Джибути

Джибути −1940

Джибу́ти́ (арап. جيبوتي), официалл Джибу́ти́ республики (جمهورية جيبوتي‎) — Африкăн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчи патшалăх. Хĕвелтухăç енче Хĕрлĕ тинĕсĕн Аден кӳлмекĕ, çурçĕрте Эритрейпа, кăнтăрпа хĕвеланăçĕнче Эфиопипе чикĕ тытать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче Сомалиленд патшалăхĕ.

Кун-çулĕ

Çĕнĕ саманари пĕрремĕш ĕмĕрсенче Джибутире кушит чĕлхеллĕ (афар тата исса) куçса пурăнакан йăхсем пурăнннă. V—VI-мĕш ĕмĕрсенче Аксум патшалăхне кĕнĕ. VII-ĕш ĕмĕрте арап султанĕсен витĕмне лекнĕ. Халăх хушшинче ислампа арап челхи саралнă. XVI-мĕш ĕмĕрте, Сомали çурутравĕнче португалсемпе эфиопсем туркăсемпе тата сомалисем вăрçнă вăхăтра, патшалăха çапăçса илнĕ. XVI-мĕш ĕмĕрте каллех арапсен аллине лекнĕ. Вырăнти халăх куçса çӳренĕ. Арапсем ертсе пынă тата суту-илӳпе аппаланнă. 1862-мĕш çулта французсем Адаль султанпа килĕшӳ туса Джибутине тытса тăрассине çирĕплетнĕ. Афарсем пуранакан çĕр тата Обокри якорь чарăнăвĕ Франци аллине куçнă. 1881-меш çулта территорие аталантарма акционе компанисем йĕркеленĕ, Джибути хулине тума пуçланă. 1896-мĕш çулта Франци Сомали Çыранĕ ят илнĕ (1967-мĕш çултан Французсен афарсемпе иссен территорийе). 1889-меш çулта вырăс поддныйĕсем Франци Сомали Çыранĕн пĕр пайне (Сагалло) колонизацилеме хăтланнă. Анчах колни пуçараканĕн полномочисем тата Раçсей планĕсене çирĕплетменнине пула Франци флочĕ колонистcене хăваласа янă. 1946-меш султа колони Францин тинĕс лешен территори статусне илнĕ. 1977-мĕш çулти референдум хыççăн патшалăха никама та пăхăнмалăх панă, ăна Джибути ятпа палăртнă. 1981-мĕш çулта пĕр партиллĕ система кĕртнĕ. Джибути политика пурнăçĕнче яланах чи пысăк халăхĕсен (афар тата исса) хушшинчи керешӳ пысăк вырăн йышăннă. 1979-мĕш çулта афарсем хушшинче кăмăлсăрлăх вăйлă çĕкленнĕ, партизан вăрçи пуçланнă. 1992—2000 çулсенче патшалăхра граждан вăрçи пынă, вăл полномочисене пайлас килĕшӳ таса вĕçленнĕ. 2008-мĕш çулта Джибутипе Эритрей хушшинче чикĕри конфликт пулнă.

Административла пайлану

Патшалăх 11 округа пайланать. Округсемпе республика комиссарĕсем (префектсем) ертсе пыраççĕ. Вĕсем çав вăхăтрах вĕсем округ тĕп хулисен хула пуçлахĕсем.

  • Алайли (Alaili Dadda);
  • Али-Саби (Ali Sabieh District);
  • Ас Эйла (As Eyla District);
  • Балге (Balha District);
  • Дикиль (Dikhil District);
  • Джибути (Djibouti District);
  • Дорра (Dorra District);
  • Обок (Obock District);
  • Ранда (Randa District);
  • Таджура (Tadjourah District);
  • Йобоки (Yoboki District);

Вуламалли

  • Густерин П. В. . — М.: Восток—Запад. — 352 с. — 2000 экз. — ISBN 978-5-478-00729-4.

Ӑнлантарусем

Каçăсем

Шаблон:Джибути темăсенче Шаблон:Арап патшалăхĕсен лиги

Шаблон:Африка патшалăхĕсем

Темӑпа ҫыхӑннисем