийӗн Конституци Судне ҫыру ҫырнӑ[6].

2002 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 2003 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗччен — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх канашӗн президиумӗн пайташӗ[10][11].

2010 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ — Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчи пулма ҫирӗплетнӗ. Федераци Канашӗн тӗнчери ӗҫсен комитечӗн пайташӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2010 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗнчи Указӗпе Раҫҫей экономикине модернизацилес тата технологи енчен аталантарас енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи Комисси йышне кӗртнӗ. 2011 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа — Раҫҫей Федерацийӗн Европа Канашӗн Парламент Ассамблейинчи (Страсбург) представителӗ.

2011 ҫултан

undefined

2011 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Раҫҫей Правительствин пуҫлӑхӗ Владимир Путин «Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ» Фондӑн директорӗсен канашӗн председателӗ пулма сӗннӗ.

2011 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗнчен — Федераци Канашӗн Конституци саккунӗсемпе, право тата суд ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен, граждан обществине аталантаракан комитечӗн председателӗ.

2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑх министрне лартнӑ[12][13].

Министра лартнӑ хыҫҫӑн икӗ кунран, 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, МИХсенче Фёдоровӑн Чӑваш Республикин ҫӗнӗ пуҫлӑхне Михаил Игнатьева янӑ ҫырӑвӗ шӑв-шав ҫӗкленӗ. Ҫырура Чӑваш Республикинчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне анлӑн тишкерсе республика ертӳлӗхӗн ӗҫ-хӗлне хак панӑ, сӑмахран, Чӑваш Республикин бюджечӗ 9 миллиард тенкӗ ҫухатнӑ тесе айӑпланӑ. Чӑваш Республикин парламенчӗн унчченхи пуҫлӑхӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалах Думин депутачӗ Валентин Шурчанов шухӑшӗпе, республика малашлӑхӗ Фёдоровран хӑйӗнчен те нумай килӗ, мӗншӗн тесен Чӑваш Республикин экономикин 40 % ялхуҫалӑх ҫинче никӗсленет[14][14][15].

2015 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче отрасльте ӗҫ-пуҫ чаплах маррине кура Фёдорова ялхуҫалӑх министрӗн постӗнчен отставкӑна ярасси пирки паллӑ пулнӑ[16]. 2015 ҫулхи акан 22-мӗшӗнче Федорова йышӑнакан должноҫран хӑтарса Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн канашҫи туса хунӑ[17].

2015 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен Путин Президентӑн канашҫи пулнӑ. Чӑваш Республикин представителӗ пулса Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашне куҫнӑ май малтанхи ӗҫрен хӑтарнӑ[18].

Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Канашне Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗнчен кайнӑ. 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ[19]. Ҫакӑн хыҫҫӑн Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗнчен сенатор пулса Федераци Канашӗнче ӗҫ-хӗлне малалла тӑснӑ[20]. Федераци Канашӗн Конституци саккунлӑхӗпе тата патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ.

2019 ҫулта йӗркеленнӗ Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас тата тӗпчес фондӑн попечительсен канашне ертсе пырать[21].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Николай Фёдоров аван уйӑхӗнче иртекен Чӑваш Республикин суйлавне хутшӑнма пултарасси пирки хыпар тухнӑ[22]. Экспертсем Олег Николаев суйлавра ҫӗнтерсен Фёдорова Федераци Канашне сенатор пулса ямасси пирки каланӑ[23].

2025 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнчех Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвӗн Федераци Канашне Н. Фёдорова сенатор пулса ярасси пирки хушу алӑ пуснӑ[24]. Списокра ҫавӑн пекех Светлана Каликова тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ Руслан Валиуллин пулнӑ[25].

Ҫемье

Арӑмӗ — Фёдорова Светлана Юрьевна, Кострома хулинче ҫуралнӑ. 1979 ҫулхи Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче паллашнӑ, 4 ҫул иртсен мӑшӑрланнӑ.

  • Ывӑлӗ — Василий (1984 ҫур.), «АБС Электро» компанисен ушкӑнӗн юрисчӗ, унӑн Раҫҫейри предприятийӗсем Мускавра тата Шупашкарта вырнаҫнӑ.
  • Хӗрӗ — Карина (1990 ҫур.), ташӑпа, спортпа айланать.

Аслашшӗне кулак тесе репрессисен пӗрремӗш хумӗнче арестленӗ, тӑваттӑри ашшӗ пиччӗшӗпе пӗрле ача ҫуртне лекнӗ. Пиччӗшӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хыпарсӑр ҫухалнӑ, ашшӗ Кёнигсбергра йывӑр аманнӑ.

