Аслă Британи е Мăн Британи (акăл.United Kingdom, тулли ячĕ — Аслă Британи тата Çурçĕр Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ, акăл.United Kingdom of Great Britain and Northern Ireland) — Анăç Европăри утравлă патшалăх, тытăм хорми — парламентлă монархи. Тĕп хула — Лондон. Патшалăх ячĕ акăлчанла Great Britain. Британи — брит йăх этнонимĕ.
Патшалăх çурçĕр-анăç Европăра, Британи утравĕсем ( Аслă британи утравĕ тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕ, Мэн тата Норманди утравĕсем) çинче вырнаçнă, Атлантика океанĕн тата унăн тинĕсĕсен шыв хумĕпе çăвăнать. Çĕр лаптăкĕ 241 пин çм².
Çурçĕрте тата анăçра ту çĕр пичĕф — Çурçĕр-Шотланди туçи (1343 м таран), Пеннин тата Кембри тăвĕсем; кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра — сăртлă тӳремсем. Климат вăтам океан çумлă, нӳрĕк. Кăрлачри вăтам температура 3 — 7 °C, утăра 11—17 °C; çулти нӳрĕк 3000 мм анăçра тата 600—750 мм кăнтăр-тухăçра. Паллă юханшывсем: Темза — 334 км, Северн — 310 км, Трент, Мерси — 109 км, Клайд — 170 км. Пысăк кӳлĕсем: Лох-Несс (56 км²), Лох-Ней (лапт. 396 км²). Вăрмансем (бук, юман, хурăн) Аслă Британин 9 % яхăн территорине йышăнаççĕ.
Халăх йышĕ, ытларах, Европа Пĕрлешĕвне анчахрах кĕнĕ патшалăхсенчен ĕçлеме пыракан иммигрантсенчен тытăнса тăрать. Вĕсене 2004 çулхи çу уйăхĕнче Аслă Британи территорине ĕçлеме килме ирĕк панă. Çĕршывра çуралакансен шучĕ вилекенсенчен ытларах, апла пулин те халăх çутçанталăк йĕркипе ӳсни çеç мар британи халăх йышне хăпартать.[1]
1. Британи нацийĕ аталанăвĕ уйрăм çулпа пынă, ăна франци моделĕпе (Аслă Франци револицинче «аялтисемпе» «çӳлтисен» хирĕçĕвĕ) çывăх теме пулмасть, çаплах нимĕç моделĕпе те пĕр пек мар, мĕншĕн тесен Аслă Британи нихăçан та Германи1871 çулченхи евĕр, сапаланчăк патшалăх пулман.
2. XIV—XV ĕмĕрсенче, аслă географи уçăвĕсен тапхăрĕнче, Аслă Британире наци экономики аталанма тытăнать, вăл çĕршыв халăхне чăмăрлать.
3. Аслă Британи урăх европа патшалăхĕсенчен яланах, хăйĕн географии енĕпе, уйрăм аталанса пынă.
5. Çаплах британи нацин йĕркеленĕвĕнче çĕр ĕçтĕш халăхĕ хуласенче чăмăртанни те, Аслă Британин аякри çĕрĕсенче хуçалăха тĕрĕклетни.
6. В АнглиреБиблиеакӑлчан чӗлхине урăх европа патшалăхĕсенчен маларах куçарнă, çапла вара пур британсемшĕн пĕрлĕ хăй евĕрлĕ акăлчан чĕлхи аталанса тăрать.
7. Британсем тăтăшах хăйсене урăх этноссенчен уйăраççĕ:
а) Британи тĕнчере чи хăватлă та анлă саралнă колони империйĕ пулнă. Çакăн чухне те британсем хăйсене тĕнчери урăх халăхсенчен уйрăм тытнă.
б) Британин колони политики те, францисен е испансен пек хăйсен колонинчи вырăнти халăха хутăштаракан политикинчен уйрăлса тăнă, вĕсем «Эпир — акăлчансем! Эпир — вырăнти çынсем!» приципа çӳле хунă.
