Словени

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Coat of arms of Slovenia.svg
Flag of Slovenia.svg

Словени Республики (Альп ту çумĕнчи патшалăх.

Географи

Çĕршыв Тĕп Европăн кăнтăр енче вырнаçнă. Анăçра Италипе, çурçĕрте — Австрипе, çурçĕр-тухăçра — Венгрипе, тухăçра тата — Хорватипе чикĕленет, кăнтăр-анăçра Адриатика тинĕсĕн çыранне тухать.

Халăхĕ

Республикăра тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать.

Хăлăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 95 çын/çм². 50% — хулара, ыттисем — ялта пурăнаççĕ.

Официаллă чĕлхе — словен чĕлхи. Венгри çумĕнчи облаçсенче венгр чĕлхи те официаллă тата Итали çумĕнчи облаçсенче итали чĕлхи официаллă чĕлхесем пулаççĕ.

Истори

Славян йăхĕсем Словенин паянкунхи çĕрĕсенче Христос тĕнне хутшăннă. 1000 çул майлă каялла словен чĕлхипе пĕрремĕш хутсем — Brižinski spomeniki çырнă. XIV ӗмӗрте Словени çĕрĕсем Габсбургсен айне лекнĕ те кайран Австри-Венгри империне çыпăçнă. Словенине виçĕ провинцине уйăрнă: Крань, Горишку тата Штаерску. 1809—1813 çулсенче Словенин чылай пайĕ Иллири провинцисем шутĕнче пулнă. XIX ӗмӗрте, уйрăмах 1848-1849 çулхи Австрири Революци вăхăтĕнче тата хыççăн та, Словени çĕрĕсенче наци юхăмĕ-туртăмĕ тĕрекленсе пырать (унăн тĕпĕ — Крайна).

Итали Австри-Венгри импери арканса саланнă май унăн Тинĕсçум облаçне тата Истрăна, çавăн пекех Далмацин пĕр пайне хăйĕн çĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ытти словен çĕрĕсем тепĕр хут йĕркеленнĕ Югослави патшалăхĕ пулса тăнă. Югослави патшалăхĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче саланнă, Словени вара 1945 çулхи юпа, 29 социаллă Югослави шутне кĕнĕ.

СФРЮ нумай юн тăкмасăрах ирĕклĕхе тухнă. Ирĕклĕхшĕн пынă вăрçă икĕ эрне те тăсăлман — çав вăхăтра автомобиль çулĕсене сирпĕтсе аркатнă чухне хирĕçӳре темиçе çын — транапорт автомобилĕпе çӳрекенсем вилнĕ.


Links