Критика тата шухӑшсем

2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче МИХсенче Фёдоров Раҫҫей ведомствисемпе ҫыхӑнман тата Сербире регистрациленӗ Cessna бизнес-класлӑ харпӑр самолётпа Берлина «Симӗс эрне» ялхуҫалӑх куравне вӗҫсе килни ҫинчен пӑтӑрмахлӑ истори сарӑлнӑ. Ҫак хыпара халӑха пӗлтернӗ хыҫҫӑн Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑх министерствин официаллӑ сайтӗнче сӑнӳкерчӗке малтан ретушьленӗ, унтан Фёдоровӑн ют ҫӗршыв харпӑр лайнерӗн салонӗнчен тухакан сӑнӳкерчӗкне пачах сайтран кӑларса пӑрахнӑ, патшалӑх службин протоколӗ тӑрӑх служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне федераллӑ министрӑн унпа усӑ курма юрамасть[26].

Раҫҫей Федерацийӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палатин аграри политики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗн ҫумӗ, Мускав облаҫӗнчи В. И. Ленин ячӗллӗ совхоз директорӗ Павел Грудинин 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, асӑннӑ транспорт автомагистральсем тӑрӑх ҫӳремест пулин те, уй-хирте ӗҫлекен ялхуҫалӑх техники валли усӑ куракан топливӑна, соляркӑна, транспорт налукӗ хунӑшӑн Раҫҫей Федерацийӗн ялхуҫалӑх министрне критикленӗ. Ҫакӑ Раҫҫейре ялхуҫалӑх производствин рентабельлӗхне чакарать[27].

Раҫҫей Федерацийӗн Статистика служби 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоров министр пулнӑ чухне Раҫҫей ялхуҫалӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 15 пин тенкӗпе танлашнӑ[27].

Кӑсӑклану тата культура ӗҫӗ-хӗлӗ

«Москва» ротари-клубӑн пайташӗ[28]. Пӗтӗм тӗнчери Вырӑс клубне (МРК) йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑ[29]. Православи тӗнне тытса пырать.

Фёдоров нимӗҫле пӗлет, Германире право енӗпе лекцисем вуланӑ[30]. Студент ҫулӗсенче Н. Лукианов тренер патӗнче карате мелӗпе тытӑҫма хӑнӑхнӑ[31], тухӑҫ кӗрешӗвӗ енӗпе тренер пулнӑ[32]. Аслӑ ҫулсенче каратепе айланассине малалла тӑснӑ[30]. Ишессипе, сӑрт-ту тата шыв йӗлтӗрӗсемпе, шахматпа кӑсӑкланать[30]. Интернет-хутлӑхра Фёдоров ҫӑмӑллӑн та яш-кӗрӗм хастарлӑхӗпе ташланине ӳкернӗ видео анлӑ сарӑлнӑ[33].

Николай Фёдоров — конституци правипе регионологи енӗпе ӗҫлекен специалист. Патшалӑхӑн демократиллӗ тата федеративлӑ тытӑмлӑхӗн, пичет ирӗклӗхӗн, никама пӑхӑнман суд влаҫӗн, экономика политикин ыйтӑвӗсемпе ҫырнӑ ҫӗр ытла статья тата нумай кӗнеке авторӗ. 1995 ҫултах Фёдоров политика карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн вырӑнне йышӑнма палӑртнине пӗлтернӗ. Ҫак университетра, Фёдоров ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл нумай ӗҫленӗ, ӑна унта килӗшнӗ, унӑн чылай лекцийӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупнипе вӗҫленнӗ[7].

«В ответе навсегда» (2012), «Сквозь призму Вечности. Опыт философской прозы» (2018) тата «Вспоминая время надежд …» (2022), «Капуста слаще власти. Полемические заметки бывшего главы Минсельхоза России» (2025)[34] кӗнекесен авторӗ.

2001 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче Шуршӑлти А. Г. Николаевӑн космонавтика музейӗ Фёдоров пуҫарӑвӗпе ятарласа тунӑ ҫӗнӗ, нумай заллӑ комплексра вырнаҫнӑ[35].

Хисепӗсем

undefined

Раҫҫей патшалӑх хисепӗсем

  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» III степеньлӗ орден (2003, ҫурла, 5) — ……Раҫҫей патшалӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн[36];
  • «Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орден (1998, ҫу, 9) — патшалӑх умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн[37];
  • Александр Невский орденӗ (2017, ҫӗртме, 27) — Раҫҫей парламентаризмӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата саккун тӑвас енӗпе хастар ӗҫшӗн[38];
  • Хисеп орденӗ (2008, авӑн, 11) — республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн[39];
  • 1999 ҫулхи Раҫҫей Федерацийӗн ӑслӑхпа техника облаҫӗнчи патшалӑх премийӗ — Чӑваш Республикин тӗп хулин — Шупашкарӑн — историллӗ пайне ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑшӑн[40].