[3][4]
Саккун тăвакан органĕ — икĕ палатăллă парламент (Общинăсен палатипеЛордсен палати). Парламент пĕтĕм территорире влаçăн аслă органĕ пулать, Шотландире, Уэльсре тата Çурçĕр Ирландире харпăр ертсе пыракан администраци тытăмĕсем пулсан та. Правительство ертӳçи — Аслă Британи премьер-министрĕ.
Çĕршывăн епле те пулин пĕрлĕ тĕп саккун вырăнĕнчи документ çук, Конституцине те çырса йышăнман.
Халăхпа правительство хушшинчи ĕçсене саккун тăвакан актсем, çырман саккунсем тата конвенцисем йĕркелесе тăраççĕ.
Британи утравĕсенеV—VI ĕмĕрсенче англосакссем çĕнтерсе илнĕ. Англие1066 çулта нормансем ярса илнипе феодаллă пĕрлĕ патшалăх йеркеленсе çитет. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче акăлчан парламенчĕ йĕркеленет, сослови монархийĕ пулса тăрать. Тавар-укçа хутшăнăвĕсен аталанăвĕпе çĕр ĕçтĕшĕсен кĕрешĕвĕ (1381 çулхи Уот Тайлер пăлхавĕ тата урăх.) XV ĕмĕрте çĕр ĕçтĕшĕсен пайăр пăханлăхне пуррипе тенĕ пекех пĕтерет. Çав хушăрах çĕр ĕçченĕсен çĕр харпăрлăхĕ пулман, çакна пула вĕсем хăвăрт пролетарине куçаççĕ. Реформаци тапхăрĕнче, 1534 çулта, акăлчан чиркĕвне туса хунă. XVII ĕмĕрти Англи революцине пула капитализм тĕрĕкленет. XVII ӗмӗрĕн вĕçĕнче политик партисем — тори тата виги (XIX ӗмӗрĕн варринче Консервативлă тата Либераллă партисене куçаççĕ) йĕркеленеççĕ. 1707 çулта Шотландире (1649—1651 çулсенче Ирландие пăхантарсан) çирĕпленсен пĕрлешĕннĕ патшалăх Аслă Британи ята тивĕçет. XVIII вĕçĕнче — XIX ӗмӗрĕн пĕрремĕш çурринче промăçлăх улшăнăвĕ пулса иртет. Ост-Инди компанийĕ пуян Бенгалие çĕнтерсе илнĕренпе британи колони империне тума пуçлаççĕ. Çак вăхăтри акăлчан инвестицисен виççемĕшĕ индирен тухнă пулнăскерсем. 1830-мĕш çулсенчефабрика ĕç-пуç системи пурнăçа кĕрет. 1830 — 1840-мĕш çулсенче пролетариатăн пĕрремĕш йышлă юхăмĕ — чартизм — тапранать. 1840-мĕш çулсенче Ирландие выçлăх пырса çапать, миллиона ытла çын инкеке лекет. 1868 çулта тред-юнионсен Британи конгресне никĕслеççĕ. 1900 çулта Аслă Британин лейбористсен партине туса хураççĕ. XIX ӗмӗрте Аслă Британи тĕнчери чи пысăк колони патшалăхĕ (Британи империйĕ) пулса тăрать.
Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫинче Аслă Британи китлĕре хирĕç коалицин паллă тăмарĕсенчен пĕри пулнă. Британи колони импери арканнипе 1970-мĕш çулĕсен варринелле акăлчансен пĕтĕмпех тенĕ пекех колонисем ирĕклĕхе çĕнтерсе илеççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи иртсе кайсан Аслă Британи правительствине лейбористсем (1945—1951, 1964—1970, 1974—1979, 1997 хальхи вăхăта) тата консерваторсем (1951—1964, 1970—1974, 1979—1997) ертсе пынă.
2005 çулхи чӳк, 1 пуçласа британи гражданлăхне тивĕçес тесен Аслă Британин историне, культурине тата йалине пĕлмелли тата çĕршыври этем пĕрлĕхĕн никĕсне пĕлмелли «Life in the UK» ятарлă тĕрĕслеве тытмалла. 45 минут пыракан 24 ыйтуран тăракан (варианчĕсем пур) тĕрĕслев гражданлăха илме кирли шутланать. Маларах Лондониммигрантсемшĕнакӑлчан чӗлхине пĕлмелли тĕрĕслеве кĕртнĕ, çаплах квалификаципе ĕç хăнăхăвĕсен кирлĕлĕх хаклавне çирĕплетнĕ.
