Тăнайçи Пăлхарĕпе юнашар Греци, Турци, Серби, Черногори, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăршшĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Пăлхарин икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Çак икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи турккăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.
Европăри пĕрмаях этем пурăннă чи авалхи хула — пăлхарсен 6-пинçулти Пловдив хули[1].
Хальхи Пăлхари территоринче чи авал вăхăтра пурăннă халăх (чăнлă хыпарсем пуррипе) индоевропа йăхĕсем йышĕнчи фракисем пулнă теççĕ, вĕсем çакăнта, сахалтан та п. эрч. 1-мĕш пинçуллăхĕнче пурăнма тытăннă. П. эрч. I ĕмĕр тĕлне Фраки çĕрĕсем Рим империйĕ йышне кĕнĕ, вĕсене ФракипеМёзи хушшинче пайланă.
Темиçе ĕмĕр маларах тинĕс хĕрринче грексем колонисене никĕсленĕ, вĕсенчен фракисем авалхи грек чĕлхине илнĕ. 395 çулта Рим империйĕ Анăç тата Тухăç империсене пайланнă, икĕ провинцине те Тухăç Рим империне кĕртнĕ.
Пăлхарсен пĕрремĕш патшалăхĕ — ун пирки историре тĕп-тĕрĕс çырнисем сыхланса юлнă — Аслă Пăлхар пулнă; çав патшалăх хуратинĕс тата азов çеçенхирĕсенче темиçе вунçул протопăлхарсене тата урăх йăхсене пĕрлештернĕ. Тĕп хули — Хăнакур, ăна Купратхан никĕсленĕ.
Крум хан хăйне валли Никифор I императорăн пуç купташкинчен пиала тунă.
Купрат хан патшалăх арканса кайнă та йăхсем тĕрлĕ çĕрсене саланнă: Питпуян хан хăйĕн тăванĕсене хӳтелме вырăнтах юлнă; Кăтра Кама вăррипе Атӑл çине çитсе Атăлçи Пăлхарне (66?—1237) нивĕсленĕ; Аспарух хан Кĕçĕн Скифи (Дунай вăрри) урлă Балкана çитнĕ те кунта Пăлхар ханлăхне туса хунă.
Халапа ĕненсен, вилес умĕн Купрат хан хăйĕн ывăлĕсене, çĕмренсен çыххи пек пĕрле пулма халалланă, анчах та хасарсем Аса Пăлхара Хасар хаканлăхне кĕртме пултарнă. Пăлхарсем Балкана VI ĕм. — VII ĕм. пуçламăшĕнче темиçе хутчен харçăпа çӳренĕ, çавăнпа унти çĕрсене 491—498 çулсенче лайăх пĕлнĕ (Марцеллин Комит, пĕрремĕш рейда Заберган 558 çулта тунă). Висанти территоринче, Балкан тăвĕсенчен çурçĕрелле славян йăхĕсем чылай йышлă пурăннă, анчах та сапаланса вырнаçнине пула аван йĕркеленнĕ висанти çарĕсене хирĕç тăма пултарайман.
Славянсен юланут çарĕ пулман, халăх çарĕ пехотăран тытăнса тăнă, çавăнпа вĕсем юланутлă халăхпа тăмарлăх кирлĕ пулнă. Пăлхарсен вара çав вăхăтра чи лайăх юланут çарĕ шутланнă — арçын ачасем 3-4 çултах «джигитовка» тума вĕреннĕ. Хальхи Пăлхарин çурçĕр çĕрĕсенче (анăçра Тимок юханшывĕ, кăнтăрта Балкан тăвĕсем, тухăçра Хура тинĕс, çурçĕрте Дунай) Çичĕ славян йăхĕсен пĕрлешĕвĕ пулнă. Çак йăхсемпе ĕнтĕ пăлхарсен ханă Аспарух вăрçă килĕшĕвне тунă.
Пĕрлешӳ икъенлĕ тупашлă пулнă, 863 çулта Пăлхарие Христос тĕнне кĕртичченех пăлхарсем аристократи шутланнă, çара ертсе пынă. Официаллă Пĕрремĕш Пăлхар ханлăхĕ Византие Дунай вăрринче 680—681 çулсенче çĕнтерсен çуралнă, çакăнтанпа Висанти пăлхарсене парăм тӳлеме тивĕç пулнă. Патшалăхăн тĕп хули Плиска хула пулать. Патшалăха тĕрĕкчĕлхиллĕ протопăлхарсем, славянсем, çаплах вырăнти нумаях мар фракисем кĕнĕ.
Каярах çак этноссем пăлхар-славян халăхĕ пулса тăраççĕ, килнĕ халăхĕн ятне илеççĕ. IX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пăлхарсем çĕршыв территорине çĕнсе илнĕ Авар хаканлăхĕн çĕрĕпе пысăклатаççĕ.
Тырновăра пурăннă Асен йăхĕнчи пăлхарсем, 1185 çулта Исаак Анел висанти императорĕ патне хăйсен çĕрĕсене çирĕплетмешкĕн элчĕсене янă. Мăнкăмăллă пулса элчĕсене хĕненĕ, çак вара пăлхава çĕкленме сигнал пулнă. Кĕске вăхăтрах Балкан тăвĕсенчен Дуная çити территорире халăх пăлханма тытăнать. Çакăнтанпа пăлхарсем кăпчаксемпе, Болгарире вĕсене кумансем тенĕ — кăпчаксем темиçе хутчен те пăлхарсемпе пĕрмайлă висантисене хирĕç çапăçнă.
Пăлхарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕпе 340 пин ытларах çын çеç. Çавăн пекех пысăк хуласен йышĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хуласене асăнма пулать.
Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăнан вырăн шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.