Юбилей тата ведомствосен наградисем

  • «Мускав 850 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (1997);
  • «Санкт-Петербург 300 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (2003);
  • «Хусан 1000 ҫуллӑхне асӑнса» медаль (2005);
  • «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравне ирттерес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (2003);
  • Анатолий Кони медалӗ (Юстици министерстви);
  • «Раҫҫей Юстици министерстви 200 ҫул тултарнине асӑнса» медаль (2002);
  • «Федерацин Суд приставӗсен службине 10 ҫул» медаль (2007)[41];
  • «Раҫҫей ШӖМне 200 ҫул» медаль (2002);
  • «Гражданла хӳтӗлеве 75 ҫул» медаль (МЧС, 2007)[42];
  • «Ҫӗршыври сывлӑх сыхлавӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (РФ Сывлӑх сыхлав министерстви);
  • «Агропромышленность комплексӗн аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн» медаль (РФ Ялхуҫалӑх министерстви);
  • «2006 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри ялхуҫалӑх ҫыравне ирттерес ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медаль (РФ Ялхуҫалӑх министерстви, 2006);
  • «Раҫҫей патшалӑх спорт комитетне 80 ҫул» медаль (2003);
  • «Раҫҫейӗн Хисеплӗ строителӗ» паллӑ.

Регионсен тата муниципалитетсен хисепӗсем

Ют ҫӗршыв наградисем

  • Тивӗҫсен орденӗн (Венгри) командорӗ.

Общество тата конфесси наградисем

  • Преподобный Сергий Радонежский I степеньлӗ орденӗ (Вырӑс Православи чиркӗвӗ);
  • Таса та пархатарлӑ Даниил Московский кнеҫ I степеньлӗ орденӗ (Вырӑс Православи чиркӗвӗ);
  • «Раҫҫей профсоюзӗсене 100 ҫул» медаль (Раҫҫейри профсоюзсен никама пӑхӑнман пӗрлӗхӗ);
  • «СССР летчик-космонавчӗ А. Г. Николаев» медаль;
  • «Халхин-гол ҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул» медаль (Монголири «Раҫҫей фончӗ» НПО, 2009);
  • «М. А. Шолохов ҫуралнӑранпа 100 ҫул» асӑну медалӗ (Раҫҫей муниципаллӑ академийӗ, 2005);
  • «Ревницу просвещения» Пушкин медалӗ (Вырӑс сӑмахлӑхӗн академийӗ);
  • Пӗтӗм Раҫҫейри «Фемида» юридици премийӗн лауреачӗ;
  • Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей наци Олимпӗ» обществӑлла премийӗн «Ҫулталӑк Президенчӗ — 2001» хисеплӗ ячӗ;
  • Раҫҫей бизнес тата предпринимательлӗх академийӗн «Дарин» бизнес-репутацийӗн наци премийӗн лауреачӗ (2005).