Çак экзамена ăнăçлă тытма пулас граждансем валли ятарлă курссем йĕркеленĕ. Саккун тăвакансен шухăшĕпе, çак пĕлӳсем иммигрантсене британи этем пĕрлĕхне хăвăртрах хушăнма, çăв шутра хăйсен прависемпе тивĕçне ăнланма пулăшĕç.
2004 çулта Аслă Британи гражданлăхне илме 140870 çын ыйтса çырнă, ку вара 2003 çулхипе танлаштарсан, 12 процент нумайрах.
Пĕрлешĕннĕ Патшалăхăн этеплĕхĕ тем тĕрлĕ пуян. Вăл тĕнче этеплĕхĕн сумлă пайĕ пулать.
Аслă Британи хăйĕн малтанхи колонисемпе тачă этеплĕ çыхăну тытать, акăлчан чĕлхи весенче патшалăх челхи шутланать. Юлашки çур ĕмĕрте Британи культурине чылай ӳсĕм Инди субконтиненчĕпе Кариб бассейн патшалăхĕсенчен килнĕ иммигрантсем кӳнĕ. Пĕрлешĕннĕ Патшалăх йĕркеленнĕ тапхăрта унăн шутне кашни хăйĕн уйрăм этеплĕ малтан ирĕклĕ патшалăхсем кĕнĕ.
Наци хаçачĕсем:
The Times, The Guardian, The Independent, The Daily Telegraph, The Observer, The Financial Times, The Daily Express, The Sun, The Mirror, The People.
Англи территоринче патшалăх статусĕллĕ чиркӳ— Англи чиркĕвĕ ĕçлет, унăн пуçлăхĕ — британи монархĕ. Англи чиркĕвĕ — англикан этем пĕрлĕхне кĕрекен вырăнти чиркĕвĕсенчен пĕри, унăн чун-чĕм ертӳçи Кентербери архиепископĕ шутланать.
Тĕпчев ĕçĕсемпе, Пĕрлешĕннĕ Патшалăхра ытларах секулярлă çын пурăнать: халăхăн 38 % çеç Турра ĕненетпĕр тесе хуравлвççĕ («a God»)[5], хотя, по данным Церкви Англии на 2005 год, «72 % населения Англии указали свою религиозную принадлежность как христианскую»[6].
2008 çулхи ака уйăхĕнчи пичетленĕ христиан ыр кăмăл Joseph Rowntree Foundationфондĕ тĕпчевсемпе килĕшӳллĕ, тĕн «социаллă сехмет» «шухăш анлă саралнă» [7].
Аслă Британи Хĕçпăшаллă Вăйĕсем (акăл.British Armed Forces)
Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп çарпуçĕ британи монархĕ, арăм патша Елизавета II шутланать. Аслă Британи ХВ Хӳтĕлев министерствин Хӳтĕлевтытамĕ куллен ертсе пырать. Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп ĕçĕ Пĕрлешĕннĕ Патшалăха тата унăн тинĕс çĕрĕсене хӳтĕлесси, Аслă Британи хăрушсăрлăх интересĕсене малалла тăсасси тата тĕнчери мир тăвас ĕç-пуçа пулăшасси. Çаплах Аслă Британи ХВ Çурçĕр Атлантика Патшалахĕсен Ушкăнĕн тата Иракпа Афганистанри опреацийĕсене хастар та пĕрмай хутшăнаççĕ.
^Руднев В. В. Великобритания накануне XXI века. Европейский Союз и процесс деволюции в Шотландии // Европа на рубеже третьего тысячелетия: народы и государства. Сб. статей. Под ред. М. Ю. Мартыновой, Н. Н. Грацианской. М., 2000
^Козлов В. И. Иммигранты и этнорасовые проблемы в Британии. М.: Наука, 1987