Ӑнлантарусем

  1. ^ Бюро Высшего совета Партии. Единая Россия. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ.
  2. ^ Николай Васильевич Федоров. Стратегическое планирование регионального социально-экономического развития. — Санкт-Петербург, 2003. 2021 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче архивланӑ.
  3. ^ Николай Васильевич Федоров. Правовая политика советского государства : law.edu.ru. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 24-мӗшӗ.
  4. ^ PEP: Федоров Николай Васильевич, Совет Федерации, сенатор, первый заместитель председателя (выр.). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4 Ленский И. Президент с улицы Водопроводной // Правда. — 20 апреля 1994. — № 66 (27241). — .
  6. ^ 1, 2 Николай Васильевич Федоров, биография. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Ленский И. Оптимизм с дальним прицелом // Правда. — 2 марта 1995. — № 40 (27458). — .
  8. ^ Чебоксары — самый благоустроенный город России. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  9. ^ «АБС Электро». Контактная информация. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
  10. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 27.09.2002 г. № 458-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ.
  11. ^ Распоряжение Президента Российской Федерации от 24.05.2003 г. № 269-рп «О президиуме Государственного совета Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  12. ^ Путин утвердил новое правительство России , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗнчи копийӗ.(выр.)(2012 çулхи ҫӑвӑн 21-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
  13. ^ Указы Президента РФ kremlin.ru. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ.
  14. ^ 1, 2 Ъ-Чебоксары — Письмо не счастья. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  15. ^ Письмо Федорова к Игнатьеву. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  16. ^ СМИ сообщили о возможной отставке Федорова с поста главы Минсельхоза
  17. ^ Источник. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи акан 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи акан 24-мӗшӗ.
  18. ^ Путин освободил Николая Федорова с должности своего советника. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  19. ^ Ъ — Валентина Матвиенко получила первого заместителя. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
  20. ^ Правда ПФО, 23 сентября 2020. Александр Белов. Фёдоров сложил полномочия первого вице-спикера сената и не стал прощаться. Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи чӳкӗн 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 21-мӗшӗ.
  21. ^ Федерации уделяет поддержке русского и национальных языков самое пристальное внимание — Н. Федоров
  22. ^ Предвыборный скандал в Чувашии: как сенатор Федоров может усложнить кампанию Николаева (2025-07-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  23. ^ Не время первых (2025-07-01). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  24. ^ О наделении полномочиями сенатора Российской Федерации – представителя от исполнительного органа государственной власти Чувашской Республики (выр.). Официальный портал органов власти Чувашской Республики (26 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  25. ^ Николая Федорова переназначили сенатором от Чувашии (выр.). ТАСС (26 авӑнӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  26. ^ Фотошоп от Минсельхоза: на снимках с Н. Федоровым «замазали» бизнес-джет :: Общество :: Top.rbc.ru. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗ.
  27. ^ 1, 2 РБК-ТВ, 4 марта 2015. Павел Грудинин, заместитель председателя комитета по аграрной политике Торгово-промышленной палаты РФ, директор совхоза им. В. И. Ленина. Ситуация в российском АПК. Запись с эфира
  28. ^ Члены клуба. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2008 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗ.
  29. ^ Учрежден Международный Русский клуб. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
  30. ^ 1, 2, 3 Биография Н. В. Фёдорова на сайте Президента Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  31. ^ Мир каратэ: Николай Васильевич Фёдоров. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
  32. ^ Николай Федоров: «Политика для меня — вид адвокатской деятельности…» , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи копийӗ, интервью газете «ФельдПочта» от 26 января 2004 г.
  33. ^ Президент Чувашии Танцует. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  34. ^ Николай Федоров представил общественности свою новую книгу "Капуста слаще власти" (выр.). gov.cap.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  35. ^ Игорь Ленский. Под шоршелскими звёздами (2012). Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи ҫурлан 31-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  36. ^ Указ Президента Российской Федерации от 5 августа 2003 г. № 920. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  37. ^ Указ Президента Российской Федерации от 9 мая 1998 г. № 517. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  38. ^ Указ Президента Российской Федерации от 27 июня 2017 года № 288 «О награждении государственными наградами Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗ.
  39. ^ Указ Президента Российской Федерации от 11 сентября 2008 г. № 1340. Пӑхнӑ кун: 2008 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2011 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ.
  40. ^ Указ Президента Российской Федерации от 29 сентября 1999 г. № 1307. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ.
  41. ^ Видные государственные и общественные деятели Российской Федерации и иностранных государств, награждённые ведомственными наградами Федеральной службы судебных приставов. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  42. ^ Полпред Коновалов назвал основные проблемы при обеспечении безопасности людей в Приволжском округе( ӗҫлемен каҫӑ)
  43. ^ Указ Президента Чувашской республики от 29 августа 2010 года № 107

Вуламалли

  • У нас побывал Президент : (деловые встречи Н. В. Федорова на канашской земле). - Канаш : Б.и., 1997. - 37 с. : ил.
  • Чувашия : стабильность доверия. Вступление Н.В. Федорова в должность Президента Чувашской Республики 28 декабря 2001 г. : Хроника торжества/ Сост. Л.М. Кубашина, Г.А. Игнатьев.-Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001.- 24 с. : портр., фот.; 1000 экз
  • Захаров, Д. А. Институт президентства в Чувашии (1991-2000 гг.) : монография / Д. А. Захаров ; Чуваш. гос. пед. ун-т им. И. Я. Яковлева. - Чебоксары : ЧГПУ, 2004. - 116 с.
  • Смолин, А. С. Сын Чудикас : (о первом Президенте Чувашии Н. В. Федорове) : публицист. поэма / А.С. Смолин ; А. Смолин ; пер. с чув. на англ. Л. В. Михайлова и др. ; фото Н. Д. Зверев и др. - Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2000. - 159 с. : портр., ил., цв. ил.
  • Федоров, Н. В. Построим дорогу, ведущую к храму / Н. В. Федоров. - Чебоксары : Чувашия, 1995. - 27 с.
  • Чекушкин, В. И. Будни Президента : записки советника первого чувашского Президента. - Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 1998. - 215 с. : ил., портр.

Темӑпа ҫыхӑннисем

Категорисем